1
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:12
БИБЛИ
CHB
Чӑн тӗншӗн тивӗҫлипе кӗреш, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа асӑнта тыт — сана ҫав пурӑнӑҫа кӗме чӗннӗ, ху ҫирӗп ӗненнине эсӗ темӗн чухлӗ кӳнтелен умӗнче каласа кӑтартрӑн.
Compare
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:12
2
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:10
Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ.
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:10
3
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:6
Турра юрӑхлӑ пурӑнни мӗн пуррипе ҫырлахакансемшӗн ҫеҫ пысӑк ырӑлӑх.
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:6
4
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:7
Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен; паллӑ ӗнтӗ, унтан та нимӗн те илсе тухас ҫук.
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:7
5
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:17
Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать.
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:17
6
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:9
Пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ; ҫавсем этеме инкек кӳреҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ.
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:9
7
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:18-19
Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 6:18-19