Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 4
4
1Ҫӳлте асӑннӑ Симон вара, Турӑ Ҫуртӗнчи пуянлӑхпа тӑван ҫӗршывӗн сутӑнчӑкӗ пулса тӑнӑскер, Ония ҫинчен Илиодора ҫавӑ хавхалантарса тӑнӑ, ҫав усал ӗҫшӗн вӑл айӑплӑ тесе элекленӗ. 2Хулана ырӑ тӑвакана, йӑхташӗсемшӗн тӑрӑшакана, саккунсемшӗн хытӑ тӑракана вӑл патшалӑх тӑшманӗ тесе калама та хӑйнӑ. 3Хирӗҫӳ питӗ шала кӗрсе кайсассӑн, Симонӑн пӗр шанчӑклӑ ҫынни урлӑ ҫынсене вӗлерме тытӑнсассӑн, 4Ония кӗрешӳ хӑрушӑ иккенне, Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗ Аполлоний питӗ тискер хӑтланнине, Симон ҫилли ӳссех пынине курса 5патша патне кайнӑ, анчах ҫынсене айӑплама мар, кашнине, пӗтӗм халӑха усӑ пултӑр тесе кайнӑ вӑл, 6мӗншӗн тесессӗн патша тӑрӑшмасӑр ӗҫ-пуҫа килӗшӳллӗн татса пама май ҫуккине, Симон хӑйӗн ӑссӑрлӑхне пӑрахмассине вӑл лайӑх курса тӑнӑ. 7Анчах Селевк вилсессӗн, патшалӑха Епифан теекен Антиох илсессӗн, Иасон, Ония тӑванӗ, аслӑ священник пуласшӑн хыпкаланнӑ, 8вӑл куҫа-куҫӑн курӑнӑҫнӑ вӑхӑтра патшана виҫҫӗр утмӑл талант кӗмӗл тата ытти хӑш-пӗр тупӑшран сакӑрвунӑ талант пама пулнӑ. 9Вӑл тата — эхер те патша влаҫӗпе ӑна ҫамрӑксен ӳт-пӗвне аталантармалли шкула йӗркелеме, Иерусалим ҫыннисене Антиохи ҫыннисем тесе ҫырма ирӗк парсассӑн — ҫакӑн ҫумне ҫӗр аллӑ талант хушма пулнӑ. 10Патша ҫакӑнпа килӗшсессӗн, Иасон ҫапла ирӗк илсессӗн, вӑл ҫийӗнчех хӑйӗн йӑхташӗсене эллинсен йӑли-йӗрки майлӑ ҫавӑрма тытӑннӑ. 11Вӑл Рима туслӑхпа килӗшӳ тума кайса килнӗ Евполемон ашшӗ Иоанн тӑрӑшнипе патша иудейсене кӑмӑл курса панӑ ҫӑмӑллӑхсене те пӑрахӑҫланӑ; саккунлӑ йӗркесене пӑсса, вӑл саккуна хирӗҫле йӗркесем кӗртнӗ. 12Ҫамрӑксен ӳт-пӗвне аталантармалли шкулне вӑл юриех керем айне туса лартнӑ, чи лайӑх яш ачасене эллинсен шлепкипе ҫӳреттернӗ. 13Эллинсем енне сулӑнасси аслӑ священника пула мар, Турра уяман, виҫесӗр ҫылӑхлӑ Иасона пула пуҫланса кайнӑ: 14священниксем ӗнтӗ парне вырӑнӗшӗн тимлесе ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ, Турӑ Ҫуртне хисеплемен, парнесене йӗркеллӗ кӳрсе тӑман, йӗс ҫаврашка ывӑтса ярсанах пуҫланакан ӑмӑртӑва, саккуна хирӗҫле вӑййа, хутшӑнма васканӑ. 15Тӑван ҫӗршыв чыс-хисепне вӗсем нимӗн вырӑнне те хуман; эллинсем мӗне хисепленине ҫеҫ чи лайӑххи тесе шутланӑ. 