Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 8
8
1Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: ку тӗнчене Ҫӳлти Турӑ нумайӑшӗшӗн пултарнӑ, ҫитес ӗмӗре вара сахалӑшӗшӗн пултарнӑ. 2Ездра, сана ытарӑш каласа парам. Ҫӗртен ыйтсан, сана вӑл тӑм япаласем тума мӗн кирлине питӗ нумай парса тӑни ҫинчен, анчах ылтӑн тухакан тӑпрана сахал пани ҫинчен калӗ, ку тӗнчери ӗҫсем шӑпах ҫавӑн пек. 3Нумайӑшне пултарнӑ, анчах сахалӑшӗ ҫӑлӑнӗ, терӗ. 4Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ. 6Эй Ҫӳлхуҫамӑм! мана, Хӑвӑн чуруна, Хӑвӑн умӑнта кӗлтума ирӗк парсамччӗ — пирӗн ӑстӑна, вӑрлӑх акнӑ пек, ӑнлав аксамччӗ, ҫав вӑрлӑх шӑтса тухтӑрччӗ те, эпир ӑна ҫимӗҫ пуличченех пӑхса ӳстерӗттӗмӗр, кайран ҫав ҫимӗҫпе кирек кам та пурӑнтӑрччӗ. 7Эсӗ — пӗртен-пӗрре, эпир вара — Санӑн аллу пултарнисем. 8Ача ӗнтӗ амӑшӗн варӗнче ӳтленет, ҫакӑ Эсӗ пултарнӑ ӳт, темӗнле йывӑрлӑхра та сыхланса юлса, Эсех пултарнӑскерӗн варӗнче тӑхӑр уйӑх ӳсет. 9Вӑхӑт ҫитсессӗн, амӑш варӗ хӑйӗнче сыхланса юлнине, ӳтленсе ӳснине ҫуратса парать. 10Эсӗ кӑкӑртан кӑкӑр ҫимӗҫӗ, сӗт, парса тӑма хушнӑ, 11ҫапла Эсӗ пултарни пӗр вӑхат тӑранса пурӑнтӑр, Эсӗ уншӑн кайран та тӑрӑшӑн. 12Эсӗ ӑна Хӑвӑн тӳрӗлӳхӗпе пӑхса ӳстернӗ, Хӑвӑн саккунна вӗрентнӗ, Хӑвӑн ӑсупа юсанӑ, 13Эсӗ ӑна, Ху пултарнӑскере, вӗлерме те пултаратӑн; ӑна, Хӑвӑн ӗҫне, пурӑнтарма та пултаратӑн. 14Эхер те Эсӗ Хӑв тимлесе пултарнине Хӑвах ҫапла ҫӑмӑллӑн пӗтеретӗн пулсассӑн, мӗншӗн-ха унӑн ҫут тӗнчене ҫуралмалла пулнӑ? 15Халӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ калам: кашни ҫын ҫинчен Эсӗ нумай пӗлетӗн; эпӗ вара чунӑма ыраттарса Сан халӑху ҫинчен, 16куҫҫулӗ юхтарса Сан еткерӳ ҫинчен, хурланса-кулянса Израиль ҫинчен, хуйхӑрса-пӑшӑрханса Иаков вӑрлӑхӗ ҫинчен калатӑп. 17Сан умӑнта хамшӑн та, вӗсемшӗн те кӗлтума тытӑнӑп, мӗншӗн тесессӗн хамӑрӑн, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн, ҫитменлӗхӗсене куратӑп. 18Анчах эпӗ часах Тӳре килет тенине илтнӗ. 19Ҫавӑнпа ман сассӑма илтсемччӗ, ман сӑмахӑмсене тимлесемччӗ, эпӗ Санӑн умӑнта калаҫӑп, терӗм. 20[Ездра хӑйне илсе кайиччен каланӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ.] Эпӗ каларӑм: эй ӗмӗрех пурӑнакан Ҫӳлхуҫа, Санӑн куҫу ҫӳлте, Эсӗ тӳпере пурӑнатӑн. 