Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 9
9
1Сӑваплӑ ҫынсене пулӑшасси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма мана кирлех те мар: 2эсир тӑрӑшнине эпӗ пӗлетӗп, Ахаи пӗлтӗртенпех хатӗр тесе Македони ҫыннисем умӗнче сирӗнпе мухтанатӑп; сире курса нумайӑшӗ тӑрӑшакан пулчӗ. 3Манӑн сирӗнпе мухтанни ҫак ӗҫре ахаль ан пултӑрччӗ, эпӗ каланӑ пек, эсир хатӗрленсе тӑрӑсӑрччӗ тесе, эпӗ сирӗн пата тӑванӑмӑрсене ятӑм: 4хампа пӗрле Македони ҫыннисем пырсассӑн, вӗсем эсир хатӗр маррине курсан, пирӗн (сирӗн ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ!) ҫапла шанса мухтаннӑ хыҫҫӑн намӑса юлмалла ан пултӑрччӗ терӗм. 5Ҫавӑнпа сирӗн пата эпӗ тӑвансене ярас терӗм: вӗсем сирӗн пата манран маларах ҫитчӗр те эсир унчченех ырӑ сунса пама пулнине хатӗрлесе хума пулӑшчӑр, вара вӑл хырҫӑ евӗрлӗ пулмӗ, ырӑ сунса панӑ парне пек пулӗ терӗм.
6Тата ҫакна калам: сахал акакан вырассине те сахал вырса илӗ; нумай акакан вырассине те нумай вырса илӗ. 7Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать. 8Пур тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ пулмашкӑн, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тумалӑх та пуян пулмашкӑн Турӑ сире пур тӗрлӗ ырӑлӑхран та пуйтарма пултарать, 9Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ, унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗре пырать» тенӗ. 10Ӗнтӗ акакана вӑрлӑх Параканӗ тата ҫиме ҫӑкӑр Параканӗ эсир акнине ӑнтарӗ, сирӗн тӳрӗлӗхӗр уссине ӳстерӗ; 11вара эсир ырӑлӑх тумашкӑн пур тӗлӗшпе те пуян пулатӑр; эсир пирӗн урлӑ ырӑлӑх тунӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ. 12Ҫак ӗҫе туса тӑни сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫитменнине анчах ҫитермест, нумайӑшне Турра хытӑ тав тӑвакан тӑвать; 13ҫак ӗҫӗн уссине курсассӑн, сӑваплӑ ҫынсем эсир Христос ҫинчен пӗлтерекен Евангелие чунтан парӑннӑшӑн тата хӑйсене те, ыттисене те пурне те чунтан-вартан пулӑшнӑшӑн Турра аслӑласа мухтӗҫ; 14Турӑ сире тулли тивлет панине курса, сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ, сирӗн пата туртӑнӗҫ. 15Тавах Турра калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн!
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.