Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 6
6
1Ҫав хушӑра Антиох патша, тури ҫӗрсем урлӑ иртсе пынӑ май, Персире пуянлӑхӗпе, ылтӑн-кӗмӗлӗпе чапа тухнӑ Елимаис хули пурри ҫинчен илтнӗ, 2хулинче ҫавӑнти суя туррӑн ҫурчӗ те пур иккен, ҫурчӗ питӗ пуян-мӗн, унта ылтӑн ҫивиттисем, тимӗр тумтир, кӑрал пур иккен, ҫакна Александр — Филипп ывӑлӗ, Македони патши, эллинсен чи малтанхи патши — хӑварнӑ-мӗн. 3Антиох ҫавӑнта пырса ҫитнӗ те ҫаратас ӗмӗтпе хулана туртса илме тӑрӑшнӑ, анчах туртса илеймен, мӗншӗн тесессӗн унӑн шухӑшӗ хула ҫыннисемшӗн паллӑ пулнӑ. 4Вӗсем ӑна хирӗҫ вӑрҫа ҫӗкленсе тухнӑ та, вӑл вара пӑрахса тарнӑ, унтан вӑл, Вавилона ҫул тытса, питех те хуйхӑрса кайнӑ. 5Ҫавӑн чухне ун патне Персие пӗр ҫын хыпарпа пынӑ: Иуда ҫӗрне вӑрҫӑпа кайнӑ ҫарсем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, 6вӑйлӑ ҫарпа пуринчен малта пынӑ Лисие те иудейсем ҫӗнтернӗ, вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ: кӑралӗ те нумай, ҫарӗ те йышлӑ, хӑйсем парӑнтарнӑ ҫарсенчен туртса илнӗ тупӑшӗ те туллиех, 7вӗсем эсӗ Иерусалимри парне вырӑнне ирсӗрлесе туса лартнӑ чӳк вырӑнне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйсен сӑваплӑ Ҫурчӗ тавра унчченхи пекех ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, сан хулуна Вефсурӑна та хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ, тенӗ. 8Ҫак сӑмаха илтсессӗн, патша питӗ хытӑ хӑраса кайса пӑшӑрханса ӳкнӗ; хӑй шухӑшланӑ пек пулманшӑн хуйхӑрса, вырӑнӗ ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та йӑлтах халтан кайса выртнӑ. 9Вӑл унта нумай кунлӑхах юлнӑ, йывӑр хуйхи вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ; вӑл ӗнтӗ вилетӗп пулӗ тесе шухӑшла пуҫланӑ. 10Вара вӑл хӑйӗн тусӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: куҫӑмран ыйхӑм тарчӗ, куляннӑран чӗрем халсӑрланса ҫитрӗ. 11Хам ӑшӑмра шухӑшларӑм вара: еплерех асап патне ҫитсе тухрӑм иккен эпӗ, халӗ епле ҫунатӑп эпӗ! Хамӑн патшалӑхӑмра эпӗ усӑллӑ ҫынччӗ, мана юрататчӗҫ. 12Халӗ ӗнтӗ эпӗ Иерусалимра тунӑ усал ӗҫӗмсене, унти ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене пуҫтарса тухнине, Иудейӑра пурӑнакансене ытахальтен пӗтермешкӗн ҫар янисене аса илетӗп. 13Халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ: ҫакӑ хӗн-асап мана ҫав усал ӗҫсемшӗн ҫитрӗ — акӑ пысӑк хуйхӑ ҫапса хуҫнипе эпӗ ют ҫӗрте вилетӗп, тенӗ. 14Вара вӑл Филипа, хӑйӗн пӗр ҫывӑх юлташне, чӗнсе илнӗ те ӑна хӑй патшалӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ, 15ӑна патша пуҫкӑшӑльне, хӑйӗн патша тумтирне, куҫлӑ ҫӗррине парса, хӑйӗн ывӑлне Антиоха патшана лармалла пӑхса ӳстерме хушнӑ. 16Антиох патша ҫӗр хӗрӗх тӑххӑрмӗш ҫулта ҫапла вилнӗ.
