Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 9
9
1Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ ху ӑшӑнта вӑхӑт ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑх, вара маларах кӑтартнӑ паллӑсен хӑш-пӗр пайӗ иртсессӗн, 2эсӗ Ҫӳлти Турӑ Хӑй пултарнӑ тӗнчене килсе пӑхас вӑхӑт ҫакӑ пулнине ӑнланса илӗн. 3Ҫӗршывсенче пӑлхавсем пула-пула иртсессӗн, халӑхсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна тӗлсӗр-палсӑр куҫма тытӑнсассӑн, тапӑна-тапӑна кӗме тытӑнсассӑн, патшасем-ҫулпуҫсем улшӑнсах, шуйхансах тӑрсассӑн, 4Ҫӳлти Турӑ ҫакӑн ҫинчен санран малтан пулнӑ кунсенчех, пуҫламӑшӗнчех, каланине ӑнланса илӗн. 5Ҫак тӗнчере пултарнин пурин те пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те пур пекех, вӗҫӗ те кӗретӗнех пулнӑ пекех, 6юлашки вӑхӑтӑн та кӗтретсемпе, хӑватсемпе уҫӑлакан пуҫламӑшӗ тата ӗҫсемпе, паллӑсемпе курӑнакан вӗҫӗ пур. 7Хӑйӗн ӗҫӗсемпе, хӑвӑр тытса тӑракан тӗне ӗненнипе ҫӑлӑнса юлнӑ кирек кам та паҫӑр каланӑ инкексенчен хӑтӑлма пултарать, 8вӑл сыхланса юлӗ те Эпӗ Хама валли пуҫламӑшӗнчех суйласа илнӗ ҫӗрӗмсенче ҫӑлнине курӗ. 9Ҫавӑн чухне вара халӗ Манӑн ҫулсенчен пӑрӑннисем сехӗрленсе ӳкӗҫ, Манӑн ҫулсене тиркенисем асап курӗҫ. 10Пурӑннӑ чухне, ырӑлӑх илсе тӑрса, Мана пӗлменнисем, 11хӑйсем ирӗклӗ чухне, ӳкӗнме май пулнӑ чухне Манӑн саккунран йӗрӗнсе пурӑннисем, ӑна ӑнланса илменнисем, ӑна вырӑна хуманнисем 12вилнӗ хыҫҫӑн Мана хӗн-асапра пӗлсе ҫитӗҫ. 13Эсӗ йӗркесӗр ҫынсем мӗнле асапланасса урӑх пӗлме ан тӑрӑш, тӳрӗ ҫынсем мӗнле ҫӑлӑннине тӗпче: ҫак тӗнче — вӗсенӗн, ҫак тӗнчене вӗсемшӗн тунӑ, терӗ. 14Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: 15эпӗ малтан та каланӑччӗ, халӗ те калатӑп, кайран та калӑп: хум тумламран пысӑкрах пулнӑ евӗр, пӗтекеннисем ҫӑлӑнаканнисенчен ытларах, терӗм. 16Вӑл мана хуравласа каларӗ: 17тырӑ пусси мӗнле — вӑрлӑхӗ те ҫавӑн пек; чечекӗсем мӗнле — тӗсӗсем те ҫавӑн пек; ӗҫне тӑваканни мӗнле — ӗҫӗ те ҫавӑн пек; ҫӗр ӗҫлекенӗ мӗнле — вӑл мӗн туса илнийӗ те ҫавӑн пек. 18Ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Эпӗ тӗнчене пултарнӑ чухне, ӑна унта ҫынсем пурӑнччӑр тесе хатӗрленӗ чухне, Мана никам та хирӗҫ каламан, мӗншӗн тесессӗн ун чухне никам та пулман-ха. 19Халӗ вара, ҫак тӗнчене тунӑ хыҫҫӑн, Эпӗ пултарнӑ ҫынсем, хӑйсене иксӗлми ҫимӗҫпе тулӑх улӑхсем патӑм пулин те, пӑсӑлса-ирсӗрленсе кайрӗҫ. 20Эпӗ ҫӗре пӑхса ҫаврӑнтӑм: вӑл пӑсӑлнӑ. Эпӗ тӗнчене пӑхса ҫаврӑнтӑм: акӑ ӗнтӗ унта ҫуралнӑ ултав-кавара пула тӗнче хӑрушлӑха лекрӗ. 21Эпӗ куртӑм, ӑна хӗрхенме йывӑр пулчӗ, ҫавах Хама валли иҫӗм ҫупкӑмӗнчен пӗр ҫырлине тата пысӑк вӑрмантан пӗр йывӑҫне сыхласа хӑвартӑм. 22Темӗн чухлех шӑтса ӳснӗ усӑсӑр япала пӗттӗр, анчах Манӑн ҫырлампа Манӑн йывӑҫӑм, Эпӗ пысӑк йывӑрлӑхпа ӳстернӗскер, сыхланса юлччӑр. 