YouVersion Logo
Search Icon

Петрӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4

4
1Христос пирӗншӗн ӳчӗпе асапланнӑ, эсир те ҫав шухӑша тытӑр: ӳчӗпе асапланакан ҫылӑха кӗме чарӑнать; 2ӳтпе пурӑнас юлашки вӑхӑтне вӑл вара этем кӑмӑлӗн еккипе пурӑнасшӑн мар, Турӑ хушнӑ пек пурӑнасшӑн. 3Ку таранччен суя тӗнлисем пек пурӑнса ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе, арҫынпа, выльӑхпа, шухӑшпа аскӑн ӗҫ туса, ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе-ҫисе, ухмахланса, йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр; 4ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем халӗ эсир хӑйсемпе пӗрле асма хутшӑнманнинчен тӗлӗнеҫҫӗ, сире хӑртаҫҫӗ; 5чӗррисене те, вилнисене те кӗҫех сут тума хатӗр тӑракан Тӳре умӗнче вӗсем явап тытӗҫ. 6Ҫавӑнпа вилнисене те, этем халлӗн ӳтпе ҫылӑха кӗнӗшӗн сут тунӑ хыҫҫӑн Турӑ ирӗкӗпе пурӑнччӑр тесе, Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. 7Пурте пӗтесси ҫывӑх ӗнтӗ.
Ҫавӑнпа ырӑ ӑслӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр. 8Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр: юратни нумай ҫылӑха каҫарать. 9Ҫул ҫӳрекенсене пӗр ӳпкелемесӗр хапӑл пулӑр. 10Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курса, хӑвӑра мӗн панипе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр. 11Кам та пулин вӗрентет пулсан, вӑл Турӑ сӑмахне каланӑ пек калатӑр; кам та пулин пулӑшать пулсан, вӑл Турӑ панӑ халӗпе пулӑштӑр; пур ӗҫре те Иисус Христос урлӑ Турӑ мухтава тухтӑр; Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ! Аминь.
12Эй савнӑ тӑванӑмсем! хӑвӑра сӑнасшӑн янӑ ҫунтаракан асапа нехекрен ҫакланчӗ пире тесе ан калӑр; 13Христос асапӗсене курмалла пулнӑшӑн савӑнӑр, вара Унӑн мухтавӗ килнӗ чухне эсир савӑнатӑр, хӗпӗртенетӗр. 14Христос ячӗшӗн сире хӑртаҫҫӗ пулсассӑн, эсир телейлӗ: сирӗнпе пӗрле — мухтавлӑ Сывлӑш, Турӑ Сывлӑшӗ; вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир мухтава кӑларатӑр. 15Анчах ҫын вӗлерсе е вӑрласа, е усал ӗҫ туса, е ҫыннӑнне илесшӗн пулса сирӗнтен никам та асап курмалла ан пултӑрччӗ; 16Христос ҫынни пулнӑ пирки асапланнӑшӑн ан вӑтан, уншӑн Турра мухта. 17Сут вӑхӑчӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, малтан Турӑ халӑхне сут пулӗ; ҫакӑ пирӗнтен пуҫланас пулсассӑн, Турӑ Евангелийӗне пӑхӑнманнисенӗн вӗҫӗ мӗнлерех пулать? 18Тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ ҫын та аран-аран ҫӑлӑнаять пулсассӑн, усал ҫын, ҫылӑхлӑ ҫын ӑҫта кайса кӗрӗ? 19Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗпе хӗн куракансем, ырӑ ӗҫ туса тӑрса, хӑйсен чунне Пурне те Пултаракан аллине паччӑр, Вӑл — шанчӑклӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in