YouVersion Logo
Search Icon

Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6

6
1Ҫын аллинче пурӑнакан чурасем хӑйсенӗн хуҫине тӗрлӗ майпа хисеплесе пурӑнччӑр — Турӑ ятне те, эпир вӗрентнине те хурламалла ан пултӑр. 2Хуҫисем ӗненекен ҫынсем пулсан, чурисем, эпир тӑвансем-ха тесе, тимсӗр ан ӗҫлеччӗр, пачах урӑхла, вӗсемшӗн тата тӑрӑшуллӑрах пулччӑр: вӗсем Турра ӗненекенсемшӗн, хӑйсене юратакансемшӗн, хӑйсене ырӑлӑх тӑвакансемшӗн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эсӗ ҫакна вӗрентсе, ӳкӗтлесе кала.
3-4Урӑхла вӗрентекен ҫын, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗнчен, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентнинчен пӑрӑннӑ ҫын — мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест; унӑн тавлашас та чӗлхипе ҫӗнтерес шухӑш анчах; ҫакӑнтан вара ӑмсанасси, ятлаҫасси, хурласа калаҫасси, ҫынна сӑлтавсӑрах шанманни пуҫланса каять. 5Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӗ пӑсӑлнӑ ҫынсем пӗр вӗҫсӗр тавлашаҫҫӗ: вӗсем чӑнлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑннине вӗсем услам кӳрекен япала вырӑнне анчах хураҫҫӗ. Ун пек ҫынсенчен аякра тӑр.
6Турра юрӑхлӑ пурӑнни мӗн пуррипе ҫырлахакансемшӗн ҫеҫ пысӑк ырӑлӑх. 7Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен; паллӑ ӗнтӗ, унтан та нимӗн те илсе тухас ҫук. 8Тӑранса пурӑнмаллипе тумтир пулсан ҫитӗ пире. 9Пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ; ҫавсем этеме инкек кӳреҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ. 10Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ. 11Эй Турӑ ҫынни, эсӗ ҫавӑнтан тар, || тӳрӗ пул, Турра юрӑхлӑ пурӑн, ӗнен, юрат, чӑтӑмлӑ та йӑваш пул. 12Чӑн тӗншӗн тивӗҫлипе кӗреш, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа асӑнта тыт — сана ҫав пурӑнӑҫа кӗме чӗннӗ, ху ҫирӗп ӗненнине эсӗ темӗн чухлӗ кӳнтелен умӗнче каласа кӑтартрӑн. 13Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп: 14хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра. 15-16Хӑй вӑхӑчӗ ҫитсессӗн эпир Ӑна Турӑ ирӗкӗпе курӑпӑр — патшасенӗн пӗртенпӗр хӑватлӑ, мухтавлӑ Патши, хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, пӗртен-пӗр Вилӗмсӗрри кӑтартнине курӑпӑр; Вӑл патне те пымалла мар ҫутӑра пурӑнать; Ӑна ҫынсем никам та курман, курма та пултараймаҫҫӗ. Вӑл ӗмӗрех хӑватлӑ, мухтавлӑ! Аминь.
17Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать. 18Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, 19ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.
20Эй Тимофей! хӑвна панине сыхла, юрӑхсӑр пушӑ сӑмахсенчен, пӗлмесӗр хирӗҫ тавлашакансенчен пӑрӑн — вӗсен пӗлӗвӗ суя пӗлӳ ҫеҫ; 21хӑшӗсем ӗнтӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайса ӗненме те пӑрахрӗҫ. Сана тивлет пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in