YouVersion Logo
Search Icon

Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 5

5
1Ватӑ ҫынпа тӳрккес ан пул, унпа аҫупа калаҫнӑ пек калаҫ. Хӑвӑнтан кӗҫӗннисемпе шӑллусемпе калаҫнӑ пек, 2ватӑ хӗрарӑмсемпе аннӳпе калаҫнӑ пек калаҫ; ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чухне аппу-йӑмӑкупа калаҫнӑ пек сӑпай та таса кӑмӑллӑ пул. 3Тӑлӑх арӑмсене — пӗр пулӑшакансӑр тӑрса юлнӑскерсене — пулӑшсах тӑр. 4Тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсан, вӗсем чи малтан Турӑ умӗнчи тивӗҫне — хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшма, ашшӗ-амӑшне пӑхма — вӗренччӗр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ. 5Чӑн-чӑн тӑлӑх арӑм, тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑскер, Турра шанать, кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса, кӗлтуса пурӑнать; 6киленсе пурӑнма юратакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ. 7Вӗсене ҫакна ӑнлантар — вӗсем таса пулччӑр. 8Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах. 9Пулӑшу памалли тӑлӑх арӑмсен йышне утмӑл ҫултан иртнисене ҫеҫ, пӗрре качча кайнисене ҫеҫ, кӗрт, 10вӗсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрнӑ ҫынсем — ачисене пӑхса ӳстернӗ, иртен-ҫӳрене хапӑл тунӑ, сӑваплӑ ҫынсенӗн урине ҫунӑ, чухӑнсене пулӑшса тӑнӑ, яланах ырӑ тума тӑрӑшакан ҫынсем — пулччӑр. 11Ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене ан йышӑн: вӗсем, Христоса юрӑхсӑр чаплӑ пурӑнӑҫа кӑмӑлласа, качча каясшӑн пулаҫҫӗ. 12Ҫапла вӗсем хӑйсем унччен сӑмах панине пӑсаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ӗнтӗ айӑпа кӗреҫҫӗ; 13ҫитменнине тата ӗҫсӗр пурӑннипе вӗсем килӗрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ; вара ӗҫсӗр супнипе кӑна мар, кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетеҫҫӗ, сӑмах сараҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ. 14Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫамрӑк тӑлӑх арӑмсене качча кайма канаш паратӑп: ача-пӑча ҫуратчӑр, кил-ҫурт тытчӑр — вӗсене хурласа калаҫмашкӑн тӑшман нимӗнле сӑлтав та ан тупайтӑр. 15Вӗсем ӗнтӗ хӑшӗ-пӗрисем шуйттан хыҫҫӑн кайса аташрӗҫ. 16Христоса ӗненекен арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн хӑйсен тӑванӗсем хушшинче тӑлӑх арӑм пулсан, ӑна вӗсем хӑйсем пулӑшса тӑччӑр, ӗненекен ушкӑна (Чиркӗве) ан чӑрмантарччӑр, ӗненекен ушкӑнӑн пулӑшакансӑр юлнӑ тӑлӑх арӑмсене пулӑшмалла пултӑр.
17Хӑй ӗҫне лайӑх туса тӑракан пресвитерсене — сӑмахпа каласа тӑрӑшса вӗрентекеннисене — ытларах хисеплемелле, ытларах тӳлемелле. 18Ҫырура ҫапла каланӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ; тата: «ӗҫлекен хӑй хакне илме тивӗҫлӗ» тенӗ. 19Иккӗн е виҫҫӗн ҫирӗплетсе паракан пулмасан, пресвитера айӑпланине ан ӗнен. 20Ҫылӑха кӗрекен пресвитерсене вара пурин умӗнче те питле, ыттисем хӑраса тӑмалла пултӑр.
21Турӑ умӗнче, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа умӗнче, суйласа илнӗ ангелсем умӗнче сана хистесе калатӑп: ҫакна астусах тӑр, саншӑн пурте тан пулччӑр, кӑмӑлу туртнӑ хыҫҫӑн ан кай. 22Никам ҫине те аллуна хума ан васка, ҫын ҫылӑхне ан хутшӑн. Хӑвна ху таса тыт. 23Вару ыратнӑран, хӑв тӑтӑшах чирленӗрен малашне пӗр шыв кӑна ан ӗҫ, кӑштах эрех те хутӑштарса ӗҫ. 24Хӑш ҫыннӑн ҫылӑхӗсем палӑрсах тӑраҫҫӗ — вӗсене тӳрех айӑплама пулать, хӑшӗсен ҫылӑхӗсем вара каярахпа тин курӑнаҫҫӗ. 25Ырӑ ӗҫсем те ҫавӑн пекех: хӑшӗсем халех курӑнаҫҫӗ; курӑнманнисем те пурпӗр палӑрмасӑр юлмаҫҫӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Videos for Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 5