16Ҫакӑншӑн вӗсене пысӑк инкек ҫитсе ҫапнӑ, хӑйсемшӗн тӗслӗх вырӑнне хунӑ, пур тӗлӗшпе те ҫавсем пек пурӑнма тӑрӑшнӑ ҫынсем вӗсен тӑшманӗсем, вӗсене хӗн кӑтартаканӗсем пулса тӑнӑ, 17мӗншӗн тесессӗн Турӑ саккунӗсене хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрсе пурӑнни хасасӑр иртмест, кайран вӑхӑт ҫакна хӑех кӑтартса парать. 18Тир хулинче кашни пилӗк ҫултан ирттерекен вӑйӑсен уявӗнче патша та пулнӑ, 19ҫавӑн чухне киревсӗр Иасон унта Иерусалимран Антиохи ҫыннисене уяв курма янӑ, вӗсен Геркулеса чӳк тума виҫҫӗр драхма кӗмӗл илсе каймалла пулнӑ; анчах укҫа илсе пынисем ҫакна чӳк валли усӑ ан курӑр, апла туни килӗшӳсӗр пулать, урӑх ҫӗре тӑкаклӑр тесе ыйтнӑ. 20Ҫапла вара, ярса параканӗ ҫак укҫа Геркулеса чӳклеме пултӑр тенӗ пулин те, ӑна илсе пынисем ҫав укҫана кӗсменпе ишмелли карап тунӑ ҫӗре янӑ. 21Ҫакӑн хыҫҫӑн Аполлоние, Менесфей ывӑлне, Птоломей Филометор патшана ларнӑ ятпа Египета ярсассӑн, Антиох ӑна хӑйӗнпе тӑшманлӑ тӑрать тесе шухӑшлама пуҫланӑ та, асӑрханса, унран сыхланма тӑрӑшнӑ; ҫавӑнпа та Иоппие кайнӑ чухне вӑл Иерусалима кӗнӗ. 22Иасонпа хула ҫыннисем ӑна питӗ чаплӑн, ҫутаткӑҫсем ҫутса, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса тӑракан халӑхпа кӗтсе илнӗ; унтан Иасон ҫарӗпе пӗрле Финикийӑна кайнӑ. 23Виҫӗ ҫул иртсессӗн, Иасон ҫӳлерех асӑннӑ Симон тӑванне Менелая патшана укҫа леҫме тата хӑш-пӗр кирлӗ ӗҫ ҫинчен калама янӑ. 24Лешӗ вара, патша умне тӑрсан ӑна тивӗҫсӗр мухтаса, Иасон укҫи ҫумне тата виҫҫӗр талант кӗмӗл хушса, священниксен пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 25Патшаран хушу илсессӗн, вӑл каялла таврӑннӑ, унра ӗнтӗ аслӑ священник тивӗҫлӗхӗ пулман та, шелсӗр пусмӑрҫӑ ҫилли те тискер кайӑк хаярлӑхӗ ҫеҫ пулнӑ унӑн. 26Ҫапла хӑйӗн тӑванне улталанӑ Иасон хӑй те тепӗринпе улталаннӑ, вӑл ӗнтӗ Аммон ҫӗршывне тухса тарнӑ. 27-28Менелай вара влаҫ илнӗ, хула керемӗн пуҫлӑхӗ Сострат — хырҫӑ пуҫтарса тӑма тивӗҫлӗскер — ӑна хистесех тӑнӑ пулин те, вӑл патшана пама пулнӑ укҫа ҫинчен шутламан та; ҫак сӑлтава пула вӗсене иккӗшне те патша чӗнсе илнӗ. 29Менелай хӑй вырӑнне аслӑ священник пулма хӑйӗн тӑванне Лисимаха хӑварнӑ, Сострат вара Кипр ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулма Кратита хӑварнӑ.
30Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра Тарс тата Маллос хулисенче пурӑнакансем хӑйсене патшанӑн ҫум-арӑмне Антиохидӑна парнелӗх панӑшӑн пӑлханма тытӑннӑ. 31Ҫавӑнпа патша унти ӗҫ-пуҫа йӗркелесе яма тесе васкасах тухса кайнӑ, хӑй вырӑнне хисеплӗ улпутсенчен пӗрне, Андроника, хӑварнӑ. 32Вара Менелай, майлӑ самантпа усӑ курма шутласа, Турӑ Ҫуртӗнчен хӑш-пӗр ылтӑн савӑта вӑрласа тухнӑ та Андроника парнеленӗ, ыттине Тир хулинче тата ун таврашӗнчи хуласенче сутса янӑ. 33Тӗрӗс тӗпчесе пӗлсе, Ония ҫакна тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ та хӑй шанчӑклӑ вырӑна — Антиохи патӗнчи Дафна хулине — кайса пытаннӑ. 34Менелай ӗнтӗ, Андроник пӗччен чухне май тупса, ӑна Онияна вӗлерме ыйтнӑ; лешӗ, Ония патне пырса, тупа туса алӑ парса, ӑна ултавлӑн ӗнентернӗ, хӑйне шанман пулин те, вӑл Онияна тарса пытаннӑ ҫӗртен тухма ӳкӗте кӗртнӗ, вара намӑс-симӗсе пӗлмесӗр ҫавӑнтах вӗлернӗ. 35Куншӑн иудейсем ҫеҫ мар, ытти халӑхсенчен те нумайӑшӗ ҫилленнӗ, ҫак ҫынна киревсӗррӗн вӗлернӗшӗн тарӑхнӑ. 36Патша Килики ҫӗршывӗсенчен таврӑнсассӑн, хулара пулнӑ иудейсем тарӑхса ҫитнӗ эллинсемпе пӗрле ӑна Онияна айӑпсӑр вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. 37Антиох ӗнтӗ ырӑ кӑмӑллӑ та ырӑ йӗркепе пурӑннӑ ҫын вилнӗшӗн чун-чӗререн хурланса йӗнӗ, 38вара Андроника ҫилленсе кайса, ҫавӑнтах ун ҫийӗнчи хӗрхӗлтӗм тумне сӳсе илсе ҫурса пӑрахнӑ, хӑйне пӗтӗм хула тӑрӑх илсе ҫӳреме, ҫынвӗлерене шӑпах хӑй Онияна тискеррӗн тӗп тунӑ вырӑнта вӗлерме хушнӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Андроника тивӗҫлипе тавӑрнӑ.
39Менелай чарманнипе Лисимах хулара Турра уямасӑр ирсӗр ӗҫсем тусассӑн, ҫакӑн ҫинчен сӑмах сарӑлсассӑн, халӑх Лисимаха хирӗҫ ҫӗкленнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл темӗн чухлӗ ылтӑн савӑт вӑрланӑ пулнӑ. 40Тарӑхса ҫитнӗ халӑх ҫӗкленсессӗн, Лисимах виҫӗ пине яхӑн ҫынна кӑрал салатса панӑ та ҫулӗпе ватӑ, ӑссӑрлӑхӗпе те ҫамрӑках мар пӗр тискер ҫын ертсе пынипе хурахла вӑрҫӑ пуҫланӑ. 41Лисимах ҫапла тискерленнине курса, пӗрисем чул, тепӗрисем шалча ярса тытнӑ, хӑшӗсем вара, ҫӗртен тусан ывӑҫла-ывӑҫла илсе, Лисимах ҫыннисем ҫинелле ывӑтнӑ, 42ҫапла майпа вӗсенчен нумайӑшне амантнӑ, тепӗрисене вӗлернӗ, вара пурне те каялла хӑваласа янӑ, Турӑран кулакана хӑйне мул управӑшӗ ҫывӑхӗнче вӗлернӗ. 43Ҫавӑншӑн Менелая сут умне тӑратнӑ. 44Патша Тир хулине пырсассӑн, аслӑ ҫынсен пухӑвӗ янӑ виҫӗ ҫын ӑна ҫӑхав тыттарнӑ. 45Менелай, хупса лартнӑскер, хӳтӗленес шутпа Доримен ывӑлне Птоломее патшапа калаҫса пӑхма ыйтнӑ, эхер те вӑл патшана ӳкӗте кӗртсессӗн, ӑна пысӑк укҫа пама пулнӑ. 46Птоломей вара, уҫӑлмалла тенӗ пек, патшана пӑлтӑра чӗнсе илнӗ те ӗҫе пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрса хунӑ. 47Мӗнпур усал ӗҫшӗн айӑплӑ Менелая ӗнтӗ айӑпласран хӑтарнӑ, виҫӗ ҫынна вара, скифсен сучӗ умне тӑратсассӑн та каҫарма тивӗҫлӗскерсене, вӗлермелле тунӑ. 48Хулана, халӑха тата Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене хӳтӗлесе калаҫнӑ ҫынсем ҫапла кӗҫех пӗр айӑпсӑр пӗтнӗ. 49Тир ҫыннисем, ҫакӑншӑн тарӑхса, вӗсене пытарма мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ. 50Менелай ҫапла, мула хапсӑнакан пуҫлӑхсем пулӑшнипе, влаҫа хӑй аллинче сыхласа хӑварнӑ, усалланнӑҫемӗн усалланса пынӑ, Иерусалимӑн хаяр тӑшманӗ пулса тӑнӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.