23Эсӗ вара типӗ тытмасӑр ҫичӗ кун ирттерӗн те 24чечекленекен хире тухӑн, унта нимӗнле ҫурт та пулмӗ, эсӗ хир чечекӗпе анчах тӑранса пурӑнма тытӑнӑн, аш та ҫимӗн, эрех те ӗҫмӗн, чечек анчах ҫийӗн, 25ҫавӑн чухне пӗр чарӑнмасӑр Ҫӳлти Турра кӗлту, Эпӗ килӗп те санпа калаҫӑп, терӗ. 26Эпӗ ӗнтӗ Вӑл каланӑ пек, хире кайрӑм, хирӗ Ардаф ятлӑччӗ, унта чечексем хушшине лартӑм та хир курӑкӗсене ҫирӗм, маншӑн ку тутӑ тытакан апат пулчӗ. 27Ҫичӗ кун иртсессӗн эпӗ курӑк хушшинче выртаттӑм, манӑн чӗрем каллех, унчченхи пек, темле шиклӗн тапа пуҫларӗ. 28Вара чӗлхе-ҫӑварӑм уҫӑлчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма тытӑнтӑм, ҫапла каларӑм: 29эй Ҫӳлхуҫамӑм! пире Хӑвна кӑтартса, Эсӗ пирӗн аттемӗрсене, вӗсем Египетран тухсан, ҫын ҫӳремен пулӑхсӑр пушхирте курӑннӑ, 30вара каланӑ: «итле Мана, Израиль, тӑнла Манӑн сӑмахӑма, Иаков вӑрлӑхӗ. 31Акӑ Эпӗ сирӗн чун-чӗрене Хамӑн саккунӑма акатӑп, вӑл сирӗнте ҫимӗҫ кӳрӗ те, эсир унпа ӗмӗрех мухтавлӑ пулатӑр» тенӗ. 32Анчах пирӗн аттемӗрсем, саккуна йышӑнсан, ӑна вырӑна килтермен, Эсӗ хунӑ йӗркесене те астуса тӑман, ҫапах та Санӑн саккунун ҫимӗҫӗ пӗтмен, вӑл пӗтме те пултарайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Санӑн саккуну пулнӑ, 33анчах саккуна йышӑннисем мӗн акнине упраса хӑварайман та — пӗтнӗ. 34Яланах ҫапла пулать вӑл: ҫӗр вӑрлӑха йышӑнсан е тинӗс карапа йышӑнсан, е савӑта апат-ҫимӗҫ е ӗҫмелли ярсан, анчах вӑрлӑх акнӑ вырӑна е тата савӑта пӑссан, 35вӑрлӑхӗ те, апат-ҫимӗҫӗ те, ӗҫмелли те пӗрлех пӗтеҫҫӗ, пирӗн умра юлмаҫҫӗ. Эпир вара апла мар. 36Эпир, саккуна йышӑннисем, ҫылӑха кӗнипе пӗтетпӗр, саккуна йышӑннӑ чӗремӗр те ҫавӑн пекех пӗтет; 37анчах саккун пӗтмест, вӑл ӗмӗрлӗхех мухтавлӑ, терӗм. 38Эпӗ хам мӗн калани ҫинчен шухӑшласа тӑнӑ чухне пӑхрӑм та сылтӑм енче пӗр хӗрарӑм тӑнӑ пек курӑнчӗ: акӑ вӑл чунтан татӑлса, хыттӑн ӗсӗклесе йӗрет; ҫийӗнчи тумне ҫуркаласа пӗтернӗ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ. 39Вара эпӗ хамӑн шухӑшӑмсене сирсе ятӑм та ун еннелле ҫаврӑнса каларӑм: 40мӗншӗн йӗретӗн эсӗ, мӗншӗн чунтанах хуйхӑратӑн? терӗм. 41Вӑл каларӗ: манпа ан чӑрман, хуҫамӑм, эпӗ хам пирки йӗретӗп, хуйхӑм-суйхӑма лӑплатаймастӑп: чунӑм хӑшкӑлать, мӗскӗне юлнӑ ҫын эпӗ, терӗ. 42Эпӗ ӑна: мӗн тӳсме тиврӗ сана? кала мана, терӗм. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: 43эпӗ, санӑн чуру, типӗ варлӑ пулнӑ, упӑшкам пур ҫинчех вӑтӑр ҫул ҫуратаймасӑр пурӑнтӑм. 44Ҫав вӑтӑр ҫул хушшинче эпӗ Ҫӳлти Турра кашни сехетре, кашни кун пӗр чарӑнми кӗлтуса тӑнӑ, 45Турӑ мана, санӑн чуруна, илтрӗ, вӑтӑр ҫул иртсен, манӑн йӑвашлӑхӑма курчӗ, манӑн хуйхӑма тӑнларӗ те мана ывӑл пачӗ, эпӗ уншӑн питех те савӑнтӑм, упӑшкам та, кӳршӗсем те савӑнчӗҫ, эпир вара Ҫӳлти Турра хытӑ мухтарӑмӑр. 46Эпӗ ывӑлӑма тимлӗн пӑхса ӳстертӗм, 47вӑл ҫитӗнсе ҫитсе хӗр илме кайсан, эпӗ пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ турӑм.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.