Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 13
13
1Симон ҫавӑн чухне Трифон Иудея ҫӗрне кайса тустарса тухмашкӑн пысӑк ҫар пухни ҫинчен илтнӗ, 2вара, халӑх хӑраса-сехӗрленсе тӑнине курса, вӑл Иерусалима хӑпарнӑ та халӑха пуҫтарнӑ. 3Вӗсене хавхалантарса ҫапла каланӑ: хамӑр саккуншӑн, сӑваплӑ Ҫуртӑмӑршӑн эпӗ те, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн атте килӗ те мӗн чухлӗ тӑрӑшнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, эпир мӗнле вӑрҫӑсемпе мӗнлерех йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернине те пӗлетӗр. 4Ӗнтӗ манӑн пур тӑванӑм та Израильшӗн пуҫ хучӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм. 5Халӗ ӗнтӗ, пусмӑр вӑхӑтӗнче, манӑн хамӑн пурӑнӑҫӑма хӗрхенсе тӑни ан пултӑр — эпӗ тӑванӑмсенчен уйрӑлсах тӑмастӑп. 6Хамӑн халӑхӑмпа сӑваплӑ Ҫуртӑмӑршӑн, хамӑр арӑмӑрсемпе ачамӑрсемшӗн тавӑрӑп эпӗ: ӗнтӗ курайманнипе таврари халӑхсем пурте пире пӗтерме пӗрлешрӗҫ, тенӗ. 7Ҫак сӑмахсене илтнӗ-илтменех халӑх ҫӗкленсе-хавхаланса, 8кӗр кӗрлесе кайнӑ: халӗ Иудӑпа Ионафан шӑллу вырӑнне пирӗн ҫулпуҫ — эсӗ. 9Пуҫла хамӑр вӑрҫа, эпир эсӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, тенӗ. 10Вара Симон вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ара пуҫтарнӑ, Иерусалим хӳмине те васкасах хӳсе ҫавӑрса хулана пур енчен те ҫирӗплетсе лартнӑ. 11Унтан Авессалом ывӑлне Ионафана ҫителӗклӗ таран ҫар парса Иоппи хулине янӑ, лешӗ хула ҫыннисене хӑваласа кӑларнӑ та хӑй унтах юлнӑ.
12Ҫав вӑхӑтра Трифон Иудея ҫӗрне пырса кӗмешкӗн Птолемаидӑран пысӑк йышлӑ ҫарпа хӑпарнӑ; унпа пӗрле хурал аллинчи Ионафан та пулнӑ. 13Симон ӗнтӗ Адида хули патне, тӳремлӗхе хирӗҫ, тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ. 14Трифон вара, Ионафан вырӑнне унӑн Симон пиччӗшӗ тӑнине тата вӑл ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма шухӑшлине пӗлсессӗн, ун патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 15санӑн Ионафан шӑллу хӑйне кирлӗ пулнӑран патша хыснинчен кӗмӗл илсе парӑма кӗнӗччӗ, эпир ӑна ҫавӑншӑн тытса юлтӑмӑр. 16Халӗ ҫӗр талант кӗмӗл тӳле те Ионафана ирӗке ярсассӑн пирӗнтен уйӑрӑласран унӑн икӗ ывӑлне саклата яр, вара эпир ӑна ирӗке ярӑпӑр, тенӗ. 17Симон вӗсем улталаса калаҫнине сиснӗ, анчах кайран халӑх хӑйне курайми пулмаллах ӳпкелеме ан тытӑнтӑр тесе, Трифон патне кӗмӗл те, Ионафан ачисене те ӑсатнӑ, 18халӑх: «Симон кӗмӗл тӳлеменрен тата ачасене ӑсатманран Ионафан вилчӗ» тесе калама пултарнӑ. 19Ҫапла ӗнтӗ Симон ачасене те янӑ, ҫӗр талант та ярса панӑ; анчах Трифон улталанӑ, Ионафана ирӗке яман. 20Ҫавӑн хыҫҫӑн Трифон, Иудея ҫӗрне кӗрсе тустарса тухас тесе, тавра ҫулпа Адара ҫине кайнӑ. Анчах, вӑл кирек ӑҫталла кайсассӑн та, Симонпа унӑн ҫарӗ пур ҫӗрте те ун хыҫӗнченех пынӑ. 21Керемре ларакансем Трифон патне элчӗсем янӑ: вӗсем ӑна хӑйсем патне пушхир урлӑ пыртарасшӑн пулнӑ, апат-ҫимӗҫ ярса пама ыйтнӑ. 