17Патша вилнине пӗлсен, Лисий ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Антиоха, лартнӑ; вӑл ӑна мӗн ачаран пӑхса ӳстернӗ пулнӑ, патшана лартнӑ чухне вара ӑна Евпатор тесе ят панӑ. 18Ҫав хушӑра керемре тӑракансем Израиле сӑваплӑ Ҫурт таврашӗнче хӗссе пурӑннӑ, ӑна яланах сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ; 19вара Иуда вӗсене хӑваласа кӑларма шухӑш тытнӑ, вӗсене хупӑрласа илмешкӗн пӗтӗм халӑха чӗнсе пухнӑ. 20Ҫӗр аллӑмӗш ҫулта пурте пухӑнса вӗсене хупӑрласа илнӗ, вӗсене хирӗҫ ухӑ ҫӗмренӗ пемелли, хӳмене ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем вырӑнаҫтарса лартнӑ. 21Ҫав хупӑрласа илнӗ ҫынсенчен хӑшӗ-хӑшӗ керемрен тухнӑ, вӗсем ҫумне израильсен хӑш-пӗр усал ҫыннисем те хутшӑннӑ; 22вара вӗсем патша патне кайнӑ та каланӑ: эсӗ хӑҫанччен сут тумасӑр, пирӗн тӑванӑмӑрсемшӗн тавӑрмасӑр пурӑнӑн? 23Эпир санӑн аҫушӑн ӗҫлеме, унӑн йӑли-йӗркипе пурӑнма, вӑл хушнисене тытса пыма пулнӑ; 24анчах пире хамӑр халӑх ывӑлӗсемех хупӑрласа илчӗҫ, хамӑр халӑх хамӑртан ютшӑнчӗ, ӗнтӗ пире ӑҫта курнӑ унта вӗлереҫҫӗ, пурлӑхӑмӑра ҫаратаҫҫӗ, 25вӗсем пирӗн ҫине кӑна мар, пирӗн пӗтӗм ҫӗрӗмӗр ҫине аллине тӑснӑ. 26Халӗ акӑ вӗсем Иерусалим керемне хӑйсен аллине илесшӗн хупӑрласа тӑраҫҫӗ, ӗнтӗ хӑйсен сӑваплӑ Ҫуртне тата Вефсурӑна тӗреклетсе ҫирӗплетрӗҫ. 27Эхер те эсӗ вӗсене чарма васкамастӑн пулсассӑн, вӗсем хальхинчен те ытларах сӑтӑр тӑвӗҫ, ун чухне вара санӑн вӗсене чарма вӑю ҫитеймӗ, тенӗ. 28Ҫакна илтсессӗн, патша ҫилленсе кайнӑ та хӑйӗн пӗтӗм тусне, ҫарпуҫсене, утлӑ ҫар пуҫлӑхӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ. 29Ун патне урӑх патшалӑхсенчен те, тинӗс утравӗсенчен те тара кӗрӗшнӗ ҫарсем килсе ҫитнӗ, 30ҫапла вара унӑн ҫарӗн йышӗнче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫирӗм пин ҫынлӑ утлӑ ҫар тата вӑрҫӑ вӑрҫма хӑнӑхтарнӑ вӑтӑр икӗ сӑлан пулнӑ. 31Вӗсем Идумея ҫӗрӗ урлӑ каҫса Вефсура тӗлӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ та нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хулана ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем лартнӑ; лешӗсем ӗнтӗ сиксе тухнӑ та вӗсене вутпа ҫунтарса янӑ, питӗ хастар ҫапӑҫнӑ. 32Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда керем патӗнчен чакса кайнӑ та Вефсахарӑра патша тапӑрне хирӗҫ тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ. 33Патша ирхине ирех тӑнӑ та хӑйӗн ҫарӗпе васкасах Вефсахара еннелле кайнӑ, ҫарӗ ӗнтӗ ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ, трупасемпе кӑшкӑртса янӑ. 34Ҫапӑҫмашкӑн хаярланччӑр тесе, сӑлансене иҫӗм ҫырли юнӗпе пурҫӑн йывӑҫҫин юнне кӑтартнӑ; 35ҫак чӗрчунсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ, кашни сӑланӗ ҫумне пин ҫын тӑратнӑ, ҫыннисем тимӗр вӑчӑра тумтир, пӑхӑр калпак тӑхӑннӑ пулнӑ; кунсӑр пуҫне кашни сӑлан ҫумне чи паттӑр юланутҫӑсене пилӗкҫӗр ҫын тӑратнӑ. 36Вӗсем хӑйсен сӑланӗ патне малтанах пырса тӑнӑ, сӑланӗ ӑҫталла, кусем те ҫавӑнталла кайнӑ, унран юлман. 37Сӑланӗсем ҫинче ҫыхса лартнӑ ҫирӗп йывӑҫ пашне пекки пулнӑ, ун ӑшӗнче ҫавӑнтан вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑватӑ паттӑр ҫын тӑнӑ, сӑланне тытса-ертсе ҫӳрекенӗ пӗр Инди ҫынни пулнӑ. 38Ытти юланутҫӑсене, икӗ пая уйӑрса, кирлӗ чухне хӑрушлӑх ҫинчен систерччӗр, йывӑр килнӗ ҫӗрте пулӑшчӑр тесе, пӗрне ҫарӑн пӗр енне, тепӗрне тепӗр енне тӑратса тухнӑ. 