Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 8
8
1Ҫавӑн чухне Рим халӑхӗн чапӗ Иуда хӑлхине те ҫитнӗ: Иуда вӗсем хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх, хӑйсем патне пыракансене вӗсем пурне те хапӑл йышӑнаҫҫӗ, кам пыраканпа пуринпе те туслӑ тӑма килӗшӳ тӑваҫҫӗ тенине илтнӗ. 2Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ. 12Хӑйсен тусӗсемпе, хӑйсене шанакансемпе вара вӗсем туслӑ тӑнӑ; ҫывӑхри патшалӑхсене те, аякрисене те хӑйсен аллине илнӗ, вӗсенӗн ятне илтнисем пурте вӗсенчен хӑраса тӑнӑ. 13Эхер те кама пулӑшас, кама патшана лартас теҫҫӗ, ҫавсем патшана лараҫҫӗ, кама улӑштарас теҫҫӗ, ҫавна улӑштараҫҫӗ; ҫапла вӗсем питӗ ҫӗкленсе кайнӑ; 14ҫапла пулин те вӗсем нихӑшӗ те патша пуҫкӑшӑлӗ тӑхӑнса, патша тумтирӗ тӑхӑнса мӑнкӑмӑлланса ҫӳремен. 15Вӗсем хӑйсем хушшинче канаш туса хунӑ, вӗсем кашни кун виҫҫӗр ҫирӗм ҫын пухӑнса халӑх пурӑнӑҫӗпе, ӑна ырӑлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ пур ӗҫ ҫинчен те канашлаҫҫӗ. 16Кашни ҫулах вӗсем пӗр ҫынна суйласа илеҫҫӗ те хӑйсене ертсе пыма, хӑйсен ҫӗрне тытса тӑма пуҫлӑх туса хураҫҫӗ, пурте вара ҫав пуҫлӑха пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, хӑйсем хушшинче вӗсен ӑмсанасси, кӗвӗҫесси ҫук.
17Ҫапла кала-кала панине илтсессӗн, Иуда ӗнтӗ Евполема — Аккос ывӑлӗн Иоанӑн ывӑлне — тата Елеазар ывӑлне Иасона суйласа илнӗ те вӗсене Рим халӑхӗпе туслӑ, татуллӑ пурӑнма килӗшӳ тума кӑларса янӑ, 18«эпир эллинсен патшалӑхӗ Израиль халӑхне чуралантарасшӑн пулнине куратпӑр, пире вӗсен пусмӑрне лекме ан парӑр» тесе калама хушнӑ. 19Ҫулӗ питӗ вӑрӑм пулнӑ пулин те, ҫапла вӗсем Рим хулине тухса кайнӑ, унта канаша пухӑннисем патне кӗрсе ҫакӑн пек каланӑ: 20Иуда Маккавейпа унӑн тӑванӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра туслӑ пурӑнасчӗ тесе тату тума ячӗҫ, пирӗн халӑх хӑйне хӑвӑр юлташӑрсемпе тусӑрсен шутне кӗртме ыйтать, тенӗ. 21Лешӗсене килӗшнӗ ҫак сӑмах. 22Иудейсене мӗнле хуравланине вӗсем пӑхӑр хӑмасем ҫине ҫырнӑ, ҫавна ҫырса илсе Иерусалима — килӗшсе те пӗрлӗхлӗ пурӑнмаллине астутарса тӑма — парса янӑ; унта акӑ ҫапла ҫырнӑ: 23«Рим ҫыннисемпе Иудея халӑхне тинӗсре те, тип ҫӗр ҫинче те ӗмӗр-ӗмӗрех ырӑлӑх пултӑр, хӗҫ те, тӑшман та вӗсенчен аякра тӑччӑр! 24Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ. 29Рим ҫыннисем Иудея халӑхӗпе ҫапла калаҫса татӑлса килӗшӳ тунӑ. 30Эхер те хӑш халӑхӗ те пулин ҫак йышӑну ҫумне мӗн те пулин хушас е унран кӑларса пӑрахас тесессӗн, ҫакна пӗр-пӗринпе канашласа тумалла, вара мӗн хушни е кӑларни вӑя кӗрӗ, тенӗ. 31Димитрий патша Иудея халӑхне тунӑ усал ӗҫ пирки эпир ун патне ҫапла ҫырса ятӑмӑр: «мӗншӗн эсӗ пирӗн тусӑмӑрсем ҫине, пирӗнпе килӗшӳллӗ тӑракан иудейсем ҫине, йывӑр ҫӗклем хутӑн? 32Вӗсем сан ҫинчен тата тепре ҫапла пӗлтерсессӗн, эпир вӗсен тӗрӗслӗхне хӳтӗлӗпӗр, тинӗсре те, тип ҫӗр ҫинче те сана хирӗҫ вӑрҫӑпӑр» терӗмӗр, тенӗ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.