Петрӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 2
2
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ пур тӗрлӗ усаллӑха, пур тӗрлӗ чеелӗхе, икӗпитлӗхе, ӑмсанассине, тӗрлӗ усал сӑмах калассине пӑрахӑр, 2тин ҫуралнӑ ачасем пек таса сӑмах сӗтне юратӑр, унпа тӑранса, ӳссе ҫитӗнсе ҫӑлӑнӑр: 3Ҫӳлхуҫа ырӑ иккенне эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. 4Вӑл — ҫынсем тиркенӗ, анчах Турӑ суйласа илнӗ чӗрӗ, хаклӑ чул; Ун патне пырса, 5хӑвӑр та чӗрӗ чул пулса, хӑвӑртан тап-таса ҫурт туса хурӑр, ҫапла Иисус Христос урлӑ Турӑ кӑмӑлне килекен сӑваплӑ парнесем кӳрсе тӑма таса священниксем пулӑр. 6Ҫырура ҫапла каланӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне кӗтеслӗх чул — суйласа илнӗ, хаклӑран та хаклӑ чул — хуратӑп, Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ» тенӗ. 7Ҫапла ӗнтӗ Вӑл сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул; 8вӑл тата такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ. Вӗсем сӑмаха ӗненмен пирки ҫав чула такӑнаҫҫӗ — вӗсене ҫавна курма хӑварнӑ. 9Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире; 10ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр; ӗлӗк сире каҫарманччӗ, халӗ сире каҫарнӑ. 11Эй савнӑ тӑванӑмсем! сире эпӗ ют ҫӗртен килнӗ ҫынсем вырӑнне, ҫул ҫӳрекен ҫынсем вырӑнне хурса тархаслатӑп: чуна тапӑнакан ӳт аскӑнлӑхӗнчен пӑрӑнӑр, 12суя тӗнлисем хушшинче ырӑ ӗҫ туса пурӑнӑр, вара вӗсем халӗ сире усал ҫынсем вырӑнне хурса хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтавлӗҫ. 13Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх; 14аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша усал тӑвакансене хаса пама, ырӑ тӑвакансене хаваслантарма ярать, 15мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫавӑн пек: ӑссӑр ҫынсенӗн пӗлмесӗр калаҫакан чӗлхине Вӑл пире ырӑ ӗҫ туса чарма хушнӑ; 16эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар, эпир — Турӑ чурисем. 17Пурне те хисеплӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, Турӑран хӑраса тӑрӑр, патшана хисеплӗр.
18Эй тарҫӑсем, хуҫӑрсене темӗн тӗрлӗ хӑраса пӑхӑнса тӑрӑр, ыррисемпе йӑвашшисене ҫеҫ мар, хаяррисене те пӑхӑнӑр. 19Айӑпсӑр ҫӗртенех асап курса, Турӑ ҫинчен шухӑшласа хуйхӑ-суйхӑ тӳссе ирттерни Турра кӑмӑллӑ. 20Усал ӗҫ тунӑшӑн хӗненине тӳсетӗр пулсассӑн, уншӑн мӗн мухтамалли пур? Хӑвӑр ырӑ тусассӑн та хӗн курса тӳсетӗр пулсассӑн, ҫакӑ вӑл Турра кӑмӑллӑ. 21Сире тӳссе пурӑнма чӗннӗ; || Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ. 22Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухман; 23Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ; 24пире ҫылӑхран хӑтарса тӳрӗ пурӑнтарасшӑн, пирӗн ҫылӑхсене Вӑл Хӑйӗн ӳчӗпе йывӑҫ ҫине Хӑй ҫӗкленӗ: эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ. 25Эсир аташса ҫӳрекен сурӑхсем пек пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Кӗтӳҫӗ патне, чунӑра Сыхлаканӗ патне таврӑнтӑр.
Currently Selected:
Петрӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.