Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 7
7
1Ҫӗр аллӑ пӗрремӗш ҫулта Димитрий, Селевк ывӑлӗ, пысӑках мар йышпа Римран тухнӑ та тинӗс хӗрринчи пӗр хулана пырса кӗрсе патшана ларнӑ. 2Вӑл ӗлӗк хӑйӗн ашшӗсем патшара ларнӑ вӑхӑтра пурӑннӑ кермене пырса кӗнӗ чухне унӑн ҫарӗ Антиохпа Лисие ун патне илсе пыма тесе ярса тытнӑ. 3Ҫавна пӗлсессӗн, Димитрий: мана вӗсен сӑнне те ан кӑтартӑр, тенӗ. 4Ҫар ҫыннисем ӗнтӗ вӗсене вӗлернӗ те, Димитрий хӑйӗн патшалӑхӗнче патшанӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ. 5Ун патне саккуна уяман йӗркесӗр израильсем пынӑ, вӗсене священника кӗме ӗмӗтлӗ Алким ертсе пынӑ. 6Вӗсем патша умӗнче халӑха айӑпласа калаҫнӑ: «Иудӑпа унӑн тӑванӗсем санӑн тусусене пӗтерчӗҫ, пире те хамӑр ҫӗр ҫинчен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. 7Унта хӑвӑн шанчӑклӑ ҫыннуна яр; кайтӑр та, вӗсем пире тата патша ҫӗршывне еплерех сӑтӑр тунине хӑй куҫӗпе хӑй курса, вӗсене хӑйсене те, вӗсене пулӑшакансене те тавӑртӑр» тенӗ. 8Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ. 10Вӗсем ҫула тухнӑ та Иудея ҫӗрне пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ; Вакхид вара Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне ултавлӑ шухӑшпа килӗшӳ тума сӗнсе ҫын янӑ. 11Анчах лешӗсем вӗсене ӗненмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пысӑк ҫарпа килнине курнӑ. 12Алкимпа Вакхид патне, тӗрӗс килӗшӳ шыраса, саккун вӗрентекенсем пухӑнса пынӑ. 13Израиль ывӑлӗсенчен чи малтисем кунта хасидейсем пулнӑ; вӗсем килӗшӳ тӑвасшӑн тӑнӑ; 14вӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫарпа Аарон йӑхӗнчен тухнӑ священник килнӗ, вӑл пире кӳрентерес ҫук, тенӗ. 15Алким вӗсемпе йӑвашшӑн калаҫнӑ: эпир сире те, сирӗн тусӑрсене те усал тумӑпӑр тесе тупа тунӑ. 16Вӗсем ӑна ӗненнӗ, вӑл вара вӗсенчен утмӑлӑшне ярса тытса вӗсене пӗр кунрах вӗлернӗ; кун ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: 17«Санӑн сӑваплӑ ҫыннусен ӳтне, вӗсен юнне Иерусалим тавра тӑкрӗҫ, вӗсене пытаракан та пулмарӗ» тенӗ. 18Вара вӗсенчен пӗтӗм халӑх хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ, ӗнтӗ ҫапла каланӑ: вӗсен сӑмахӗнче чӑнлӑх та, тӳрӗлӗх те ҫук: вӗсем мӗн каласа хунине те, хӑйсем тупа тунине те пӑсрӗҫ, тенӗ. 19Вакхид вара, Иерусалим патӗнчен кайса, Визеф хули ҫывӑхӗнче тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ; унтан вӑл, ҫынсем ярса, хӑй патӗнчен тарнӑ арсене нумайӑшне тата халӑх хушшинчи хӑш-пӗр ҫынна тыттарса килтерсе, вӗсене чике-чике вӗлерсе тарӑн пусӑна пӑрахнӑ.