21Санӑн аслӑ пукану хаклӑран та хаклӑ, Санӑн мухтавна пӗлсе ҫитереймӗн, Санӑн умӑнта ҫилпе вутра ӗҫлесе тӑракан Ангелсен ҫарӗ чӗтресе тӑрать, Санӑн сӑмаху — тӗрӗс, Эсӗ калани — тавлашусӑр чӑнлӑх, 22Эсӗ хушни — ҫирӗп, Эсӗ хӑрушӑ тытса тӑратӑн, куҫупа тӗпсӗр вырӑнсене типӗтсе хӑваратӑн, Санӑн ҫиллӳ тусене ирӗлтерсе ярать, Санӑн чӑнлӑху ӗмӗр-ӗмӗре пырать! 23Илтсемччӗ Хӑвӑн чурун кӗллине, Ху пултарнӑскер тархасланине тӑнласамччӗ. 24Пурӑннӑ чухне калама пӑрахмӑп, ӑсӑм-тӑнӑм пур чухне хуравласа калӑп. Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла. 30Пирӗн тата аттемӗрсен йӑлисем вилӗм патне илсе ҫитереҫҫӗ; 31Эсӗ вара пирӗншӗн, ҫылӑхлӑскерсемшӗн, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ ятне илӗн. 32Эхер те Эсӗ пире каҫарас тетӗн пулсассӑн, Сана хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пирӗн тӳрӗ ӗҫсем ҫук. 33Тӳрӗ ҫынсен юрӑхлӑ ӗҫӗ нумай, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене кура тивӗҫлине илӗҫ. 34Этем мӗн вӑл, Санӑн ӑна мӗн тарӑхмалли пур? пӑсӑлнӑ ӑру мӗн вӑл, Санӑн вӗсемшӗн мӗн ҫав териех пӑшӑрханмалли пур? 35Чӑнахах та, ҫуралнисенчен усал ӗҫ туманни никам та ҫук, ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен те ҫылӑха кӗменни никам та ҫук. 36Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ырӑ ӗҫ туманнисене каҫарсассӑн, Санӑн тӳрӗлӗхӳпе Санӑн ырӑлӑху ҫинчен пурне те каласа пӗлтерӗҫ, терӗм. 37Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ хӑш-пӗр япаласене тӗрӗс каларӑн, санӑн сӑмахусем тӑрӑх ҫавӑн пек пулӗ те. 38Эпӗ ҫылӑха кӗнисем ҫинчен, вӗсене мӗнле пултарни ҫинчен, вӗсене мӗнле сут пуласси ҫинчен, вӗсем мӗнле пӗтесси ҫинчен шухӑшламастӑп, 39Эпӗ тӳрӗ ҫынсем мӗнле пурӑннӑшӑн, вӗсем ҫӑлӑнасшӑн тата сӑвап илес тесе тӑрӑшнӑшӑн савӑнатӑп. 40Эпӗ мӗнле каларӑм, чӑнах та, ҫавӑн пек. 41Ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗр ҫине нумай тӗрлӗ вӑрлӑх акать те, анчах мӗн акнийӗ кайран пӗтӗмпех сыхланса юлаймасть, нумай тӗрлӗ ӳсентӑран лартсан та, мӗн лартни пӗтӗмпех тымарланаймасть, ҫавӑн пек ку тӗнчене ҫуралнисем те пуртех ҫӑлӑнаймӗҫ, терӗ. 42Эпӗ хуравласа каларӑм: эхер те эпӗ тивлет илтӗм пулсан, малалла та калӑп. 43Ҫӗр ӗҫлекен ҫыннӑн вӑрлӑхӗ е шӑтаймасӑр, е вӑхӑтра Сан ҫумӑрна илеймесӗр, е ҫумӑр ытлашшипех пулнӑран аманса пӗтет. 