YouVersion Logo
Search Icon

Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3

3
1Ҫакӑ чӑн сӑмах: кам епископ пуласшӑн, вӑл ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн. 2Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан, 3ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман, 4хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла; 5хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и? 6Тин тӗне кӗнӗ ҫын епископ ан пултӑр, ун пекки мӑнкӑмӑлланса та кайӗ, вара шуйттанпа пӗрле айӑпа кӗмелле пулӗ. 7Вӑл тата ӗненменнисем умӗнче те ырӑ ятлӑ ҫын пултӑр, унсӑрӑн вӑл сӑмаха кӗрӗ, шуйттан танатине ҫакланӗ. 8Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман, 9чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр. 10Ҫавӑн пеккисене малтан сӑнас пулать, кайран вара, айӑпсӑр пулсассӑн, ӗҫ патне ямалла. 11Ҫавӑн пекех ӗненекен ушкӑна пулӑшса тӑракан хӗрарӑмсем те тӳрӗ ҫынсем, элекҫӗ мар, эрехе кӑмӑлламан, пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ ҫынсем пулмалла. 12Дьякон пӗрре авланнӑ ҫын, ачи-пӑчине, хӑйӗн кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан ҫын пулмалла. 13Ӗҫне лайӑх туса тӑнисем хисепе тивӗҫлӗ пулӗҫ, хӑйсем Христос Иисуса ҫирӗп ӗненни ҫинчен питӗ хӑюллӑн калӗҫ.
14Ҫакна эпӗ сан патна часах ҫитме ӗмӗтленсе ҫыратӑп; 15хам часах пыраймасан, санӑн Турӑ килӗнче епле ӗҫлесе тӑмаллине пӗлмелле пултӑр тетӗп; Турӑ килӗ вӑл — Чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗ, чӑнлӑх тӗрекӗ. 16Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Videos for Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3