YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 5

5
1Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Антиох Египет ҫине тепӗр хут вӑрҫӑпа кайнӑ. 2Вара ҫапла пулнӑ: пӗтӗм хула ҫийӗн сывлӑшра хӗрӗх куна яхӑн ылтӑн тумлӑ юланутҫӑсем, ҫар ҫыннисем евӗр сӑнӑ тытнӑскерсем, вирхӗнсе ҫӳренӗ, 3йӗркеленсе тӑнӑ утлӑ ҫар ӗречӗсем, икӗ енӗ те тапӑнни, каялла чакни, хулкан вӗлтлетсе тӑни, имсӗр-сумсӑр сӑнӑ, хӗҫпе сула-сула яни, ҫӗмрен ывӑтни, ылтӑн тум ялтӑртатни, тӗрлӗ йышши кӑрал ҫиҫкӗнни курӑнса тӑнӑ. 4Пӗтӗм халӑх ҫакӑ курӑм ырра пултӑрччӗ тесе кӗлтунӑ.
5Кайрантарах Антиох вилнӗ тесе суя хыпар сарӑлсассӑн, Иасон, пин ҫынран кая мар пуҫтарса, кӗтмен ҫӗртен хула ҫине тапӑннӑ, вӗсем хӳме ҫине хӑпарсассӑн, юлашкинчен хулана ярса илсессӗн, Менелай кереме тарса пытаннӑ. 6Иасон вара хӑй халӑхӗн ҫыннисем хушшинчех пӗр шелсӗр юн тӑкнӑ, пӗр йӑхри ҫынсене хирӗҫ ҫапӑҫни чи пысӑк инкек пулни ҫинчен шухӑшламан та вӑл, йӑхташсенчен мар, тӑшмансенчен пурлӑх пуҫтарса илнӗ пек туйнӑ вӑл хӑйне. 7Тепӗр тесен, вӑл пуҫлӑха тухайман, мӑшкӑл курса, таркӑн пек, каллех аммонсен ҫӗршывне тухса кайнӑ — унӑн усал шухӑшлӑ ӗҫӗсем ҫапла вӗҫленнӗ. 8Арави ҫӗрне тытса тӑракан Арета умӗнче айӑпа кӗнӗскер, вӑл хуларан хулана тарса ҫӳренӗ, ӑна, саккунсенчен хӑпнӑскере, пурте йӗрленӗ, пурте курайман, ӗнтӗ йӗрӗнчӗке юлнӑскере, тӑван ҫӗршывпа халӑх тӑшманӗ тесе Египета хӑваласа янӑ — унӑн усал пурӑнӑҫӗ ҫапла вӗҫленнӗ. 9Нумайӑшне тӑван ҫӗршывӗнчен хӑваласа янӑ ҫын хӑй те ютра пӗтнӗ: вӑл, хӳтлӗх тупма шанса, Лакедемони ҫыннисем патне тӑванлӑх шыраса пынӑ. 10Нумайӑшне ҫӗре чикмесӗрех хӑварнӑскер, вӑл хӑй те ашшӗсен тупӑклӑхне тивӗҫлӗ пулман, уншӑн никам та хӳхлемен, ӑна пытараканӗ те пулман.
