YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 12

12
1Вӑхӑт ӗҫе меллӗ килсе пынине кура, Ионафан ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене Рим хулине Рим халӑхӗпе тунӑ туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе яма янӑ, 2Спарта ҫыннисем патне те, ытти вырӑна та ҫавӑн ҫинченех ҫырса янӑ. 3Ионафан ҫыннисем Рима ҫитнӗ те канаш тӑвакансем патне кӗрсе ҫапла каланӑ: «аслӑ священник Ионафанпа Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра ӗлӗкхи пек туслашса пӗр канашлӑ пулса тӑма ячӗҫ» тенӗ. 4Унта вӗсене, хӑйсен ҫӗрне Иудейӑна ыррӑн-сыввӑн ӑсатса яччӑр тесе, вырӑнти пуҫлӑхсем валли ҫыру парса янӑ. 5Ионафан Спарта ҫыннисем патне ҫырса янӑ ҫыру ҫакӑ: 6«аслӑ священник Ионафан, Иудея халӑхӗн аслӑ ҫыннисем, священникӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хӑйсен Спартӑри тӑванӗсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 7Ӗлӗкех-ха Дарий [Арей], сирӗн патшӑр пулнӑскер, аслӑ священник Ония патне ҫырусем янӑ пулнӑ, ҫав ҫырусенче эсир пирӗн тӑвансем иккенни ҫинчен каланӑ. 8Ҫавӑн чухне Ония сирӗн халӑхӑр янӑ ҫынна чыс туса йышӑннӑ, пирӗн хушшӑмӑрти туслӑхпа татулӑх ҫинчен уҫӑмлӑн каланӑ ҫырусене илнӗ. 9Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ. 11Эпир хамӑр йӑлапа сире уявсерен те, ҫавӑн пекех уявлама хунӑ ытти кунсерен те парне кӳнӗ чухне, кӗлтунӑ чухне, нихӑҫан та сиктерсе хӑвармасӑр, тӑвансене асӑннӑ пек асӑнатпӑр. 12Эпир сирӗн мухтавӑра курса тӑрса савӑнатпӑр; 13пирӗн вара инкекӗ нумай, тӑтӑшах вӑрҫӑ вӑрҫма тивет: таврари патшасем пире хирӗҫ вӑрҫрӗҫ. 14Анчах эпир сире те, хамӑрпа пӗр килӗшӳри ытти туссене те ҫав вӑрҫӑсене явӑҫтарса чӑрмантарас темерӗмӗр, 15мӗншӗн тесессӗн пирӗн ҫӳлти пулӑшу пур, пире Турӑ Хӑй пулӑшать; ҫапла эпир хамӑр тӑшмансенчен хӑтӑлтӑмӑр, пирӗн тӑшмансене лӑплантарнӑ ӗнтӗ. 16Халӗ эпир, Антиох ывӑлне Нуминие тата Иасон ывӑлне Антипатра суйласа илсе, Рим ҫыннисем патне ӗлӗкхи туслӑхпа пӗрлӗхе ҫӗнетме ятӑмӑр. 17Вӗсене сирӗн патӑра та ҫитме хушрӑмӑр, сире ырӑ сунса саламлама, сире хамӑр ҫырӑва — туслӑхӑмӑра ҫӗнетесчӗ тесе ҫырнӑ ҫырӑва — пама хушрӑмӑр. 18Ҫавна вуласа пире хуравласассӑн, эсир аван тунӑ пулӑттӑр» тенӗ ҫав ҫырура.
19Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20«Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
24Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий ҫарпуҫӗсем унчченхинчен нумайрах ҫар пухса хӑйпе вӑрҫма таврӑннӑ тенине илтнӗ те, 25Иерусалимран тухса, вӗсене Амафит ҫӗршывӗнче кӗтсе илнӗ, ҫапла вӗсене хӑйӗн ҫӗрне кӗме май паман. 26Вӑл вӗсен тапӑрне вӑрттӑн пӑхса килме ҫынсем янӑ; каялла таврӑнсан, лешӗсем ӑна тӑшман ҫав каҫах ҫӗрле тапӑнма хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 27Ҫавӑнпа хӗвел ансанах Ионафан хӑйӗн ҫыннисене ҫапӑҫӑва хатӗрленсе, кӑралпа авӑрланса ҫӗрӗпех сыхӑ тӑма хушнӑ, тапӑр йӗри-тавра хуралҫӑ тӑратса тухнӑ. 28Тӑшмансем Ионафан хӑйӗн ҫарӗпе ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнине илтнӗ те хӑраса ӳкнӗ, вӗсен сехри хӑпсах тухнӑ, вара хӑйсен тапӑрне кӑвайт чӗртсе хӑварнӑ та пӑрахса кайнӑ. 29Ионафанпа унӑн ҫыннисем, ҫунакан кӑвайт ҫутине курса тӑнӑран, ҫакӑн ҫинчен ирччен те пӗлмен. 30Ионафан ӗнтӗ вӗсем хыҫӗнчен хӑваласа кайнӑ, анчах хуса ҫитеймен: лешӗсем Елевфера шывӗ урлӑ каҫса кайма ӗлкӗрнӗ. 