Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 2
2
1Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ку халӑха тыткӑнран илсе тухрӑм, Хамӑн чурамсем, пророксем, урлӑ вӗрентрӗм, вӗсене итлес темерӗҫ, Манӑн канашӑмсене тиркерӗҫ, тет. 2Вӗсене ҫуратнӑ амӑшӗ#2:2 Иерусалим. калать: «кайӑрах, ачамсем; эпӗ ӗнтӗ тӑлӑх арӑм, мана пӑрахса хӑварнӑ. 3Эпӗ сире савӑнса пӑхса ӳстертӗм — килтен йӗрсе те хурланса кӑларса ятӑм, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗр, Ун умӗнче усал ӗҫ турӑр. 4Халӗ ӗнтӗ мӗн тӑвӑп сире валли? Эпӗ — тӑлӑх арӑм, мана пӑрахса хӑварнӑ; кайӑрах, ачамсем, Ҫӳлхуҫаран каҫару ыйтӑр» тет.
5Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: атте, сана тата ҫав арӑма унӑн ывӑлӗсене хирӗҫ кӳнтелекенсем пулма чӗнетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн халала уясшӑн пулмарӗҫ. 6Намӑс кӑтарт вӗсене, вӗсенӗн амӑшне те ҫука хӑвар, ҫапла вӗсен ӑрӑвӗ те ан пултӑр; 7вӗсем халӑхсем хушшинче сапаланччӑр та, вӗсен ячӗсем ҫӗр ҫинчен ҫухалччӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ман халала вырӑна хумарӗҫ. 8Ассур, ху патӑнта усал ҫынсене пытарса пурӑнаканӗ, хуйхӑ ҫитӗ сана! Чее ӑру! Эпӗ Содомпа Гоморрӑна мӗн кӑтартнине астуса ил: 9вӗсенӗн ҫӗрӗ сӑмала куписемпе кӗл сӑрчӗсем айӗнче выртать. Мана итлеменнисене Эпӗ пурне те ҫапла тӑвӑп, тет. 10Ҫӳлхуҫа Ездрӑна ҫапла калать: хыпар ту Ман халӑхӑма — Эпӗ Израиле пама пулнӑ Иерусалим патшалӑхне урӑххисене парӑп, 11Израиль ҫыннисенчен чапа туртса илӗп те вӗсем валли хатӗрленӗ ӗмӗр пурӑнмалли ҫуртсене урӑххисене парӑп. 12Вӗсемшӗн чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ырӑ шӑршӑ саракан сӗрӗш пулӗ: вӗсем ӗҫпе тертленмӗҫ, халтан каймӗҫ. 13Пырӑр та илӗр; кунсен шучӗ, асап шучӗ кӗскелтӗр тесе ыйтӑр. Сире валли Патшалӑх хатӗр ӗнтӗ: сыхӑ тӑрӑр. 14Эй тӳпепе ҫӗр, кӳнтелӗр: Эпӗ усаллине шӑлса тӑкрӑм, ыррине туса хутӑм. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа. 15Эй амӑшӗ! ытала хӑвӑн ывӑлусене, кӑвакарчӑн пек савӑнса пӑхса ӳстер вӗсене; шанчӑклӑ вырӑнта упра вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Ҫӳлхуҫа. 16Вилнисене хӑйсен вырӑнӗнчен чӗртсе тӑратӑп, вӗсене тупӑкран кӑларӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Манӑн халӑхӑм. 17Эй ывӑлӗсен амӑшӗ, ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Ҫӳлхуҫа. 18Эпӗ сана пулӑшма Хамӑн чурамсене Исаийӑпа Иеремийӑна ярӑп, вӗсен канашӗпе Эпӗ сан валли тӗрлӗрен ҫимӗҫ йӑтса ларакан вуникӗ йывӑҫа тасалӑх тивлечӗ кӳрсе хатӗрлерӗм, 19ҫавӑн чухлех сӗтпе пыл юхакан ҫӑлкуҫ тата розӑпа лили ӳсекен ҫичӗ пысӑк ту хатӗрлерӗм, санӑн ывӑлусене ҫавсемпе савӑнтарӑп. 20Тӑлӑх арӑм прависене хӳтӗле, чухӑн ҫынна сут тунӑ чухне тӳрӗ пул, мӗскӗне пулӑш, тӑлӑха хунтӑла, ҫарамассине тумлантар, 21хавшанишӗн, халсӑрришӗн тӑрӑш, уксахран ан кул, чӑлаха хӳтӗле, суккӑра Манӑн ҫуттӑма кӑтарт, 22ватӑпа пӗчӗк ачана хӑвӑн килӳнте усра, 23виле выртнине курсассӑн ӑна тупӑклӑха пытарса пичет пусса хӑвар — вара вилнисене чӗртсе тӑратнӑ чухне Эпӗ сана хисеплӗ вырӑн парӑп. 24Эй халӑхӑм, кан, канӑҫлӑ пул: ӗнтӗ канлӗхӳ килет. 25Эй ырӑ кӑмӑлтан тӑрантараканӗ, ывӑлусене ҫитер, шанчӑклӑ вырӑнта усра вӗсене. 26Эпӗ хӑвна панӑ чурасенчен никам та вилмест, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Эпӗ Хам шыраса тупӑп. 27Ан пӑшӑрхан. Хурлӑхпа йывӑрлӑх кунӗнче ыттисем куҫҫулӗ тӑкӗҫ, хуйхӑпа касӑлӗҫ, эсӗ вара хаваслӑ, тулӑх пурӑнӑҫлӑ пулӑн. 28Ҫӗр ҫинчи халӑхсем сана ӑмсанӗҫ, анчах сана хирӗҫ нимӗн те тӑваймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 29Санӑн ывӑлусем тамӑка ан курччӑр тесе, сана Манӑн аллӑм хупӑрласа тӑрӗ. 30Эй амӑшӗ, ывӑлусемпе пӗрле савӑн: Эпӗ сана ҫӑлӑп. 31Хӑвӑн вилнӗ ывӑлусене асӑнта тыт. Эпӗ вӗсене ҫӗрӗн вӑрттӑн вырӑнӗнчен илсе тухӑп та ырӑлӑх кӑтартӑп: Эпӗ ырӑлӑхлӑ, тет Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа. 32Эпӗ килсе вӗсене ырӑлӑх кӳриччен хӑвӑн ачусене ытамна ил: Манӑн ҫӑлкуҫӑмсем тулӑх, ҫавӑнпа тивлетӗм иксӗлмест, тет.
