Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 10
10
1Эпӗ — сирӗнпе куҫ умӗнче йӑваш, куҫ хыҫӗнче хӑюллӑ Павел — сире Христос йӑвашлӑхне, Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса ӳкӗтлетӗп: 2хӑшӗ-пӗрисем пире ӳт еккипе пурӑнакан вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсене эпӗ хамӑн хӑюлӑхӑма кӑтартма хатӗр; астӑвӑр, сирӗн пата пырсассӑн, манӑн чӑнах та ҫавӑн пек тумалла ан пултӑрччӗ. 3Эпир этем пулсассӑн та кӗрешессе тӗнче этемӗ пек кӗрешместпӗр. 4Пирӗн вӑй — этем вӑйӗ мар, тӗрексене те аркатма пултаракан Турӑ хӑвачӗ: Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр, 5Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр, кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна та парӑнтарса Христоса итлекен тӑватпӑр; 6эсир чӑннипе те итлекен пулса ҫитсессӗн вара эпир сире кирек мӗнле итлеменшӗн те тивӗҫлипе хаса пама хатӗр пулӑпӑр. 7Эсир ҫынна тулашӗнчен пӑхатӑр-и? || Хӑйне Христос ҫынни тесе шутлакан хӑйӗнчен шутласа илтӗр: вӑл епле Христос ҫынни, эпир те ҫавӑн пекех Христос ҫынни. 8Эпӗ хамӑра Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкпе — сире пӑсма мар, тӗреклӗлентерме панӑ ирӗкпе — ытларах мухтанас пулсан та намӑса юлмӑп. 9Эпӗ сире ҫырусемпе ҫеҫ хӑратнӑ пек ан туйӑнтӑр тата. 10Ӗнтӗ «вӑл ҫырӑвӗсенче ӗнентерӳллӗ те, паттӑр та, куҫ умӗнче йӑмшак, сӑмахӗ те ун витӗмлӗ мар» теекенсем те пур; 11ҫавӑн пек шухӑшлакансем пӗлсе тӑччӑр: эпир куҫ хыҫӗнче ҫырусенчи сӑмахпа епле, куҫ умӗнче ӗҫре те ҫаплах. 12Эпир хамӑра хӑйсене мала хуракансемпе пӗре хума е вӗсемпе танлаштарма хӑяймастпӑр: вӗсем хӑйсене хӑйсен виҫипе виҫеҫҫӗ, айванла хӑйсене хӑйсемпе танлаштараҫҫӗ. 13Эпир виҫесӗр мухтанмӑпӑр, Турӑ хамӑра кӑтартнӑ таран, хамӑра ҫӳресе тухма, сирӗн пата ҫитме панӑ ҫӗр ҫинче ҫеҫ мухтанӑпӑр. 14Эпир ытлашши мухтанмастпӑр, эпир сирӗн пата Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме килмен пулсассӑн, пире ҫапла айӑплама пулатчӗ. 15Эпир, виҫерен тухса, ҫын тунипе мухтанмастпӑр, эсир ҫирӗпрех ӗненнӗҫемӗн ҫак ҫӗртех сирӗн хушшӑрта тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр, 16кайран вара Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн урӑх ҫӗршывсене те кайӑпӑр, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе мухтанмӑпӑр. 17Мухтанаканӗ Ҫӳлхуҫапа мухтантӑр. 18Хӑйне хӑй мухтакан мухтавлӑ мар, кама Ҫӳлхуҫа мухтать, ҫавӑ мухтавлӑ.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 10: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.