22Трифон, вӗсем патне ҫав каҫах каяс тесе, мӗнпур утлӑ ҫарне хатӗрлесе тӑратнӑ, анчах юр вӑйлӑ ҫунӑран унта каяйман, Галаада тухса кайнӑ. 23Васкама ятлӑ хула патне ҫитерехпе вӑл Ионафана вӗлерттернӗ, вара ӑна ҫавӑнтах пытарнӑ. 24Трифон ӗнтӗ каялла таврӑнса хӑйӗн ҫӗрнех кайнӑ. 25Симон, ҫынсем ярса, хӑйӗн Ионафан шӑллӗн шӑммисене илсе килтернӗ те вӗсене ашшӗсенӗн хулинче Модинра пытарнӑ. 26Ионафаншӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши вӗри куҫҫулӗ тӑкнӑ. 27Ашшӗпе тӑванӗсен тупӑклӑхӗ ҫине Симон палӑк лартнӑ, инҫетренех курӑнтӑр тесе ӑна ҫӳллӗ тунӑ, умӗпе хыҫал енне чутласа якатнӑ чулран тунӑ, 28унӑн тӑррине вӑл ашшӗпе амӑшӗн ячӗпе, тӑватӑ тӑванӗн ячӗпе, пӗр-пӗрне тӗлме-тӗллӗн, ҫичӗ пирамида лартнӑ; 29вӗсен аякӗсене эрешлесе илемлетнӗ, йӗри-тавра ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, юписем ҫине, ӗмӗр асӑнмалӑх, вӑрҫӑ кӑралӗпе карапсем ӳкернӗ пулнӑ, вӗсене мӑкӑрӑлса тӑмалла ӑсталанӑ, вӗсем ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсене аякранах курӑнса тӑнӑ. 30Ҫав вилтӑпри ҫинчи палӑк, Симон тутарнӑскер, Модин хулинче халӗ те ларать.
31Трифон вара усал шухӑш тытса ҫамрӑк патшана Антиоха ҫула илсе тухнӑ та вӗлернӗ, 32хӑй ун вырӑнне патшана ларнӑ, Ази патшийӗн пуҫкӑшӑльне тӑхӑннӑ, ҫав ҫӗре питӗ вӑйлӑ аркатса пӗтернӗ. 33Симон ӗнтӗ Иудея ҫӗрӗнче керемсем тунӑ, вӗсене, ҫӳллӗ пашнесемпе сӑлӑплӑ хапхасем лартса, тӗреклӗ хӳме хӳсе ҫирӗплетнӗ, керемсене сыхлӑх апат-ҫимӗҫ хурса пынӑ. 34Ҫавӑн хыҫҫӑн Симон шанчӑклӑ ҫынсене суйласа илнӗ те Димитрий патша патне Иудея ҫӗрне ҫӑмӑллӑх кӳмешкӗн ыйтма янӑ, мӗншӗн тесессӗн Трифон вӗсене хурах пуснӑ пек ҫаратса тӑнӑ. 35Димитрий патша ӑна ҫакӑн пек хуравласа ҫырса янӑ: 36«Димитрий патша аслӑ священника, патшасенӗн тусне Симона тата Иудея халӑхӗн аслӑ ҫыннисемпе Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 37Эпир ӗнтӗ эсир ярса панӑ ылтӑн пуҫкӑшӑльпе пальма тураттине илтӗмӗр, эпир сирӗнпе пур тӗлӗшпе те килӗшӳ тума, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхӗсем патне вӗсем сире хырҫӑ тӳлессинчен хӑтарччӑр тесе ҫырса яма хатӗр. 38Эпир сирӗнпе мӗн килӗшсе сӑмах татни пӗри те улӑшӑнмалла ан пултӑр, эсир туса лартнӑ керемсем те хӑвӑр аллӑртах пулччӑр. 39Усал шухӑшпа туман унчченхи пӗтӗм айӑпӑра та, пуҫкӑшӑльшӗн тӳлесе тӑма тивӗҫлине те, Иерусалимра тӳлеттерсе тӑнӑ мӗнпур тӳлеве те каҫаратпӑр. 40Эхер те сирӗн хушшӑртан пирӗн сыхлавҫӑсен йышне ҫырӑнма пултаракансем тупӑнсассӑн, килсе ҫырӑнччӑр, ҫапла пирӗн хушшӑмӑрта килӗшӳ пултӑр» тенӗ.
