Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 1
1
1Ку — Ездра пророкӑн иккӗмӗш кӗнеки; Ездра вӑл — Сераия ывӑлӗ, Сераия — Азария ывӑлӗ, Азария — Хелкия ывӑлӗ, Хелкия — Шаллум ывӑлӗ, Шаллум — Садок ывӑлӗ, Садок — Ахитув ывӑлӗ, 2Ахитув — Ахия ывӑлӗ, Ахия — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Илий ывӑлӗ, Илий — Амария ывӑлӗ, Амария — Асиел ывӑлӗ, Асиел — Мерайоф ывӑлӗ, Мерайоф — Арн ывӑлӗ, Арн — Уззий ывӑлӗ, Уззий — Вориф ывӑлӗ, Вориф — Авишуй ывӑлӗ, Авишуй — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Елеазар ывӑлӗ, 3Елеазар — Левий йӑхӗнчи Аарон ывӑлӗ. Ездра вӑл Перси патшалӑхӗнче Артаксеркс патшара ларнӑ вӑхӑтра Миди ҫӗршывӗнче тыткӑнра пулнӑ, ӗнтӗ ҫавӑн кӗнеки ку.
4Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5кай та Ман халӑхӑма вӗсен усал ӗҫӗсене, вӗсен ывӑлӗсене Мана хирӗҫле тунӑ йӗркесӗр ӗҫӗсене пӗлтер — вӗсем ҫакна ывӑлӗсенӗн ывӑлӗсене каласа паччӑр, 6мӗншӗн тесессӗн ашшӗ-амӑшӗн ҫылӑхӗсем ачисенче нумайланса кайрӗҫ: Мана манса вӗсем ют турӑсене парне кӳрсе тӑчӗҫ. 7Вӗсене Египет ҫӗрӗнчен — чуралӑх килӗнчен — Эпӗ илсе тухманччӗ-и-ха? вӗсем вара Мана ҫиллентерчӗҫ, Манӑн канашӑмсене уямарӗҫ. 8Эсӗ ҫӳҫне кас та: «Турӑ вӗсем ҫине мӗнпур усаллине ятӑр» те, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн саккуна итлемерӗҫ — чарусӑр халӑх! 9Хӑҫанччен тӳсӗп вӗсене? Эпӗ вӗсене мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ! 10Вӗсемшӗн Эпӗ темӗн чухлӗ патшана сирпӗтрӗм; фараона чурисемпе, пӗтӗм ҫарӗпе пӗрле пӗтертӗм; 11суя тӗнлисене пурне те вӗсен умӗнчен сирсе тӗп турӑм, хӗвелтухӑҫӗнче те икӗ ҫӗрӗн, Тир ҫӗрӗпе Сидон ҫӗрӗн, халӑхне сапаласа ятӑм, вӗсен мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑкрӑм. 12Эсӗ вара вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: 13Эпӗ сире тинӗс урлӑ каҫартӑм, унӑн тӗпне сире валли хӳме тытнӑ урам хыврӑм, сире Моисей ҫулпуҫа тата Аарон священника патӑм, 14ҫутатса пыракан вут-юпа патӑм, сирӗн хушшӑрта нумай хӑват кӑтартрӑм; эсир вара Мана манӑҫларӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
15Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: путенесем сирӗншӗн паллӑ яни пулчӗҫ. Эпӗ сире хӳтӗленсе тӑма тапӑрсем патӑм, анчах эсир унта та ӳпкелешрӗр, 16Эпӗ сирӗн тӑшманӑрсене пӗтертӗм, сирӗн савӑнмаллаччӗ, эсир ун пек тумарӑр, эсир паянхи кунчченех ӳпкелешетӗр. 17Ӑҫта вӗсем, Эпӗ сирӗншӗн тунӑ ырӑ ӗҫсем? Эсир выҫса ҫитсе Мана йӑлӑннӑ пушхирте мар-и? 18эсир ун чухне ҫапла каларӑр: «Эсӗ пире ҫак пушхире мӗншӗн илсе килтӗн — вӗлерсе пӗтерме-и? ҫак пушхирте виличчен египетсене ӗҫлесе пурӑнни лайӑхрахчӗ пирӗншӗн» терӗр. 19Сире, йынӑша-йынӑша хуйхӑракансене, хӗрхентӗм те — ҫимелли, маннӑ, патӑм: эсир ангел ҫӑкӑрне ҫирӗр. 