Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 3
3
1Сӑваплӑ хулара тӑнӑҫлӑн пурӑннӑ чухне, саккуна тимлӗн тытса тӑнӑ чухне аслӑ священник Ония Турра хисеплесе усала тӳртӗн тӑнӑран 2ҫак вырӑна патшасем хӑйсем те чысланӑ, вӗсем Турӑ Ҫуртне питех те паха парнесем кӳрсе мухтавлани те пулкаланӑ, 3ҫавна май Ази патши Селевк та парне кӳме каякан пӗтӗм тӑкака саплаштарма хӑйӗн тупӑшӗнчен кирлӗ чухлех парса тӑнӑ. 4Анчах Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ Симон ятлӑ пӗр ҫын, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑма лартнӑскер, хулара саккунсене пӑсни пирки аслӑ священникпа тава кӗрсе кайнӑ. 5Вӑл Онияна ҫӗнтерме пултарайман та Фрасейӗн Аполлоний ывӑлӗ патне кайнӑ, лешӗ ҫав вӑхӑтра Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗнче тӑнӑ, 6Симон ӑна Иерусалимри мул управӑшӗнче пуянлӑх ниҫта шӑнӑҫайми тулса ларнине, ҫавӑн пекех укҫа та шутсӑр нумай пуҫтарӑнса ҫитнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа вӗсен парнисен тӑкакне те саплаштарма кирлӗ мар, вӗсен мулӗпе патша усӑ курма пултарать тенӗ. 7Аполлоний вара патшапа курӑнӑҫнӑ та ӑна ҫак пуянлӑх ҫинчен каласа панӑ, лешӗ патшалӑх ӗҫӗсене туса пыма лартнӑ Илиодора чӗнтернӗ те асӑннӑ пуянлӑха тиесе тухма хушнӑ. 8Илиодор, Келе-Сирипе Финикия хулисене пӑхса ҫаврӑнатӑп тесе, тӗрӗссипе вара патша хушнине тумашкӑн, ҫийӗнчех ҫула тухнӑ. 9Иерусалима ҫитсессӗн, хӑйне хулан аслӑ священникӗ хапӑллӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл патша мӗн хушса янине тата хӑй мӗн ӗҫпе килнине пӗлтернӗ, ҫав хушӑрах: пуянлӑхӗ-мулӗ чӑнах та ҫаплах-и? тесе ыйтнӑ. 10-11Аслӑ священник усал Симон элекленӗ пек мар, пачах урӑхла пулнине кӑтартса панӑ: ку пуянлӑх — пӗтӗмпех тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасем упрама шанса панӑ пурлӑх, пӗр пайӗ — питӗ паллӑ ҫыннӑн, Товия ывӑлӗ Гирканӑн, пурлӑхӗ; мӗнпурӗ тӑватҫӗр талант кӗмӗл, икҫӗр талант ылтӑн; 12вӑл: сӑваплӑ вырӑна, пӗтӗм тӗнчипех хисепе хуракан Турӑ Ҫуртне, никам та тӗкӗнес ҫук тесе шанса тӑракансене ниепле те кӳрентерме юрамасть, тенӗ. 13Анчах Илиодор, патша хушнине асра тытса, ҫине тӑрсах: ку пуянлӑха патша хыснине хумалла, тенӗ.
14Малтанах палӑртса хунӑ кун вӑл ҫакна пӑхса ҫаврӑнмашкӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсессӗн пӗтӗм хула пӑлханса ӳкнӗ. 15Турӑ умне тӑмалли тумтир тӑхӑннӑ священниксем, парне вырӑнӗ умне ӳксе, тӳпенелле пӑхса тархасланӑ: сӑваплӑ Ҫурта шанса панӑ пурлӑх ҫинчен калакан саккунне Параканӗ ӑна ҫавӑнта хунӑ ҫынсемшӗн тӗрӗс-тӗкел сыхласа хӑвартӑрччӗ тесе кӗлтунӑ. 16Аслӑ священник сӑнне куракан кашни ҫыннӑн чунӗ ырата-ырата кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн сӑнран ӳкнӗскерӗн пичӗ-куҫӗнче вӑл мӗн тери шуйханни ҫиелех тухнӑ. 17Сехӗрленсе ӳкнӗскерӗн пӗтӗм ӳчӗ-пӗвӗ чӗтренӗ, ҫакӑнтан унӑн чун-чӗри епле асапланни курӑнса тӑнӑ. 18Хӑшӗсем халӑхпа пӗрле кӗлтумашкӑн килӗнчен йышӗпех чупа-чупа пынӑ, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑнӑн мӑшкӑл курасси ҫитнӗ; 19кӑкӑрне хуйхӑ тумӗпе туртса ҫыхнӑ хӗрарӑмсем урамра ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ; килте ларакан хӗрсем хӑшӗ хапха патне чупа-чупа тухнӑ, тепӗри хӳме ҫине хӑпарнӑ, хӑшӗ тата чӳречерен пӑхнӑ, 20пурте аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ. 