11Пулса иртни ҫинчен патша патне хыпар ҫитсессӗн, вӑл Иудея хӑйӗнчен уйӑрӑласшӑн тесе шухӑшласа илнӗ те Египетран тапранса тухнӑ, тарӑхса-урса кайнӑскер, кӑралпа авӑрланса Иерусалима ярса илнӗ. 12Хӑйӗн ҫарҫисене вӑл алӑ айне лекнине те, килӗнче пытаннине те пӗр шелсӗр вӗлерме хушнӑ. 13Ҫапла яшсемпе ватӑсене, арсене, арӑмсемпе ачасене вӗлерсе тухнӑ, хӗрсемпе кӑкӑр ачисене чике-чике пӑрахнӑ. 14Виҫӗ кун хушшинче сакӑрвунӑ пин ҫын вилнӗ: хӗрӗх пинӗ ҫынвӗлеренсем аллинчен пӗтнӗ, сутса янисем те вӗлернисенчен кая мар пулнӑ. 15Анчах, ҫакӑнпа та ҫырлахмасӑр, Антиох ҫӗр ҫинчи чи сӑваплӑ Ҫурта, Турӑ Ҫуртне, кӗме хӑйнӑ, ӑна унта саккунсемпе ҫӗршыв сутӑнчӑкӗ Менелай ертсе кӗнӗ. 16Сӑваплӑ савӑтсене ирсӗр аллипе тытнӑ, ытти патшасем ҫав вырӑнӑн мухтавӗпе чысне ҫӗклеме кӳнӗ парнесене ирсӗр аллипе йышӑнса, савӑнсах ҫылӑхлӑ аллипе ҫаратса тухнӑ. 17Антиох хӑйне питӗ мӑнна хунӑ, анчах вӑл ҫакна ӑнланман: Ҫӳлхуҫа хула ҫыннисене ҫылӑхӗсемшӗн пӗр вӑхӑтлӑха кӑна ҫилленнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак вырӑн хӑйне хӳтӗлекенсӗр тӑрса юлнӑ. 18Эхер те ҫав ҫынсем ҫылӑх айне пулман пулсассӑн, Селевк патша мул управӑшне пӑхма янӑ Илиодор пек, Антиоха та кӗнӗ-кӗменех хаса ҫитнӗ пулӗччӗ те, вӑл чӑрсӑр шухӑшне пӑрахнӑ пулӗччӗ. 19Анчах Ҫӳлхуҫа халӑха вырӑншӑн мар, ҫак вырӑна хӑйне халӑхшӑн суйласа илнӗ. 20Ҫавӑнпа ӗнтӗ халӑхпа пӗрле хӗн-асап тӳснӗ вырӑна та кайран Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗ ҫитнӗ, Пурне те Пултаракан Турӑ ӑна ҫилленсе пӑрахнӑ пулсассӑн та, Аслӑ Патша ҫырлахнипе каллех пӗтӗм чапӗпе чӗрӗлсе тӑнӑ.
21Ҫапла вара Антиох, Турӑ Ҫуртӗнчен пин те сакӑрҫӗр талант вӑрласа тухса, васкасах Антиохие кайнӑ, ӑна ӗнтӗ, мӑнаҫланса кайнӑскере, хӑй ҫӗр ҫийӗн карапсем ҫӳремелле тӑвассӑн, тинӗс ҫийӗн ҫуран ҫӳремелле тӑвассӑн туйӑннӑ. 22Ҫав хушӑрах халӑха хӗсӗрлеме вӑл сыхлавҫӑсем лартса хӑварнӑ: Иерусалимра — Фриги ҫӗршывӗнче ҫуралнӑ Филипа, кӑмӑлӗпе хӑйне лартнӑ ҫынран та тискертерех этеме, 23Гаризинра вара — Андроника, унпа пӗрле тата хӑйӗн усаллӑхӗпе пуринчен те ирттернӗ, Иудея ҫыннисене тӑшманла курайман Менелая хӑварнӑ. 24Вӑл халӑх курайман пуҫлӑха Аполлоние ҫирӗм икӗ пин ҫынлӑ ҫарпа ҫитӗннисене пурне те ватса-хӗнесе тухма, хӗрарӑмсемпе ачасене вара сутма хушса янӑ. 25Ҫав ҫын, Иерусалима татуллӑ шухӑшпа пынӑ пек туса, хӑй иудейсен сӑваплӑ шӑматкунӗ ҫитессе кӗтнӗ, иудейсен канӑҫлӑ вӑхӑчӗ ҫитсессӗнех вӑл хӑйӗн ҫыннисене кӑралпа авӑрланма хушнӑ. 26Ҫавӑн пек ҫар иртсе пынине курма тухнӑ ҫынсене пурне те вӗлернӗ, хулана ҫарпа кӗрсе кайса, нумай ҫынна вӗлерсе хӑварнӑ. 27Иуда Маккавей вара, хӑйӗн ӑрӑвӗнчи вуннӑран пӗри, тасамарлӑхпа ҫыхланса ҫылӑха кӗрес мар тесе, пушхире тухса кайнӑ, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле ту хушшинче тискер кайӑкла курӑкпа тӑранса пурӑннӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in