20Эсир шывсӑр антӑхнӑ чухне Эпӗ чула ҫурмарӑм-и, вара тӑраничченех ӗҫмелӗх шыв тапса тухмарӗ-и? шӑрӑхра сире йывӑҫ ҫулҫисен сулхӑнӗпе хупӑрларӑм. 21Сире тухӑҫлӑ ҫӗр валеҫсе патӑм; ханаансене, ферезейсене, филистимсене сирӗн умӑртан хӑваласа ятӑм. Ман сирӗншӗн тата мӗн тумалла? тет Ҫӳлхуҫа. 22Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир, шывшӑн ҫунакансем, пушхирте, Мерра шывӗ хӗрринче, Манӑн ятӑма хурларӑр, 23Турра хурларӑр пулин те, Эпӗ сирӗн ҫине вут-ҫулӑм ямарӑм, шыва йывӑҫ пӑрахрӑм та юханшыва пылак туса хутӑм. 24Тата мӗн тӑвас-ши саншӑн, Иаков? Пӑхӑнасшӑн пулмарӑн эсӗ, Иуда. Урӑх халӑхсем енне ҫаврӑнӑп та вӗсене, Манӑн саккунӑмсене уяса пурӑнччӑр тесе, Хамӑн ятӑма парӑп. 25Эсир Мана пӑрахрӑр — Эпӗ те сире пӑрахӑп; сире, Манран ырӑлӑх ыйтакансене, ырӑлӑх памӑп. 26Мана чӗнес пулсассӑн та Эпӗ сире илтмӗп, мӗншӗн тесессӗн эсир аллӑрсене юнпа вараларӑр, тата, ҫын вӗлерес тесен, сирӗн урӑрсем хӑвӑрт утаҫҫӗ. 27Эсир Мана мар, хӑвӑра хӑвӑр пӑрахнӑ темелле, тет Ҫӳлхуҫа. 28Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сире ашшӗ — ывӑлӗсене, амӑшӗ — хӗрӗсене, ача ӗмӗртекен ҫав ачасене тархасланӑ пек тархасламарӑм-и? 29«Эсир Манӑн халӑхӑм пулӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулам, эсир Манӑн ывӑлӑмсем пулӑр, Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулам» темерӗм-и? 30Эпӗ сире кӑлӑк чӑххи хӑйӗн чӗпписене ҫунат айне пуҫтарнӑ пек пуҫтартӑм. Мӗн тӑвӑп халӗ сирӗншӗн? Сире Хам умӑмран сирсе пӑрахӑп. 31Эсир Мана валли парне илсе килсессӗн, Хамӑн сӑнӑма сирӗнтен тӳртӗн тытӑп: Эпӗ сирӗн уяв кунӗсене, ҫӗнӗ уйӑх кунне, ӳт каснин уявне йышӑнмастӑп. 32Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурасене, пророксене, ятӑм; эсир вӗсене тыта-тыта вӗлертӗр, ӳтне тӑпаларӑр. Эпӗ вӗсенӗн юнне шыраса илӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
33Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн ҫуртӑр пуш-пушӑ. Сире ҫил арпана вӗрсе салатнӑ пекех салатса ярӑп, 34ывӑлӑрсем те йӑхсӑр-тӗпсӗр юлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хушнине вырӑна хумарӗҫ, Ман умӑмра усал ӗҫсем турӗҫ. 35Сирӗн ҫуртӑрсене Эпӗ килес ҫынсене парӑп, вӗсем Мана илтмесӗрех ӗненӗҫ, вӗсем, Эпӗ хӑйсене паллӑсем кӑтартман пулсан та, Эпӗ мӗн хушнине тӑвӗҫ, 36ҫав ҫынсем, пророксене курмасӑрах, вӗсем вӗрентнӗ пек тӑвӗҫ. 37Кӳнтелесех калатӑп: килес ҫынсем, вӗсенӗн ачисем, Мана куҫӗпе курмасӑрах, Эпӗ мӗн каланине чун-чӗрипе ӗненсе, Мана тав тӑвӗҫ. 38Ҫапла ӗнтӗ, атте, тухӑҫран килекен ҫынсем ҫине савӑнса пӑх. 39Эпӗ вӗсене ертсе пыма Авраама, Исаака, Иакова, Осияна, Амоса, Михее, Иоиле, Авдие, Ионӑна, 40Наума, Аввакума, Софонияна, Аггее, Захарийӑна, Ҫӳлхуҫа хыпарҫи ятпа ҫӳрекен Малахийӑна парӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.