Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 8
8
1Эй тӑванӑмсем! эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ тивлет ҫинчен пӗлтерес тетпӗр. 2Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ: 3вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм. 4Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ; 5вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ, 6ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.
7Эсир пур тӗлӗшпе те питӗ тулӑхлӑ: ҫирӗп ӗненетӗр, хӑватлӑ калаҫатӑр, нумай пӗлетӗр, ырришӗн тӑрӑшатӑр, пире те юратса тӑратӑр — ӗнтӗ ҫак ӗҫре те ырӑ пулӑр. 8Ҫакна эпӗ хушса каламастӑп, ыттисем тӑрӑшнине кӑтартса, эсир юратни чӑннипе чӑнни маррине сӑнатӑп. 9Эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр: Вӑл, пуянскер, сире Хӑйӗн ҫуклӑхӗпе пуйтарас тесе сирӗншӗн пуянран ҫука юлнӑ. 10Эпӗ сире ҫав ырӑ ӗҫе тума канаш паратӑп: вӑл сирӗншӗн усӑллӑ, эсир ӑна тума пуҫлани тин мар, эсир ӑна иртнӗ ҫулах пикеннӗччӗ. 11Халӗ ӗнтӗ ҫав ӗҫе вӑйӑр ҫитнӗ таран туса пӗтерӗр, ӑна епле чунтан-вартан тӑрӑшса пуҫларӑр, ҫавӑн пек вӗҫлӗр те. 12Вӑй ҫитнӗ таран пулӑшни кӑмӑллӑ, вӑйран ытлашши пулӑшни кирлӗ мар. 13Ыттисене ҫӑмӑллӑх кӳрсе хӑвӑр йывӑрлӑха лекни кирлӗ мар, пӗр тикӗс пултӑр. 14Халӗ сирӗн ытлашшийӗр вӗсенӗн ҫитменнине ҫитертӗр; кайран вӗсенӗн ытлашшийӗ сирӗн ҫитменнине ҫитертӗр — пӗр тикӗс пултӑр; 15Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман» тенӗ.
16Тита сирӗншӗн ҫавӑн пек тӑрӑшас шухӑш кӗртнӗшӗн тавах Турра! 17Эпӗ ӑна тимлессе тимлерӗм те, вӑл хӑй питӗ харсӑр пирки, сирӗн пата хӑй каяс тенипе каять. 18Унпа пӗрле тата Ырӑ Хыпара вӗрентнӗшӗн пур ӗненекен ушкӑн та мухтакан тӑванӑмӑра яратпӑр. 19Ӗненекен ушкӑнсем те ӑна ҫав ырӑ ӗҫе тунӑ ҫӗрте пире пулӑшса ҫӳреме суйланӑ, эпир ҫав ырӑ ӗҫе Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн тата хамӑр сире пулӑшма хатӗррипе тӑватпӑр. 20Пулӑшмалӑх укҫа пире питӗ нумай параҫҫӗ, ҫавӑнпа камран та пулин сӑмах илтес марччӗ тесе ҫав ырӑ ӗҫе эпир сыхланса тӑватпӑр: 21эпир Турӑ умӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем умӗнче те ырӑ тума тӑрӑшатпӑр. 22Вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑванӑмӑра та ятӑмӑр, вӑл тӑрӑшнине эпир нумай ӗҫре темиҫе хут та сӑнаса пӗлнӗ; халӗ вӑл сире ҫирӗп шаннипе тата ытларах тӑрӑшать. 23Тит ҫинчен ҫакна калам: вӑл — манӑн юлташӑм, манпа пӗрле сирӗншӗн тӑрӑшать; ытти тӑванӑмӑрсем ҫинчен калам: вӗсем — ӗненекен ушкӑнсем янӑ ҫынсем, Христос вӗсем урлӑ мухтава тухать. 24Ҫапла ӗнтӗ ӗненекен ушкӑнсем умӗнче эсир вӗсене хӑвӑр юратнине, эпир сирӗнпе тивӗҫлипе мухтаннине кӑтартӑр.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.