YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 7

7
1«Птоломей Филопатор патша Египет пуҫлӑхӗсене тата ӗҫе лартнӑ ҫынсене пурне те савӑнӑҫпа сывлӑх сунать. Эпир хамӑр та, пирӗн ачасем те сывӑ тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн аслӑ Турӑ пире ӗҫӗмӗрте, хамӑр кӑмӑл тунӑ пекех, вӑхӑтра пулӑшса пырать. 2Пирӗн хӑш-пӗр туссем, тӑтӑшах усал шухӑш тытса, патшалӑхӑмӑрта пурӑнакан иудейсене пурне те пӗрле пухса, сутӑнчӑксене тӗп тунӑ пек, нихӑҫан пулманла асаплантарса вӗлерме сӗнетчӗҫ, ӳкӗтлетчӗҫ, 3тата ҫапла хушса калатчӗҫ: ҫакна тумасассӑн, иудейсем пур халӑха та кураймасӑр тӑнӑран пирӗн патшалӑх ӗҫӗсем нихӑҫан та лайӑхланса йӗркене кӗреймӗҫ, тетчӗҫ. 4Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ иудейсене, чурасене илсе килнӗ пек, тӗрӗсрех каласассӑн, элек сарса айӑпа кӗнӗ ҫынсене илсе килнӗ пек, сӑнчӑрласа, вӑйпах илсе килчӗҫ, вара вӗсене, тӗлли-паллине пӑхса тухмасӑрах, тӗпчесе тӑмасӑрах, скифсен йӑлинче те пулман мелпе хаяррӑн асаплантарса вӗлерсе тӑкасшӑнччӗ. 5Эпир апла тума хытарсах чарса лартрӑмӑр, вара пур ҫынна та кӑмӑллакан йӑламӑрпа вӗсен пурӑнӑҫне сыхласа хӑвартӑмӑр; ҫӳлти Турӑ иудейсен шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ пулнине, Вӑл, ашшӗ ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек, яланах вӗсен хутне кӗнине пӗлсессӗн, тата вӗсем хамӑрпа та, пирӗн асаттемӗрсемпе те ялан ырӑ пулнине шута илсе, эпир, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, вӗсене кирек мӗнле айӑпласран та хӑтартӑмӑр, 6вара пурне те, кашни ҫыннинех, килне таврӑнма хушрӑмӑр, ҫапла хӑйсен айӑпӗсӗр пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вӗсене нихӑҫта та никам та нимӗншӗн те ан кӳрентертӗр, ан ӳпкелетӗр терӗмӗр. 7Пӗлсех тӑрӑр: эхер те эпир вӗсене хирӗҫ мӗнле те пулин усал ӗҫ тусассӑн е кӳрентерес пулсассӑн, пире хирӗҫ тӑраканӗ этем мар пулӗ, пирӗн пӗтӗм ӗҫӗмӗршӗн яланах тавӑрса тӑраканни пур пуҫлӑха та тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ пулӗ. Сывлӑхлӑ пулӑр» тенӗ.
8Иудейсем ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех ҫула тухма васкаман-ха, вӗсем патшаран иудейсен йӑхӗнченех тухнӑ, анчах сӑваплӑ Турра тата Турӑ саккунне пӑрахнӑ ҫынсене хаса памашкӑн хӑйсене ирӗк пама ыйтнӑ, 9ыйтнӑ майӑн ҫапла хушса каланӑ: Турӑ хунӑ йӗркесенчен хырӑм туттишӗн иртекенсем патша тытса пыракан ӗҫе те нихӑҫан та ырӑпа кӑмӑлламӗҫ, тенӗ. 10Патша вӗсем тӗрӗсех каланине курнӑ та вӗсене ырланӑ, вара Турӑ саккунӗнчен иртнисене хӑй патшалӑхӗн кирек хӑш вырӑнӗнче те пӗр чӑрмавсӑр, патша уйрӑммӑн ирӗк памасӑрах е ятарласа тӗрӗслемесӗрех пӗтерме ирӗк панӑ. 11Вара, ӑна тивӗҫлипе тав туса, священниксемпе пӗтӗм халӑх йышӗ «аллилуия» юрласа янӑ та хавасланса ҫула тапранса тухнӑ. 12Ҫул ҫинче хӑйсен ирсӗрленнӗ йӑхташӗсене тӗл пулсассӑн, вӗсене кирек хӑшне те, ыттисем пӗлсе тӑччӑр тесе, хаса парса, вӗлерсе хӑварнӑ. 13Ҫав кунхине вӗсем виҫҫӗр ҫын ытла вӗлернӗ, ирсӗр ҫынсене вӗлернӗшӗн савӑннӑ. 14Хӑйсем вара, мӗн виличченех Турӑпа пӗрле пулса, ҫӑлӑнса юлнӑшӑн чунтан-вартан савӑнса, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ чечек кӑшӑлӗ тӑхӑнса янӑскерсем, хавасланса, шавласа, мухтаса, янӑравлӑ юрӑсем юрласа, ашшӗсенӗн Туррине, Израиле ӗмӗр-ӗмӗр Ҫӑлакана, тав туса хуларан ҫӗкленсе тухнӑ.
15Пурте пӗрле килӗшсе татӑлнипе хӑйсене ҫичӗ кун хушши карапсем кӗтсе тӑнӑ Птолемаидӑна — вырӑнне кура Родофор [роза ӳстерекен] теекен ҫӗре — ҫитсессӗн вара 16вӗсем унта ҫӑлӑнӑҫ ӗҫки ирттернӗ, мӗншӗн тесессӗн патша вӗсене пурне те харпӑр хӑй килне ҫитичченех кашнине мӗн кирлине ытлӑн-ҫитлӗн панӑ пулнӑ. 17Ҫак вырӑна тӑнӑҫлӑн, тав кӗллисем туса ҫитсессӗн, вӗсем хӑйсем кайиччен кунта та ҫак кунсене савӑнӑҫлӑн уявлама йышӑннӑ. 18Ҫак кунсене малашне те уявлама йышӑнса, вӗсем ҫакӑн ҫинчен юпа ҫине ҫырса хӑварнӑ, хӑйсем ӗҫкӗ ирттернӗ вырӑн вара кӗлтумалли вырӑн пулмаллине ҫирӗплетсе, вӗсем — тӗрӗс-тӗкелскерсем, ирӗклӗскерсем, ҫав тӗрлӗ савӑнӑҫлӑскерсем, патша хӳттипе пыраканскерсем — малалла типӗ ҫӗрпе, тинӗспе, юханшыв тӑрӑх кашнийӗ харпӑр хӑй килне кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем унчченхинчен те пысӑкрах вӑй илсе мухтава тухнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнче никам хӗсӗрленине пӗлмесӗр пурӑнса, тӑшмансемшӗн хӑрушӑ халӑх пулса тӑнӑ, 19унччен туртса илнӗ пурлӑхӗсене вӗсене йӑлтах сехӗрленсех хут тӑрӑх каялла тавӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Аслӑран та Аслӑ Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн аслӑран та аслӑ ырӑлӑхсем кӑтартнӑ. 20Израиле Ҫӑлакан ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ! Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in