YouVersion Logo
Search Icon

Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 2

2
1Эй тӑвансем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эпир сирӗн пата пыни усӑсӑр пулмарӗ. 2Хӑвӑр та пӗлетӗр: пире Филиппӑра асаплантарса, хур туса пӗтернӗччӗ; пире хирӗҫ питӗ вӑйлӑн тӑчӗҫ пулин те, эпир Туррӑмӑра шанса тӑнипе хӑюллӑ пулса сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтертӗмӗр. 3Эпир аташса е усал шухӑшпа, е улталаса вӗрентместпӗр; 4Турӑ пире сӑнаса пӑхрӗ те Хӑйӗн Ырӑ Хыпарне шанса пачӗ, эпир ӑна этеме юрасшӑн каламастпӑр, хамӑр чӗремӗре пӗлсе тӑракан Турра юрасшӑн калатпӑр. 5Хӑвӑр та пӗлетӗр: сирӗн умӑрта эпир нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, хамӑр усӑ курасшӑн тӑрӑшман — ӑна Турӑ пӗлет! 6Пире ҫын мухтани кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те кирлӗ мар. 7Христос апостолӗсем пулнӑ май эпир сирӗнтен чыс-хисеп те кӗтме пултарнӑ, анчах эпир сирӗн хушшӑрта йӑваш пултӑмӑр, ӗмӗртекен амӑшӗ ачисене юратса пӑхнӑ пек, эпир те сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшрӑмӑр. 8Сирӗншӗн ҫапла тӑрӑшса, сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне ҫеҫ пӗлтерме мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр — эсир пирӗншӗн ҫапла хаклӑ пулса тӑтӑр. 9Эй тӑванӑмӑрсем, эпир халран кайиччен ӗҫленине хӑвӑр та астӑватӑр: сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерсе пурӑннӑ чухне, сире кама та пулин йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр. 10Эпир сирӗн умӑрта, ӗненекенскерсем умӗнче, таса тӑтӑмӑр, тӳрӗлӗхпе пурӑнтӑмӑр, пире никам та хурлас ҫук, ӑна хӑвӑр та курнӑ, Турӑ та пӗлет. 11Хӑвӑр пӗлетӗр: эпир сире, пурсӑра та хамӑр ачамӑрсем пек курса, 12хӑвӑра Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавлӑхне курма чӗнсе илнӗ Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархаслаттӑмӑр, ӳкӗтлеттӗмӗр, йӑлӑнаттӑмӑр.
13Пирӗнтен илтнӗ Турӑ Сӑмахне эсир этем сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑнмарӑр, ӑна чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл турӑр; халӗ ҫавӑ сире, ӗненекенсене, вӑй парса тӑрать — эпир ҫавӑншӑн Турра пӗр вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр. 14-15Эй тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗ пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен — Иисус Ҫӳлхуҫана та, Унӑн пророкӗсене те вӗлернӗ, халӗ ӗнтӗ пире хӗсӗрлекен иудейсенчен — асап тӳснӗ евӗр, эсир те хӑвӑр йӑхташӑрсенчен асап тӳсетӗр; иудейсен ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ мар, вӗсем пурне те хирӗҫ пыраҫҫӗ, 16вӗсем пире суя тӗнлӗ халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме чараҫҫӗ, ҫапла пӗрмаях ҫылӑхсен виҫине тултарса пыраҫҫӗ; вӗсем ҫине Турӑ ҫилли ҫитсе пырать ӗнтӗ.
17Эй тӑвансем, эпир сирӗнпе пӗр вӑхӑта ҫеҫ уйрӑлтӑмӑр, сире курмасан та чунӑмӑр сирӗнпе пӗрлех, ҫапах та сире куҫа-куҫӑн курасшӑн темӗн тӗрлӗ тӑрӑшатпӑр. 18Ҫавӑнпа эпир сирӗн пата тем пекех пырасшӑнччӗ (эпӗ, Павел, пӗр-икӗ хутчен те тӑрӑшса пӑхрӑм), анчах пире шуйттан чарса тӑчӗ. 19Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килсессӗн, Унӑн умӗнчи пирӗн шанчӑкӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр, пирӗн мухтавӑмӑр эсир мар-и-ха? 20Эсир — пирӗн мухтавӑмӑр, пирӗн савӑнӑҫӑмӑр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in