YouVersion Logo
Search Icon

Петрӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 5

5
1Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ. 5Эсир те, кӗҫӗннисем, кӗтӳҫӗрсене пӑхӑнса тӑрӑр; пурте пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрса, йӑваш ӑслӑ пулса ҫитӗр: Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.
6Ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллинче тӑрӑр, вӑхӑчӗ ҫитсен Вӑл сире асла кӑларӗ. 7Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр. 8Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр: сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет. 9Тӑванӑрсем те тӗнчере ҫавӑн пек асапсем курнине пӗлсе, эсир ҫирӗп ӗненсе шуйттана хирӗҫ тӑрӑр. 10Пире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне кӗме чӗнсе илнӗ пур тӗрлӗ тивлет те паракан Турӑ сире, эсир пӗр авка асапланнӑ хыҫҫӑн, Хӑех пӗтӗмпе ырӑ туса ҫитерӗ, тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ. 11Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ! Аминь.
12Эпӗ сире хӑвӑр илнӗ тивлет чӑнах Турӑ тивлечӗ тесе шантарасшӑн ҫакна кӗскен анчах ҫырса Силуанран парса яратӑп; эпӗ ӑна сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр пулӗ тетӗп.
13Хӑвӑра суйласа илнӗ пекех суйласа илнӗ Вавилонри ӗненекен ушкӑн тата Марк ывӑлӑм сире ырӑ сунса салам яраҫҫӗ. 14Пӗр-пӗрне юратса чуптуса ырӑ сунӑр. Христос Иисусран сире пурсӑра та канӑҫлӑх пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in