31Ҫакӑн хыҫҫӑн Ионафан заведейсем теекен арабсем ҫине кайнӑ, вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса пурлӑхӗсене туртса илнӗ. 32Унтан таврӑнсан, Дамаск хулине ҫитичченех кайса таврари пӗтӗм ҫӗр витӗр тухнӑ. 33Симон та тапранса тухнӑ та Аскалон хулипе ун таврашӗнчи керемсем патнех ҫитнӗ, унтан Иоппи ҫине кайса ӑна хӑй аллине илнӗ, 34мӗншӗн тесессӗн вӑл [Иоппи ҫыннисем] кереме Димитрий ҫарне парасшӑн тенине илтнӗ пулнӑ — ӗнтӗ хулана сыхлама унта хурал тӑратса хӑварнӑ. 35Вӑрҫӑран таврӑнсан, Ионафан халӑх пуҫлӑхӗсене пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнче керемсем тӑвас тесе, вӗсемпе канаш тытнӑ, 36вӑл Иерусалим хӳмине хӑпартасшӑн пулнӑ, керемпе хула хушшине ҫӳллӗ хӳме хӳсе кереме хуларан уйӑрасшӑн пулнӑ, ҫапла вӑл Иерусалимран уйрӑммӑн лартӑр, унта нимӗнле суту-илӳ те ан пултӑр тенӗ. 37Хулана тӳрлетме тытӑнса хӗвелтухӑҫ енчи юхӑм шыв хӗрринчи хӳме патне ҫитсессӗн, Хафенафӑна юсаса лартнӑ. 38Симон вара Сефила айлӑмӗнчи Адида хулине тӗреклӗлетнӗ, хапхисене сӑлӑп ярса питӗрмелле тунӑ.
39Ҫав хушӑра Трифон Ази патши пулма, патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнма, Антиох патшана вӗлерме шут тытнӑ, 40анчах вӑл Ионафан вӑрҫӑпа хирӗҫ тӑрса хӑйне чӑрмантарасран шикленнӗ; ҫавӑнпа ӑна мӗнле те пулсан ярса илсе вӗлерме май шыранӑ, ҫапла вара ҫар пухнӑ та Вефсан хулине кайнӑ. 41Ионафан ӑна хирӗҫ суйласа илнӗ маттур та вӑрҫӑ вӑрҫма хастар хӗрӗх пин ҫынпа тухнӑ, Вефсана пынӑ. 42Ионафан пысӑк йышлӑ ҫарпа пынине курсассӑн, Трифон ӑна хирӗҫ тӑма хӑранӑ. 43Вӑл ӑна чыслӑн йышӑннӑ, унпа мӗнпур тусне паллаштарнӑ, ӑна парнесем панӑ, хӑйӗн ҫарне ӑна хӑйне итленӗ пекех итлесе тӑма хушнӑ. 44Унтан Ионафана ҫапла каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта вӑрҫӑ пулас ҫук, апла эсӗ ҫак халӑха мӗншӗн тертлентеретӗн? 45Хӑвна валли кӑштах ҫар хӑвар та ытти халӑха килне яр, эпир иксӗмӗр вара Птолемаидӑна кайӑпӑр, вӑл хулана эпӗ санӑн аллуна парӑп, ытти керемпе ытти ҫара та, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхӗсене те сана парӑп, хам эпӗ кунтах таврӑнӑп; килессе те эпӗ кунта юри ҫавӑнпа килнӗччӗ, тенӗ. 46Ионафан ӑна ӗненсе вӑл каланӑ пек тунӑ: ҫарӗсене каялла янӑ, вӗсем вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ, 47хӑй патне виҫӗ пин ҫын хӑварнӑ, вӗсенчен икӗ пинӗшне Галилейӑна хӑварса, хӑйпе пӗрле пӗр пинне анчах илсе кайнӑ. 48Птолемаидӑна ҫитсе кӗнӗ-кӗменех, хула ҫыннисем хапхана питӗрнӗ те Ионафана хӑйне ярса илнӗ, унпа пӗрле кӗнисене хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ. 49Вара Трифон, Ионафанпа пӗрле пулнисене пурне те пӗтерсе тӑкас тесе, Галилейӑпа аслӑ тӳремлӗхе ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар янӑ. 50Анчах лешӗсем, Ионафанпа унӑн юлташӗсене ярса тытса вӗлернӗ тенине илтсессӗн, пӗр-пӗрне хавхалантарса, ҫапӑҫма хатӗрленсе тачӑ ӗретпе тухнӑ. 51Тӑшмансем вара, вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма хатӗррине курса, каялла кайнӑ. 52Кусем ӗнтӗ Иудея ҫӗрне ӑнӑҫлах таврӑннӑ, Ионафанпа унӑн юлташӗсемшӗн хӳхленӗ, ҫав хушӑрах тӑшмансем килсе тапӑнасран хӑраса тӑнӑ, пӗтӗм Израиль хурланса йӗнӗ. 53Таврари халӑхсем ҫавӑн чухне вӗсене тӗппипе пӗтерсе пӑрахма май шыранӑ, вӗсем: «ӗнтӗ Израилӗн пуҫлӑх ҫук, тӑрӑшаканӗ ҫук, вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа каяр та ҫынсем хушшинче вӗсенӗн ячӗ те юлмалла мар пӗтерсе тӑкар» тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in