Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 3
3
1Ҫавӑнпа эпир, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, Афинӑна хамӑр ҫеҫ юлас терӗмӗр, 2Турӑшӑн тӑрӑшакан, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сарнӑ ҫӗрте пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр, 3ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр — хӑвӑр та пӗлетӗр: пире асапланма пӳрнӗ. 4Пирӗн асапланмалла пулать тесе эпир сирӗн патӑрта чухнех калаттӑмӑр, пуласса та ҫапла пулчӗ, ӑна хӑвӑр та куратӑр. 5Ҫавӑнпа эпӗ те, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, эсир епле ӗненсе тӑнине пӗлме ятӑм: илӗртекен сире мӗнле те пулин ан улталатӑр, пирӗн ӗҫ сая ан кайтӑр терӗм. 6Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ. 9Сирӗн ҫинчен ырӑ сӑмах илтсе Турӑ умӗнче ҫапла савӑнмалла пулнӑшӑн Турра сирӗншӗн тата ҫак савӑнӑҫшӑн мӗнле тав тумалла-ши пирӗн? 10Сире куҫа-куҫӑн курса, эсир ӗненнинче мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн чунтан-вартан кӗлтӑватпӑр. 11Атте Туррӑмӑр Хӑй тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн ҫула сирӗн паталла ҫавӑртӑрччӗ. 12Эпир сире юратнӑ пек, Ҫӳлхуҫа сире пӗр-пӗрне те, ытти пур ҫынна та юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ, 13Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн мӗнпур святойӗпе килнӗ тӗле сирӗн чӗрӗрсене Атте Турӑ умӗнче пӗр айӑпсӑр, таса пулмашкӑн тӗреклӗ тутӑрччӗ. Аминь.
Currently Selected:
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.