Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 4
4
1Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет; 2шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ; 3вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ: 4Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать: 5ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.
6Ҫакна тӑвансене ӑнлантарса пар, вара эсӗ, чӑн тӗн сӑмахӗпе тата ху йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳпе тӗреклӗленсе, Иисус Христосшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраканӗ пулӑн. 7Хӗрарӑмсен юрӑхсӑр халапӗсенчен пӑрӑн, сӑваплӑ пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер: 8ӳте тӗреклӗлентернинчен усси нумаях мар, сӑваплӑ пурӑнсассӑн пур тӗлӗшпе те усӑ курӑн, хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илӗн. 9Ҫакӑ — чӑн сӑмах, ӑна пӗр иккӗленмесӗр йышӑнмалла. 10Ҫакӑншӑн тӑрӑшатпӑр та эпир, ҫавӑншӑн хур тунине тӳсетпӗр те, мӗншӗн тесессӗн Чӗрӗ Турра шанатпӑр, Вӑл вара — пур ҫынна та, пуринчен ытла ӗненекенсене, Ҫӑлаканӗ. 11Эсӗ ҫакна каласа вӗрент. 12Ҫамрӑк тесе сана никам та тиркемелле ан пултӑр; ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пул — вӗрентме те, хӑвна мӗнле тыткаламаллине те, юратма та, Турӑшӑн пурӑнма та, ӗненме те, таса пулма та санран курса вӗренччӗр. 13Эпӗ пыриччен вула-вула парса, ӳкӗтлесе, вӗрентсе пурӑн. 14Хӑвӑн хастарна усӑсӑр ан усра — ӑна эсӗ хӑвӑн ҫинчен пророкла каланӑ сӑмах урлӑ, пресвитерсем алӑ хунӑ чухне илнӗ. 15Ҫавӑншӑн тӑрӑш, ҫавӑнпа пӗрле пул, санӑн ӗҫӳ ӑнса пынине пурте курччӑр. 16Хӑвна ху та, ху мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр; ҫакна яланах ҫирӗп тытса пыр, ҫапла пурӑнсассӑн эсӗ хӑвна та, хӑвна итлекенсене те ҫӑлӑн.
Currently Selected:
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.