41Ҫапла вара ҫӗр ҫитмӗлмӗш ҫулта Израиль суя тӗнлисен алли айӗнчен тухнӑ, 42ҫавӑнтанпа Израиль халӑхӗ ҫыру ҫӳретнӗ чухне, хут уйӑрнӑ чухне акӑ ҫапла ҫыра пуҫланӑ: «ҫакна иудейсен аслӑ священникӗ, ҫулпуҫӗ, халӑха тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Симон вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулӗнче ҫырнӑ» тенӗ. 43Ҫав вӑхӑтра Симон Газа хулине тапӑннӑ, ӑна хӑйӗн ҫарӗпе хупӑрласа илнӗ, хӳме ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем тутарса, вӗсене хула ҫумне лартса, пӗр пашнине аркатса ярса илнӗ, 44сӑпрай ҫинче пулнисем хулана вирхӗнсе кӗнӗ те унта пӗтӗмпе айӑн-ҫийӗн тустара пуҫланӑ. 45Хула ҫыннисем арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хула хӳми ҫине улӑхса тӑнӑ, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Симона хӑйсене хӗрхенме ыйтса хыттӑн тархасланӑ: 46усал ӗҫӗмӗрсене кура ан айӑпла пире, ырӑ кӑмӑлупа хӗрхенсем пире, тенӗ. 47Симон ӗнтӗ вӗсене хӗрхеннӗ, вӗсемпе ҫапӑҫман, анчах вӗсене хуларан хӑваласа кӑларнӑ та йӗрӗх кӗлеткисем лартнӑ ҫуртсене тасатнӑ, ҫапла вара хулана мухтав юрри юрласа, Турра тав туса кӗрсе кайнӑ. 48Хуларан мӗнпур тасамара кӑларса пӑрахнӑ, унта саккуна уяса пурӑнакан ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, ӑна тӗреклӗлетнӗ, унта хӑйне валли те ҫурт лартнӑ. 49Иерусалим керемӗнче пурӑнакансене ҫавӑн чухне тухса ҫӳреме те паман, сутас-илес пулсан та керемрен кӑларман, ҫапла вӗсем выҫӑпа аптӑраса ҫитнӗ, нумайӑшӗ выҫӑпа вилсе пӗтнӗ. 50Вара вӗсем Симона килӗшӳ тумашкӑн тархасланӑ, Симон килӗшнӗ, анчах вӗсене унтан хӑваласа кӑларнӑ та ирсӗрлентернӗ кереме тасатнӑ, 51вара ҫӗр ҫитмӗл пӗрремӗш ҫулхи иккӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче Симон кереме Турра мухтаса, пальма турачӗсем тытса, кӗслепе цитра каласа, кимвал ҫапса, псаломсемпе юрӑсем юрласа пырса кӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн питех те вӑйлӑ тӑшманне салатса тӑкнӑ вӗсем. 52Ҫав куна вара ҫулленех савӑнӑҫлӑн уявласа ирттерме йышӑннӑ, Симон керемрен инҫе мар Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑрта ҫирӗплетнӗ, вара хӑй те, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. 53Хӑйӗн Иоанн ывӑлӗ ҫитӗнсе ҫитсен, Симон ӑна мӗнпур ҫар пуҫлӑхӗ туса лартнӑ та хӑй Газара хулине куҫса кайнӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.