21Тӗрлӗ халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнине, аслӑ священник шалтах аптӑраса тӑнине курсассӑн кӑмӑл та ҫемҫелнӗ. 22Турӑ Ҫуртне шанса хунӑ пурлӑха ҫавна паракансемшӗн тӗрӗс-тӗкел сыхласа хӑварма вӗсем Пурне те Тытса Тӑракан Турра тархасланӑ. 23Илиодорӗ вара хӑйӗн ӗҫнех тунӑ. 24Вӑл кӑрал тытнӑ ҫынсемпеле мул управӑшне кӗрсессӗн, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пур вӑя та Тытса Тӑракан, хӑватлӑ паллӑ кӑтартнӑ, Илиодорпа пӗрле кӗме хӑйнисем Турӑ хӑватӗнчен хӑранипе хавшанса сехӗрленсех ӳкнӗ: 25вӗсене ӗнтӗ хӑрушӑ юланутҫӑ утланнӑ урхамах, илемлӗ вителӗкпе витнӗскер, курӑннӑ: вирхӗнсе пырса, вӑл Илиодора малти чӗрнипе амантса хӑварнӑ, ун ҫинче ларса пыраканни вара ылтӑн кӑрал тытнӑ пек курӑннӑ. 26Вӗсене тата икӗ яш ача курӑннӑ — вӑй вӗресе тӑракан, сӑн-питрен питех те илемлӗ, чаплӑ тумланнӑ яшсем пулнӑ вӗсем; ҫавсем иккӗн икӗ енне тӑрса Илиодора пӗр вӗҫӗм хӗненӗ, суранлатса пӗтернӗ. 27Лешӗ ӗнтӗ сасартӑк ҫӗре кайса ӳкнӗ, ӑна тӗттӗмлӗх хупӑрласа илнӗ, вара ӑна ҫӗклевӗҫ ҫине хунӑ. 28Тин кӑна хӑй таврашӗнчи пысӑк ушкӑнпа, сыхлавҫӑсемпе пӗрле мул управӑшне кӗнӗскере хевтесӗр ҫынна ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе тухнӑ, ӗнтӗ вӑл Туррӑн хӑватне лайӑх пӗлсе илнӗ. 29Турӑ вӑйӗ ӑна калаҫайми туса, ҫӑлӑнас шанчӑксӑр тӑратса хӑварнӑ. 30Халӑх вара Хӑй пурӑнакан вырӑнне чапа кӑларнӑ Ҫӳлхуҫана тав туса мухтанӑ; ҫакӑн умӗн халь ҫеҫ пурте хӑраса, сехӗрленсе тӑнӑ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа курӑннӑ хыҫҫӑн вара Турӑ Ҫурчӗ савӑнӑҫпа, хаваслӑхпа тулнӑ. 31Кӗҫех Илиодорӑн ҫывӑх ҫыннисем хӑшӗ-пӗри Ония патне пынӑ та ӑна кӗҫ-вӗҫ сывлӑшӗ тухса каясла выртакана пурӑнӑҫ патӑрччӗ тесе Ҫӳлти Турра кӗлтума йӑлӑннӑ. 32Аслӑ священник, патша иудейсем Илиодора хирӗҫ мӗнле те пулин усал шухӑшлӑ ӗҫ тунӑ тесе шутлама пултарасран шикленсе, унӑн ҫӑлӑнӑҫӗшӗн парне кӳнӗ. 33Аслӑ священник ҫырлахтару парни кӳнӗ вӑхӑтра паҫӑрхи яш ачасем — вӗсем унчченхи чаплӑ тумӗпех пулнӑ — каллех Илиодора курӑннӑ та ун умне тӑрса каланӑ: аслӑ священника Онияна хытӑ тав ту, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана пӗр уншӑн пурӑнӑҫ пачӗ; 34эсӗ вара, Вӑл хаса панине тӳссе курнӑскер, пурне те Туррӑн аслӑ вӑйӗ ҫинчен каласа пӗлтер, тенӗ. Ҫакна каласассӑн вӗсем курӑнми пулнӑ. 35Илиодор Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе, хӑйӗн пурӑнӑҫне Сыхласа Хӑваракана нумай тӗлӗшрен сӑмах парса, Онияна тав туса ҫар ҫыннисемпе пӗрле патша патне таврӑннӑ, 36пурин умӗнче те Аслӑ Туррӑн ӗҫӗсем ҫинчен, хӑй куҫӗпе хӑй курни ҫинчен, каласа кӑтартнӑ. 37Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ. 40Илиодорпа ҫапла пулса иртнӗ, Турӑ Ҫурчӗн управӑшне ҫапла ҫӑлса хӑварнӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.