Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 10
10
1Анчах ман ывӑлӑм мӑшӑрлану пӳлӗмне кӗрсен ӳкнӗ те вилнӗ. 2Эпир ӗнтӗ ҫутаткӑҫсене сӳнтертӗмӗр, кӳршӗсем пурте мана лӑплантарма тытӑнчӗҫ, эпӗ вара вилнӗ пек хытса лартӑм, тепӗр кунхи каҫченех ҫапла ларнӑ. 3Кайран мана лӑплантарма чарӑнчӗҫ, эпӗ вара ҫӗрле тӑтӑм та тухса чупрӑм, куратӑн ӗнтӗ — ҫак хире килсе тухрӑм. 4Халӗ ӗнтӗ хулана таврӑнма шухӑшламастӑп, кунтах юлас тетӗп, ҫимесӗр, ӗҫмесӗр, пӗр чарӑнми йӗрсе мӗн вилсе выртичченех типӗ тытса тӑрам, терӗ. 5Пуҫӑмри шухӑшсене сирсе ярса, эпӗ ҫак хӗрарӑма ҫилленсе кайса каларӑм: 6эй мӗнпур арӑмран ӑссӑртарах арӑм! курмастӑн-им пирӗн тӗллӗн йӑтӑнса аннӑ асапа? 7Сион, пирӗн аннемӗр, мӗн тӗрлӗ хуйхӑрнине, вӗри куҫҫульпе йӗнине, ӑна мӑшкӑла хӑварнине курмастӑн-им? 8Эсӗ вара халӗ, эпир пурсӑмӑр та хуйхӑрнӑ-хурланнӑ чухне, пӗр хӑвӑн ывӑлушӑн хуйхӑрас тетӗн-и? 9Ҫӗртен ыйт, вӑл калӗ сана, вӑл хӑйӗн ҫинче ҫуралакансем ҫав тери нумаййӑн пӗтнишӗн хурланса йӗмелле тейӗ; 10чӑн малтан ҫуралнисем те, каярах ҫуралассисем те пурте тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ, ҫапла вӗсем темӗн чухлӗн пӗтеҫҫӗ. 11Апла хӑшӗн ытларах хурланмалла: имсӗр-сумсӑр ҫухатнӑскерӗн-и е пӗр ҫынна ҫухатнӑскерӗн-и? 12Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать. 15Ҫавӑнпа халӗ хуйхӑрма чарӑн та хӑвӑн тӗлне килнӗ ҫухатӑва чӑтӑмлӑн тӳссе ирттер. 16Эсӗ Турӑ мӗн тунине тӗрӗс тесе йышӑнатӑн пулсан, вӑхӑт ҫитсен ывӑллӑ та пулӑн тата арӑмсем хушшинче чапа тухӑн. 17Эппин, халӗ хулана упӑшку патне таврӑн, терӗм. 18Анчах вӑл: ун пек тумастӑп, хулана таврӑнмастӑп, кунтах вилетӗп, терӗ. 19Эпӗ унпа малалла калаҫрӑм: 20апла ан ту, ман канаша итле. Сионӑн мӗн чухлӗ инкек-синкек! Иерусалимӑн мӗн чухлӗ хуйхӑ! Ҫавӑнпа лӑплан эсӗ. 21Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ. 24Ҫавӑнпа та, Тӗрекли хӑвна каҫартӑр, Ҫӳлти Турӑ канлӗх тата асаплӑхра ҫӑмӑллӑх патӑр тесессӗн, хӑвӑн йывӑр хуйхуна манӑҫла, иртми хурлӑхна сирсе яр, терӗм. 25Эпӗ хӗрарӑма ҫак сӑмахсене каланӑ чухне сасартӑк унӑн пичӗ-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, акӑ ӗнтӗ сӑнӗ те ялкӑшма тытӑнчӗ, эпӗ вара хӑраса ӳксе, мӗне пӗлтерет-ши ку тесе шухӑшласа тӑтӑм. 26Акӑ вӑл кӗтмен ҫӗртен хыттӑн та хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ, хӗрарӑм сассипе ҫӗр чӗтренсе кайрӗ. 27Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм. 29Эпӗ ҫакна каланӑ чухне вӑл, Ангел, ман патӑма килчӗ; 30вӑл ман ҫине пӑхса тӑчӗ: эпӗ акӑ, вилнӗ пек, тӑна ҫухатса выртатӑп; вӑл мана сылтӑм алӑран пырса тытрӗ, мана тӗрек кӳрсе ура ҫине тӑратрӗ те каларӗ: 31мӗн пулчӗ сана? мӗне пула ӑсран каяслах чӗрӳне хускатса янӑ эсӗ? мӗнрен хӑратӑн? терӗ. 32Эсӗ мана пӑрахса кайнӑран хӑратӑп, санӑн сӑмахусене итлесе хире тухрӑм та акӑ каласа пама ҫуккине куртӑм, халӗ те куратӑп, терӗм. 