Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 7
7
1Эй савнӑ тӑванӑмсем, хамӑра ҫавӑн пек пама пулнине пӗле тӑркач, || Турӑран хӑраса, ырӑ ӗҫсем туса, ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар.
2Пире хӑвӑр ӑшӑрта тытӑр: эпир никама та кӳрентермен, никама та сиен кӳмен, никамран та усӑ шыраман. 3Ҫакна сире айӑпласа каламастӑп, эпӗ малтанах каларӑм: эсир — пирӗн чӗремӗрте, пирӗн ӗнтӗ пӗрле вилмелле, пӗрле пурӑнмалла. 4Эпӗ сире питех те шанса тӑратӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп; хамӑрӑн темӗн чухлӗ хуйхӑ пулин те, эпӗ пӗтӗмпех лӑплантӑм, темӗн тӗрлӗ савӑнса тӑратӑп. 5Македоние ҫитсессӗн пире нимӗнле канлӗх те пулмарӗ, пире пур енчен те хӗсӗрлесе ҫитернӗччӗ: юттисем тапӑнаҫҫӗ, хамӑрӑннисемшӗн хӑраса тӑраттӑмӑр. 6Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ, 7Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм. 8Ҫавӑнпа эпӗ сире хамӑн ҫырӑвӑмпа хурлантартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп ӗнтӗ, малтан ӳкӗнсеттӗм: ҫав ҫыру сире пӗр вӑхӑта пулин те хуйхӑртнине пӗлетӗп. 9Халӗ эпӗ савӑнатӑп, эсир хуйхӑрнӑшӑн савӑнмастӑп, эсир хуйхӑрса ҫылӑхӑрсенчен ӳкӗнмелле пулнӑшӑн савӑнатӑп. Ҫакӑ вӑл Турӑ ирӗкӗпе пулнӑ, ҫапла вара пирӗнтен нимӗнле сиен те курмарӑр. 10Турра юрӑхлӑ хурлану ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать — уншӑн ӗнтӗ пӑшӑрханмаҫҫӗ, тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет. 11Астӑвӑр-ха, Турра юрӑхлӑ хурлану сире епле тӑрӑшакан, мӗн тери ӳкӗнекен, епле тарӑхакан, епле хытӑ хӑракан, мӗн тери пӑшӑрханакан, епле хыпса ҫунакан турӗ, айӑпшӑн хаса пама хатӗр ҫынсем турӗ! Ҫав ӗҫре эсир хӑвӑр пур тӗлӗшрен те тасине кӑтартрӑр. 12Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ сирӗн пата ҫыру ятӑм пулсассӑн, ӑна мӑшкӑл кӑтартаканшӑн та, мӑшкӑл кураканшӑн та ҫырмарӑм, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырса ятӑм. 13Ҫакӑ пире лӑплантарчӗ. Эсир лӑплантарса янӑ Тит епле савӑнӑҫлӑ пулнине курсассӑн, эпир тата ытларах савӑнтӑмӑр. 14Ҫапла ӗнтӗ Тит умӗнче сирӗнпе мухтаннӑшӑн манӑн намӑсланмалла пулмарӗ, эпир сире яланах чӑннине каланӑ пек, Тит умӗнче мухтанни те тӳрре килчӗ. 15Тит эсир пурсӑр та хӑйне итленине, хӑйне хумханса та хисеплесе хапӑл тунине асӑнмассерен сирӗн пата тата ытларах туртӑнать. 16Эпӗ ӗнтӗ сире пур ӗҫре те шанма юранӑшӑн питӗ савӑнатӑп.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 7: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.