20Ҫавӑн хыҫҫӑн Вакхид, ку ҫӗршыва Алким аллине парса, ӑна пулӑшса тӑма ҫарне те хӑварса, хӑй патша патне кайнӑ. 21Алким ӗнтӗ аслӑ священника ларма тӑрӑшнӑ. 22Ун патне хӑйсен халӑхне пӑтратакансем пухӑннӑ та, Иудея ҫӗрне хӑйсен аллине ярса илсе, Израиль халӑхне питӗ вӑйлӑ пӗтерсе тухнӑ. 23Алким ҫапла хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсене суя тӗнлӗ ҫынсенчен те ытларах усал тунине Иуда пӗтӗмпех курса тӑнӑ, 24вара, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе, Израиль йӗркинчен тухнисене тавӑрнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн лешӗсем ку ҫӗршыва кӗрсе ҫӳреме те пӑрахнӑ. 25Алким, Иудӑпа унӑн ҫыннисем вӑй илнине курсассӑн, хӑй вӗсене хирӗҫ тӑма пултараяс ҫуккине ӑнланса, патша патне таврӑннӑ та вӗсене хаяррӑн айӑпласа калаҫнӑ. 26Патша вара Израиль халӑхне пӗтерме Никанора — хӑйӗн чаплӑ ҫулпуҫӗсенчен пӗрне — янӑ; вӑл Израиле чунтан курайман ҫын, унӑн тӑшманӗ пулнӑ. 27Никанор Иерусалима пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ те Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне килӗшӳ тума килтӗмӗр тесе улталама ҫынсем янӑ: 28«манпа сирӗн хушшӑмӑрта вӑрҫӑ ан пултӑр; сирӗнпе кӑмӑллӑн калаҫас тесе, сирӗн сӑнна курас тесе эпӗ сирӗн патӑра пӗчӗк йышпа ҫеҫ кӗрӗп» теме хушнӑ. 29Ҫапла вӑл Иуда патне пынӑ та, вӗсем пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн саламланӑ; ҫав хушӑрах Никанор ҫыннисем Иудӑна ярса тытма хатӗр тӑнӑ. 30Иуда ӗнтӗ Никанор хӑй патне усал шухӑшпа килнине пӗлнӗ те, ҫавӑнпа унран шикленсе, текех унпа курӑнӑҫасшӑн пулман. 31Никанор, хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшӗ паллӑ пулнине пӗлсессӗн, Хафарсалама хули ҫывӑхӗнче Иудӑна хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухнӑ. 32Никанорпа пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пилӗк пине яхӑн пӗтнӗ, ыттисем Давид хулине тарса кайнӑ. 33Ҫавӑн хыҫҫӑн Никанор Сион тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илме таса Ҫуртран темиҫе священникпа халӑх пуҫлӑхӗ тухнӑ, вӗсем ӑна патшашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнине кӑтартасшӑн пулнӑ. 34Анчах вӑл вӗсенчен тӑрӑхласа кулнӑ ҫеҫ, вӗсене мӑшкӑлланӑ, чыссӑрласа пӗтернӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫнӑ, 35ҫиллессӗн тупа туса каланӑ: эхер те паян Иудӑпа унӑн ҫарӗ ман аллӑма ӳкмесессӗн, хам каялла ыррӑн-сыввӑн таврӑнсассӑн, ҫак Ҫурта вут тивертсе ҫунтарса яратӑп, тесе питӗ ҫилленсе тухса кайнӑ. 36Священниксем вара Ҫурта кӗнӗ те, парне вырӑнӗ умне тӑрса, йӗрсе ярса каланӑ: 37эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫак Ҫурта Хӑвӑн яту валли суйласа илнӗ, вӑл кӗлӗ ҫурчӗ пултӑр, унта Хӑвӑн халӑху кӗлтутӑр тенӗ. 38Ҫак ҫынна, унӑн ҫарне тавӑрсамччӗ, хӗҫ айне пулччӑр вӗсем; вӗсем усаллӑн хӑртнине асна илсемччӗ, вӗсен малашнехи кунне-ҫулне путланмалла тусамччӗ, тенӗ.
39Никанор, Иерусалимран тухса, Вефорон патне тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ, кунта ун ҫумне Сири ҫарӗ пырса хутшӑннӑ. 40Иуда вара виҫӗ пин ҫынпа Адас хули патне пырса тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ; Иуда кӗлтуса ҫапла каланӑ: 41эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗлӗк Ассири патши янӑ ҫынсем Сан ятна хурласа мӑшкӑл тусассӑн, Санӑн Ангелу килнӗ те вӗсенӗн ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ. 42Ҫавӑн пек халӗ те ҫакӑ эшкере пирӗн умӑмӑрта аркатса тӑк, вӗсем Санӑн сӑваплӑ вырӑнна мӑшкӑл кӑтартнине ыттисем те пӗлччӗр, вӗсене хӑйсен усаллӑхне кура айӑпла, тенӗ. 43Вара адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче ҫар ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Никанор ҫарне ҫапса аркатнӑ, Никанор хӑй ҫапӑҫура чи малтан пӗтнӗ. 44Никанор вилнине курсассӑн, унӑн ҫарӗ кӑралӗсене пӑрахса хӑварса тара пуҫланӑ. 45Израильсем вӗсене кунӗпе, Адас хулинчен пуҫласа Газира хули патне ҫитичченех, хыҫалтан хыпар труписем кӑшкӑртса хӑваланӑ. 46Вӗсене таврари Иудея ялӗсенче пурӑнакансем те хупӑрла-хупӑрла илнӗ; ҫав ункӑран хӑтӑласшӑн вӗсем каялла ҫаврӑнса тарма хӑтланнӑ та хӑйсен ҫыннисенех пырса тӑрӑннӑ, вара пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ, вӗсенчен пӗр ҫын та чӗрӗ юлман. 47Иудейсем вӗсен тупӑшне те, мӗн вӑрласа тухнине те пӗтӗмпех пуҫтарса илнӗ; Никанорӑн пуҫне тата сылтӑм аллине — хуҫи мӑнаҫлӑн тӑсма юратакан алла — касса татса, Иерусалим умне илсе килсе ҫакнӑ. 48Халӑх тем пекех хӗпӗртенӗ, ҫав куна аслӑ савӑнӑҫ кунне ирттернӗ пек ирттернӗ; 49вара адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунне ҫулленех уявласа ирттермелле тунӑ. 50Иудея ҫӗрӗ пӗр тапхӑр канлӗ тӑнӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 7: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.