Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 1
1
1Иисус Христос чури, Унӑн апостолӗ Симон Петр — хамӑр Туррӑмӑрпа Ҫӑлакан Иисус Христосӑн тӳрӗлӗхӗ урлӑ пирӗн пекех хаклӑ тӗне кӗнисене: 2Турра тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе пынӑҫемӗн сирӗн тивлетпе канӑҫлӑхӑр ӳссех пытӑр.
3Хамӑра мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Чӗнсе Илекене пӗлни урлӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе Турӑ пире ырӑ пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ; 4мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Вӑл пире питех те хаклӑ, пысӑк ырӑлӑхсем пама пулнӑ; ҫакӑн урлӑ сире Хӑйпе пӗрлешме май панӑ, анчах сирӗн тӗнче йӑлипе ӳт хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме пӑрахас пулать. 5-7Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир пӗтӗм вӑйран хӑвӑр ӗненни ҫумне ырӑ кӑмӑлӑра хушӑр, ырӑ кӑмӑлӑр ҫумне — тӗплӗ шухӑшлӑ пулнине, тӗплӗ шухӑшӑр ҫумне — чарулӑх, чарулӑх ҫумне — тӳсӗмлӗх, тӳсӗмлӗх ҫумне — тӳрӗлӗх, тӳрӗлӗх ҫумне — тӑвана юратнине, тӑвана юратни ҫумне пурне те юратнине хушӑр. 8Сирӗн ҫакӑ пулсассӑн, ҫакӑ хушӑнса пырсассӑн, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлни ӑнӑҫлӑ, усӑллӑ пулӗ. 9Камӑн ҫакӑ ҫук, вӑл суккӑр, куҫне хупнӑ, вӑл хӑйӗн унчченхи ҫылӑхӗсене каҫарнине мансах кайнӑ. 10Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, 11вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
12Ҫавӑнпа эпӗ сире, — ҫакна пӗлетӗр пулсан та, хӑвӑр патӑра ҫитнӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр пулсан та, — ҫавӑн ҫинчен астутарса тӑма нихӑҫан та чарӑнмӑп. 13Халӗ, ҫак ӳт ҫуртӑмра пурӑннӑ чухне, манӑн сире астутарсах тӑмалла тесе шутлатӑп; 14пӗлетӗп ӗнтӗ: манӑн часах ӳт ҫуртӑма пӑрахса каймалла, ҫакӑн ҫинчен мана Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пӗлтерчӗ. 15Эсир ҫакна эпӗ вилсен те ялан аса илччӗр тесе, эпӗ тата та тӑрӑшӑп. 16Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен пӗлтернӗ чухне эпир сире чеелӗхпе шутласа кӑларнӑ халапсем мар, хамӑр курнине каланӑ — Унӑн аслӑлӑхне эпир хамӑр курнӑ. 17Вӑл Хӑй тӗлӗнче мухтавлӑран мухтавлӑ Турӑран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Унра» тенӗ сасси илтӗннӗ чухне Атте Турӑран чап та, мухтав та илчӗ. 18Тӳперен илтӗннӗ ҫав сасса эпир сӑваплӑ ту ҫинче Унпа пӗрле чухне илтрӗмӗр. 19Пирӗн тата пророксенӗн чӑн сӑмахӗ пур; эсир ҫав сӑмаха ҫутаткӑҫ вырӑнне — кун ҫутӑлса киличчен, хӑвӑр чӗрӗрте шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ тухиччен тӗттӗм ҫӗрте ҫутатса ларакан ҫутаткӑҫ вырӑнне — хурса аван тӑватӑр; 20пуринчен ытла эсир Ҫырури малашнехине пӗлтерсе каланӑ сӑмахсене нихӑшне те хӑвӑр тӗллӗн ӑнласа илес ҫуккине пӗлсе тӑрӑр. 21Малашне мӗн пулассине нихӑҫан та этем ирӗкӗпе каласа паман, ӑна Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем Таса Сывлӑш пӗлтернипе каланӑ.
Currently Selected:
Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.