1
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:16
БИБЛИ
CHB
Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ.
Compare
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:16
2
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:2
Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:2
3
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:4
хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:4
4
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:12-13
Дьякон пӗрре авланнӑ ҫын, ачи-пӑчине, хӑйӗн кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан ҫын пулмалла. Ӗҫне лайӑх туса тӑнисем хисепе тивӗҫлӗ пулӗҫ, хӑйсем Христос Иисуса ҫирӗп ӗненни ҫинчен питӗ хӑюллӑн калӗҫ.
Explore Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 3:12-13