39Ылтӑн та пӑхӑр хулкансем ҫинче хӗвел ҫиҫсе илсессӗн, таврари тусем ялтӑртатса вутлӑ ҫутаткӑҫ пек ҫуталса тӑнӑ. 40Патша ҫарӗн пӗр пайӗ ҫӳллӗ тусем тӑрӑх тӑсӑлса кайнӑ, ыттисем айлӑм вырӑнпа пынӑ, вӗсем ҫирӗппӗн, пӗр арпашмасӑр пынӑ. 41Ҫакӑн пек пысӑк йыш, ҫакӑн пек эшкер шавне, кӑралпа кӗмсӗртеттерсе пынине илтсе пурте хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫарӗ ку питех те пысӑк та вӑйлӑскер пулнӑ. 42Ӗнтӗ Иудӑпа унӑн ҫарӗ ҫапӑҫӑва кӗнӗ, — патша ҫарӗнчен ултҫӗр ҫын вилсе выртса юлнӑ. 43Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ. 47Анчах, патшанӑн вӑрҫа тухнӑ вӑйӗ пысӑккине, ҫарӗсенӗн вичкӗнлӗхне курса, иудейсем вӗсенчен пӑрӑнса кайнӑ. 48Патша ҫарӗ вара вӗсемпе вӑрҫма Иерусалим еннелле хускалса кайнӑ: патша хӑйӗн ҫарне Иудейӑпа Сион тӑвӗ ҫине янӑ. 49Вӑл Вефсурӑри ҫынсемпе килӗшӳ тунӑ, лешӗсем хуларан хӑйсемех тухнӑ пулнӑ, хупӑрласа илнӗ хулара тытӑнса тӑма вӗсенӗн апат-ҫимӗҫӗ те пулман, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче шӑмат ҫулталӑкӗ тӑнӑ. 50Ҫапла патша Вефсурӑна хӑйӗн аллине ҫавӑрса илнӗ те ӑна сыхласа тӑмашкӑн унта хурал хӑварнӑ. 51Унтан вӑл нумай кун хушши сӑваплӑ Ҫурта хупӑрласа тӑнӑ, ҫӗмренпе, чулпа пемешкӗн унта ҫӗмрен, вут, чул тата сӑнӑ ывӑтакан сӑпрайсем лартнӑ. 52Иудейсем те вӗсенӗн сӑпрайӗсене хирӗҫ тытӑҫма сӑпрайсем вырӑнаҫтарса тухнӑ, ӗнтӗ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ; 53анчах управӑшсенче малтан хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫӗ ҫитеймен, мӗншӗн тесессӗн ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул теекен ҫулталӑк пулнӑ, мӗн янтӑласа хунине Иудейӑна суя тӗнлӗ ҫынсенчен тарса пынӑ халӑх ҫисе янӑ; 54ҫапла вара сӑваплӑ Ҫурта сыхлама ҫынсем нумай юлман: выҫӑпа аптӑранипе кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне саланса пӗтнӗ.
55Лисий ҫавӑн чухне ҫакӑн пек хыпар илтнӗ: Антиох патша хӑй чӗрӗ чухнех ывӑлне, Антиоха, патшана кӗриччен пӑхса ӳстерме хушса хӑварнӑ Филипп, 56патшапа пӗрле ҫӳренӗ ҫара ертсе, Персипе Миди ҫӗрӗнчен таврӑннӑ-мӗн, халӗ вара патшалӑх ӗҫне хӑйӗн аллине илме ӑнтӑлать иккен. 57Ҫавӑнпа вӑл васкасах кайнӑ та патшана, ҫарпуҫсене тата аслӑ улпутсене ҫапла каланӑ: пире кашни кунах ҫитмен пурӑнӑҫ аптӑратать, пирӗн апат-ҫимӗҫ те сахал, хамӑр хупӑрласа илнӗ вырӑн вара ҫирӗп тӑрать-ха, ҫав хушӑрах пирӗн тата патшалӑха та пӑхса тӑмалла. 58Эппин, сылтӑм аллӑмӑра парар ҫав ҫынсене, вӗсемпе, вӗсенӗн пӗтӗм халӑхӗпе килӗшӳ тӑвар, 59вӗсене, ӗлӗкхи пекех, хӑйсен саккунӗсемпе пурӑнма ирӗк парар: вӗсем пире хӑйсен саккунӗсене пӑрахӑҫланӑшӑн тарӑхса кайрӗҫ, вара ҫак ӗҫе туса хучӗҫ, тенӗ. 60Ку сӑмах патшапа пуҫлӑхсен кӑмӑлне килнӗ, вара Лисий Израиль ҫыннисем патне килӗшӳ тума ҫынсем янӑ; лешӗсем сӗнӳпе килӗшнӗ; 61патшапа пуҫлӑхсем килӗштерсе пурӑнма тупа тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн израильсем керемрен тухнӑ. 62Унтан патша Сион тӑвӗ ҫине улӑхса ҫирӗплетнӗ вырӑна пӑхса ҫӳренӗ, хӑй тупа тунине пӑхмасӑр хӳмене йӗри-таврах ишсе антарма хушнӑ. 63Вара вӑл васкасах тухса кайнӑ та Антиохие таврӑннӑ, унта хула Филипп аллинче иккенне курнӑ, ӗнтӗ унпа тытӑҫса, патша хулана вӑйпа туртса илнӗ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.