33Хорив тӑвӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа мана, Ездрӑна, Израиль патне кайма хушрӗ. Эпӗ вӗсем патне ҫитрӗм те, вӗсем мана йышӑнмарӗҫ, Ҫӳлхуҫа ӳкӗтне вырӑна хумарӗҫ. 34Ҫавӑнпа сире, ҫӗр ҫинчи халӑхсене, итлеме те ӑнланма пултаракансене, ҫапла калатӑп: Кӗтӳҫӗре кӗтсех тӑрӑр, Вӑл сире ӗмӗрлӗх канлӗх парӗ: Вӑл, тӗнче пӗтнӗ тӗле Килекенӗ, ҫывӑхрах. 35Ҫӳлти Патшалӑх парнине илме хатӗр тӑрӑр, ӗнтӗ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе сӳнми ҫутӑ ҫуталса кайӗ. 36Ҫак тӗттӗм тӗнчерен хӑтӑлса юлӑр; хӑвӑр мухтавӑрӑн савӑнӑҫне йышӑнӑр. Эпӗ Ҫӑлаканӑм ҫинчен уҫҫӑн кӳнтелетӗп. 37Ҫӳлхуҫа шанса панӑ парнене илӗр — савӑнӑр, уншӑн хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха Чӗннине тав тӑвӑр. 38Тӑрӑр та паллӑ тунисенӗн йышӗ Ҫӳлхуҫамӑрӑн каҫхи апатӗнче мӗн чухлӗн пулнине курӑр, 39вӗсем, ҫак тӗттӗм тӗнчерен куҫса кайса, Ҫӳлхуҫаран ҫутӑ тумтир илнӗ. 40Эй Сион, йышӑн пӗтӗм йышна, шурӑ тумтир тӑхӑннӑскерсене, Ҫӳлхуҫа саккунне вырӑна килтернӗскерсене хӑвӑн патна вырӑнаҫтар. 41Хаклӑ ывӑлусем санӑн туллиех. Ҫӳлхуҫаран халӑха Хӑйӗн хӑвачӗпе тасатма ыйт.
42Эпӗ, Ездра, Сион тӑвӗ ҫинче имсӗр-сумсӑр халӑх ушкӑнне куртӑм, эпӗ ҫав йыша шутласа та кӑлараймарӑм — пурте вӗсем юрӑсем юрласа Ҫӳлхуҫана аслӑлатчӗҫ. 43Вӗсем хушшинче пуринчен те ҫӳллӗрех ҫамрӑк пурччӗ, вӑл кашнинех пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартса ҫӳретчӗ; эпӗ ҫакна курса тӗлӗнсе тӑтӑм. 44Вара Ангелран ыйтрӑм: эй хуҫамӑм, камсем кусем? терӗм. 45Вӑл мана хуравласа ҫапла каларӗ: кусем — вилӗм тумтирне хывса хурса вилӗмсӗрлӗх тумӗ тӑхӑннисем, вӗсем Турӑ ятне ӗненсе тӑнӑ; халӗ вӗсене пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартаҫҫӗ, вӗсем ҫӗнтерӳ пальмине илеҫҫӗ, терӗ. 46Эпӗ вара ҫапла ыйтрӑм: вӗсене пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартакан, пальма турачӗсем паракан ҫамрӑк кам вара? терӗм. 47Вӑл мана хуравласа: Ку — Турӑ Ывӑлӗ, лешӗсем вара — Ӑна ҫак тӗнчере ӗненсе пурӑннисем, терӗ. Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн ҫирӗп тӑнӑ ҫынсене эпӗ те мухтама тытӑнтӑм. 48Вара Ангел мана каларӗ: кай та ман халӑхӑма хӑв Ҫӳлхуҫа Туррӑн мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курни ҫинчен каласа пӗлтер, терӗ.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.