33Вӑл мана каларӗ: ҫирӗппӗн тӑр, эпӗ сана ӑнлантарса парӑп, терӗ. 34Эпӗ: хуҫамӑм, хӑв каласа париччен мана вилсе кайма ан парсамччӗ, терӗм; 35эпӗ ӗнтӗ халиччен ӑнланманнине куртӑм, халӗ те ӑнланмастӑп. 36Ӑстӑнӑм улталать-ши мана е чунӑм тӗлӗк тӗлленет-ши? 37Ҫавӑнпа мана, хӑвӑн чуруна, ӑнлантарса парсамччӗ: мана мӗншӗн ҫапла хӑрушши курӑнчӗ-ши? терӗм. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: 38тӑнла мана, эпӗ сана хӑвна мӗн хӑратса пӑрахнине ӑнлантарса парӑп: Ҫӳлти Турӑ сана нумай вӑрттӑнлӑха уҫса кӑтартӗ. 39Вӑл эсӗ тӗрӗс пурӑннине курать: эсӗ пӗр вӗҫӗмсӗр хӑвӑн халӑхушӑн хуйхӑрнине, Сионшӑн хытӑ пӑшӑрханнине курать. 40Ҫакӑн умӗн сана мӗн курӑннин тупсӑмне ҫапла ӑнланмалла: 41эсӗ йӗрекен арӑма курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, 42кайран вӑл курӑнми пулнӑ, санӑн умна туса лартнӑ хула тухса тӑнӑ, 43арӑм сана хӑй ывӑлӗн вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ — акӑ мӗне пӗлтерет ҫакӑ: 44эсӗ курнӑ арӑм тата туса лартнӑ хула — Сион вӑл; 45ҫав арӑм вӑтӑр ҫул ача тумасӑр пурӑнни — ҫакӑ ӗнтӗ Сионра вӑтӑр ҫул хушши парне кӳменнине пӗлтерет. 46Вӑтӑр ҫул иртсессӗн, тип варлӑ арӑм ывӑл ҫуратнӑ: ку вӑл Соломон хула туса лартса парне кӳнине пӗлтерет. 47Вӑл сана ывӑлне тимлӗн пӑхса ӳстертӗм тени Иерусалимра халӑх пурӑннӑ тапхӑра пӗлтерет. 48Унӑн ывӑлӗ, вӑл сана каланӑ пек, мӑшӑрлану пӳлӗмне кӗнӗ чухне ӳксе вилни Иерусалим пӗтсе ларни пулать. 49Эсӗ акӑ вӑл ывӑлӗшӗн мӗнле хуйхӑрнине курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ — сана ҫакӑн ҫинчен каласа пӗлтермеллеччӗ. 50Халӗ вара Ҫӳлти Турӑ, эсӗ ҫак хулашӑн пӗтӗм чунупа хурланнине, чӗрӳне ыраттарнине курса, унӑн чапӗн ҫутипе унӑн илемне кӑтартрӗ. 51Ҫавӑнпа та эпӗ сана хирте, ҫурт-йӗр ҫук вырӑнта, пурӑнма хушрӑм, 52мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ҫӳлти Турӑ сана ҫакна кӑтартасса пӗлнӗ. 53Ҫавӑнпа сана ҫурт-йӗр никӗсӗ хывман хире килме хушрӑм та. 54Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Турӑ хули курӑнас вырӑнта этем алли тунӑ ӗҫ пулма пултараймасть. 55Ҫапла вара, ан хӑра, чӗрӳ те ан сехӗрлентӗр, пыр та кӗрсе пӑх куҫу курма пултарнӑ таран унӑн ҫутипе илемне. 56Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑлху илтме пултарнӑ таран илтӗн. 57Эсӗ нумайӑшӗнчен телейлӗрех, Эсӗ — Ҫӳлти Турӑ патне чӗнсе илнӗ сахалӑшӗ хушшинче. 58Ыранхи каҫа та ҫакӑнтах юл — 59Ҫӳлти Турӑ сана юлашки кунсенче Хӑй ҫӗр ҫинче пурӑнакансем валли тӑвас аслӑран та аслӑ ӗҫсене кӑтартӗ, терӗ Ангел. 60Вара эпӗ, хама хушнӑ пек, ҫав каҫхине те, тепӗр каҫхине те ҫавӑнта ҫывӑртӑм.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 10: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.