44Анчах та этеме, — Эсӗ ӑна Хӑвӑн аллупа пултарнӑ, вӑл Хӑвӑн евӗрлӗ пулнӑран Эсӗ ӑна Хӑвӑн сӑнару тетӗн, Эсӗ ун валли пӗтӗмпех туса панӑ, — ҫӗр ӗҫлекенӗн вӑрлӑхӗ вырӑнне хуратӑн-им? 45Ан ҫиллен пире, Хӑвӑн халӑхна хӗрхен, Хӑвӑн еткерне каҫар, — Эсӗ Ху пултарнӑ этемшӗн ырӑ кӑмӑллӑ, терӗм. 46Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: паянхи — паянхи валли, пуласси — пуласси валли. 47Эпӗ пултарнине Манран ытларах юратма сана нумай япала ҫитмест. Эсӗ тӑтӑшах хӑвна йӗркесӗр ҫынсемпе танлаштаратӑн; нихӑҫан та ун пек ан пултӑр. 48-49Эсӗ хӑвна вӑй ҫитнӗ таран йӑвашлатнӑ, хӑвна ху тӳрӗ ҫынсем хушшинче чапа кӑларма тӑрӑшман, ҫакӑншӑн Ҫӳлти Турӑ сана кӑмӑллать. 50Юлашки вӑхӑтра ку тӗнчере пурӑнакансене нумай инкек-синкек ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав тӗрлӗ мӑнкӑмӑлланса ҫӳрерӗҫ. 51Эсӗ вара хӑвӑншӑн тӑрӑш, хӑвӑн пата тата хӑвӑн евӗрлисем патне килес мухтав ҫинчен шухӑшла; 52ӗнтӗ сирӗн валли рай уҫса хунӑ, чӗрӗлӗх йывӑҫӗ лартнӑ, пулас вӑхӑта палӑртса хунӑ, ытлӑх-ҫитлӗх хатӗр, хула туса лартнӑ, канлӗх хатӗрленӗ, тулли ырӑлӑхпа чӑн ӑслӑлӑх пулӗ. 53Усаллӑх тымарне сирӗнтен питӗрсе илнӗ, нишлӗх сирӗн патӑртан кайнӑ, сирӗншӗн тамӑк та хупӑ, вилӗм те ҫухалнӑ. 54Чир-чӗр иртсе кайнӑ, вӗҫӗнче вилӗмсӗрлӗх тивлечӗ курӑнчӗ. 55Пӗтекенсем темӗн чухлех, вӗсем ҫинчен урӑх ыйтса пӗлме ан тӑрӑш. 56Мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ирӗклӗх илсен, Ҫӳлти Турра уямарӗҫ, Унӑн саккунне тиркерӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӑрахрӗҫ, 57тата вӗсем Унӑн тӳрӗ ҫыннисене нимӗн вырӑнне те хумарӗҫ; 58хӑйсен ӑшӗнче, хӑйсем вилӗмлӗ иккенне пӗле тӑркач, Турӑ ҫук, терӗҫ. 59Сире маларах каланӑ ырӑлӑх кӗтнӗ пекех, вӗсене те хатӗрлесе хуни кӗтет — шывшӑн антӑхӗҫ, асапланӗҫ. Турӑ этеме пӗтерес темен, 60анчах вӗсем хӑйсене Пултараканӑн ятне чыссӑра кӑларчӗҫ, хӑйсем валли малтанах пурӑнӑҫ Хатӗрлесе хуракана тав тума пӗлмерӗҫ. 61Ҫавӑнпа халӗ Манӑн сутӑм ҫывӑхарса килет, — 62ун ҫинчен Эпӗ пурне те пӗлтермен, сана та, сан евӗрлисене ҫеҫ, сахал ҫынна, каланӑ, терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: 63эй Ҫӳлхуҫамӑм, акӑ халӗ Эсӗ мана нумай паллӑ кӑтартрӑн, Эсӗ вӗсене тӗнче пӗтнӗ чухне пултарма тытӑнатӑн, анчах ҫавӑ хӑш вӑхӑтра пулассине кӑтартмарӑн, терӗм.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.