Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 11
11
1Ҫав хушӑра Египет патши тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ карап хатӗрленӗ, вӑл ӗнтӗ, чееленсе, Александр патшалӑхне хӑй патшалӑхӗ ҫумне хушма ӗмӗтленнӗ. 2Ҫапла вӑл Сири ҫӗрне ҫитнӗ те, ырӑ шухӑшпа килнӗ пек, пур ҫӗрте те халӑхпа йӑвашшӑн калаҫнