YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 5

5
1Парне вырӑнне туса лартни ҫинчен тата сӑваплӑ Ҫурта та ӗлӗкхи пекех юсаса ҫӗнетни ҫинчен илтсессӗн, таврари халӑхсем питех те тарӑхнӑ; 2вара хӑйсем хушшинче пурӑнакан Иаков йӑхне тӗп тума шухӑш тытнӑ та ҫак халӑх ҫыннисене вӗлерме, пӗтерсе пыма пикеннӗ. 3Вара Иуда, Идумейӑна кайса, Акравим тӑрӑхӗнче Израиле йӗри-таврах хупӑрласа тӑракан Исав ывӑлӗсене вирлӗн тапӑннӑ та вӗсене питӗ вӑйлӑ аркатса тӑкса йӑвашлантарнӑ, пурлӑхӗсене туртса илнӗ. 4Вӑл Веан ывӑлӗсен усаллӑхне те аса илнӗ: ҫулсем ҫинче вӑрттӑн сыхласа тӑнӑран вӗсем Израиль халӑхӗшӗн серепе, тапӑ вырӑннех пулнӑ. 5Вӗсем пашнесене пытанса питӗрӗнсе ларнӑ пулсассӑн та, Иуда вӗсене хӑватлӑн тапӑннӑ, вӗсене пӗтмелле тупаланӑ, пашнесене вут тивертсе, ҫынни-мӗнӗпех ҫунтарса янӑ. 6Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Аммон ывӑлӗсене хирӗҫ кайнӑ, ӑна хирӗҫ питӗ вӑйлӑ ҫарпа темӗн чухлӗ халӑх тухнӑ, вӗсене Тимофей ертсе пынӑ. 7Вӑл вӗсемпе нумай хутчен тытӑҫса илнӗ, юлашкинчен вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӑл вӗсене тӗп тунӑ; 8Иазер хулипе унӑн ялӗсене туртса илнӗ те каялла Иудейӑна таврӑннӑ. 9Ҫавӑн чухне Галаадра пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчи Израиль ҫыннисене пӗтерес тесе пуҫтарӑннӑ; анчах лешӗсем Дафема керемне тарса кайнӑ. 10Ҫавӑнтан вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсем, пире пӗтерес тесе, пире хирӗҫ пуҫтарӑнчӗҫ, 11вӗсем ӗнтӗ, тапранса тухса, эпир тарса килнӗ кереме тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенӗн ҫарне Тимофей ертсе пырать. 12Ӗнтӗ килсемччӗ, пире вӗсен аллинчен хӑтарсамччӗ, ахаль те пире нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 13Тов ҫӗрӗнче пурӑнакан пур тӑванӑмӑр та вилӗм аллинче ӗнтӗ, вӗсенӗн арӑмӗсене, вӗсенӗн ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ, пурлӑхне те пуҫтарса тухса кайрӗҫ, унта пин ҫынна яхӑн вӗлерчӗҫ, тенӗ. 14Ҫав ҫырӑва вуласа та пӗтереймен-ха, акӑ ӗнтӗ Галилейӑран урӑх хыпарҫӑсем, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтир тӑхӑннӑскерсем, ҫакӑн пек хыпар илсе ҫитернӗ: 15пире хирӗҫ Птолемаида, Тир, Сидон ҫыннисем тата пӗтӗм Галилейӑри суя тӗнлӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ — вӗсем пире пӗтересшӗн, тенӗ. 16Иудӑпа халӑх ҫак сӑмахсене илтсессӗн, питӗ йышлӑ пуху пухӑннӑ; вӗсем ҫав суя тӗнлӗ ҫынсем вӑрҫӑпа хӑратса тӑракан, пысӑк инкеке кӗрсе ӳкнӗ тӑванӗсемшӗн мӗн тумалла-ши? тесе канашланӑ. 17Вара Иуда хӑйӗн Симон пиччӗшне каланӑ: ҫынсем суйласа ил те кай, Галилейӑри тӑванусене хӳтӗле; эпир вара Ионафан шӑллӑмпа иксӗмӗр Галаада кайӑпӑр, тенӗ. 18Иудейӑра юлакан халӑха пӑхса тӑма вӑл Захария ывӑлне Иосифа тата Азарияна хушнӑ, вӗсенех Иудейӑна сыхлама юлашки ҫарне парса хӑварнӑ. 19Вӗсене вӑл акӑ ҫапла хушнӑ: халӑха лайӑх пӑхса тӑрӑр, эпир таврӑниччен суя тӗнлӗ ҫынсемпе вӑрҫӑ ан кӑларӑр, тенӗ. 20Симона Галилея ҫӗрне каймашкӑн виҫӗ пин ҫын уйӑрса панӑ, Иуда вара Галаада кайма сакӑр пин ҫын илнӗ. 21Симон ӗнтӗ Галилейӑна тухса кайнӑ, унта вӑл суя тӗнлӗ халӑхпа нумай хутчен тытӑҫса ҫапӑҫнӑ, юлашкинчен вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 22Вӑл вӗсене Птолемаида хапхи патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, суя тӗнлисем виҫӗ пин ҫын таран пӗтнӗ, вӑл вӗсен пурлӑхне туртса илнӗ. 23Тата вӑл Галилейӑпа Арваттра пулнӑ [иудейсене] арӑмӗсемпе, ачи-пӑчипе пӗрле, мӗнпур япали-пурлӑхӗпе Иудейӑна илсе килнӗ, питех те савӑнса килнӗ вӗсем. 24Иуда Маккавейпа унӑн Ионафан шӑллӗ вара, Иордан шывӗ урлӑ каҫса, пушхирпе виҫӗ кун кайнӑ. 25Вӗсене набатейсем тӗл пулса кӑмӑллӑн йышӑннӑ, вара Галаадра хӑйсен тӑванӗсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ: 26вӗсенчен чылайӑшне Васара, Восор, Алема, Хасфор, Макед тата Карнаим хулисене хупса лартнӑ-мӗн, — ҫав хуласем пурте тӗреклӗлетнӗ, аслӑ хуласем пулнӑ, — 27вӗсене Галаадри ытти хулара та хупӑрласа илнӗ-мӗн, ыран ӗнтӗ ҫав тӗреклӗлетнӗ хуласене тапӑнса туртса илме, пурне те пӗр кун хушшинчех вӗлерсе пӗтерме палӑртса хунӑ иккен. 28Ҫавӑнпа та Иуда хӑйӗн ҫарӗпелен сасартӑках пушхире Восор патнелле ҫул тытнӑ, ҫав хулана туртса илсе арҫынӗсене пурне те хӗҫ ҫивӗчӗшӗ айне тунӑ, вӗсенӗн мӗнпур пурлӑхне туртса илнӗ, хулине вутпа ҫунтарса янӑ; 29ҫавӑнтан ҫӗрле тухса тепӗр тӗреклӗлетнӗ хула патнелле кайнӑ. 30Тул ҫутӑлсассӑн пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ: хулана шутсӑр йышлӑ халӑх ҫавӑрса илнӗ, хӳме ҫине улӑхма чикмексем тӑратаҫҫӗ, хӳмене ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартаҫҫӗ. 31Хуларисем трупапа кӑшкӑртни, кӑшкӑрни-ӳлесе йӗни тӳпене ҫитиех ҫӗкленнӗ, ҫапла ҫапӑҫу пуҫланнине курса, Иуда 32ҫар ҫыннисене каланӑ: халӗ ӗнтӗ тӑванӑрсемшӗн ҫапӑҫӑр, тенӗ. 33Вӑл тӑшмансене хыҫалтан виҫӗ ушкӑнпа ҫавӑрса илнӗ те, унӑн ҫыннисем кӗлтуса трупасемпе кӑшкӑртса янӑ; 34Тимофей ҫарӗ вара ку вӑл Маккавей иккенне тавҫӑрса илнӗ те унран ҫаврӑнса тарнӑ, Иуда вӗсене хӑваласа ҫитсе питӗ вӑйлӑ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Тимофейӑн ҫав кун сакӑр пине яхӑн ҫын пӗтнӗ. 35Иуда вара Масфа еннелле ҫул тытнӑ, ӑна хупӑрласа тӑрса туртса илнӗ, унти мӗнпур арҫынна вӗлерсе тухнӑ, унти пурлӑха пуҫтарса илсе, хулине вутпа ҫунтарса янӑ; 36унтан малалла кайса, вӑл Хасфон, Макед, Восор тата Галаад ҫӗрӗнчи ытти хуласене туртса илнӗ.
37Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Тимофей тепӗр ҫар пухнӑ та юхӑм шыв леш енчи Рафон хули умӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ. 38Иуда унӑн ҫарне пӑхса килме ҫынсем янӑ, лешӗсем вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: вӗсем патне хамӑр таврари пур суя тӗнлӗ халӑх та пухӑннӑ — ҫапла питех те йышлӑ ҫар чӑмӑртаннӑ, 39тата вӗсем хӑйсене пулӑшма Арави ҫыннисене тара тытса юхӑм шыв леш енне тапӑрӑн ларса тухнӑ, сана хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑраҫҫӗ, тенӗ. Иуда вара вӗсене хирӗҫ кайнӑ. 40Иудӑпа унӑн ҫарӗ юхӑм шыв патнелле ҫывӑхарса пынӑ чухне Тимофей хӑйӗн ҫарпуҫӗсене ҫапла каланӑ: эхер те вӑл пирӗн пата маларах каҫса ӗлкӗрсессӗн, эпир ӑна хирӗҫ тӑма вӑй ҫитереймӗпӗр, вӑл пире ҫӗнтерӗ. 41Эхер те вӑл хӑраса юхӑм шыв леш енчех тапӑрӑн тӑрсассӑн, эпир хамӑр ун патне каҫӑпӑр та ӑна ҫӗнтерӗпӗр, тенӗ. 42Иуда юхӑм шыв патне ҫитнӗ-ҫитменех халӑх валли ҫарпуҫсем уйӑрса лартнӑ та вӗсене ҫапла хушнӑ: тапӑрта пӗр ҫын та ан хӑварӑр, пурте вӑрҫӑ вӑрҫма кайччӑр, тенӗ. 43Хӑй вара чи малтан каҫса кайнӑ, ун хыҫӗнчен пӗтӗм халӑх каҫнӑ. Вӗсем суя тӗнлисене пӗтӗмпех ҫапса аркатнӑ, лешӗсем, кӑралне пӑрахса хӑварсах, Карнаинри йӗрӗх ҫуртне тарса кайнӑ. 44Иуда ҫыннисем ӗнтӗ ҫав хулана ҫӗнтерсе илнӗ те йӗрӗх ҫуртне унта пытаннӑ мӗнпур ҫынни-мӗнӗпе ҫунтарса янӑ; Карнаина парӑнтарнӑ, вӑл текех Иудӑна хирӗҫ тӑма пултарайман. 45Иуда вара Галаадра пурӑннӑ израильсене ватти-вӗтти таранах, вӗсен арӑмӗсемпе, вӗсен ачисемпе пӗрле, пурлӑхне те илтерсе, Иудея ҫӗрне кайма пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ, унӑн питӗ пысӑк ҫар пулса тӑнӑ. 46Ҫапла вӗсем Ефрон патне ҫитнӗ. Ку вӑл вӗсен ҫулӗ ҫинчи лайӑх тӗреклӗлетнӗ пысӑк хула пулнӑ: унран сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнса иртсе кайма май пулман; унӑн варрипе каймалла пулнӑ, 47хула ҫыннисем питӗрӗнсе ларнӑ та хула хапхине чулпа купаласа-хупласа хунӑ. 48Иуда вӗсем патне калаҫса татӑлма ҫынсем янӑ: хамӑр ҫӗрӗмӗре ҫитмешкӗн эпир сирӗн ҫӗрӗр витӗр тухса кайӑпӑр, сире никам та кӳрентермӗ, эпир утса ҫеҫ тухӑпӑр, тенӗ. Анчах лешӗсем ӑна уҫса кӗртесшӗн пулман. 49Иуда вара ҫар ҫыннисене кашнийӗ вӑрҫа хатӗрленсе тӑтӑр тесе пӗлтерме хушнӑ; 50ҫар ҫыннисем ӗнтӗ, вӑрҫа ҫӗкленсе, хулана ҫавӑрса илнӗ, вӗсем ӑна ҫав кун кунӗпех, ҫӗрле те ҫӗрӗпех хупӑрласа тӑнӑ, юлашкинчен хула Иудӑна парӑннӑ. 51Иуда хулари арҫынсене пурне те хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ, хулине тӗппипе аркатса тӑкнӑ, тупӑш пуҫтарса илнӗ, вара хула витӗр ҫын виллисем урлӑ каҫса иртсе кайнӑ. 52Унтан вӗсем, Иордан урлӑ каҫса, Вефсан тӗлӗнче сарӑлса выртакан аслӑ тӳремлӗхе тухнӑ. 53Иудея ҫӗрне ҫитиччен пӗтӗм ҫул тӑршшӗпех Иуда кая юлакансене пуҫтарса, хавхалантарса пынӑ. 54Ҫитсессӗн, вӗсем Сион тӑвӗ ҫине хӗпӗртесе те савӑнса улӑхнӑ, вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парнесем кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн мӗн каялла ҫаврӑнса киличченех вӗсен пӗр ҫынни те пӗтмен.
55Иудӑпа Ионафан — Галаадра, вӗсен Симон пиччӗшӗ Галилейӑра Птолемаида патӗнче пулнӑ чухне 56ҫарпуҫсем Захария ывӑлӗ Иосиф тата Азария вӗсенӗн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен илтнӗ те 57каланӑ: эпир те хамӑр ята чапа кӑларар; хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсемпе ҫапӑҫма каяр, тенӗ. 58Вара вӗсем хӑйсен аллинчи ҫара ҫапла каласа пӗлтернӗ те Иамния хули ҫине кайнӑ. 59Хуларан вӗсене хирӗҫ Горгий хӑйӗн ҫарӗпе ҫапӑҫӑва тухнӑ. 60Иосифпа Азария ӗнтӗ пӑрахса тарнӑ, Горгий вӗсене Иудея ҫӗрне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; ҫав кун Израиль халӑхӗн икӗ пине яхӑн ҫынни пӗтнӗ. 61Израиль халӑхӗ вӑйлах пӑлханса ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартма ӗмӗтленсе вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем хушса хӑварнине итлемен, 62Иосифпа Азария ӗнтӗ Израиле хӑтарма пӳрнӗ ҫынсен йӑхӗнчен пулман. 63Иудӑпа унӑн тӑванӗсем вара пӗтӗм Израиль умӗнче, вӗсен ятне илтнӗ халӑхсем умӗнче чапа тухнӑ, — 64вӗсене мухтаса ырӑ сунма нумайӑшӗ ятарласа пухӑна-пухӑна пынӑ.
65Ҫавӑн хыҫҫӑн Иудӑпа унӑн тӑванӗсем, кӑнтӑр енчи ҫӗре кайса, Исав ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Хеврон хулипе унӑн ялӗсене парӑнтарнӑ, ун тӗрекне аркатса тӑкнӑ, ун таврашӗнчи пашнесене ҫунтарса янӑ, 66унтан, ют халӑх ҫӗрне кайма тесе, вӗсем тӑвалла хӑпарнӑ, Самари ҫӗрӗ витӗр тухнӑ. 67Ҫав вӑхӑтра ҫапӑҫусенче чапа тухас ӗмӗтпе вӑрҫа ӑссӑрла паттӑрланса тухнӑ священниксем нумай пӗтнӗ. 68Иуда ӗнтӗ Азот енне, ют халӑх ҫӗрне, пӑрӑнса кайнӑ, унти чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен туррисен касса тунӑ кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хуласенчен тупӑш пуҫтара-пуҫтара илнӗ, вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in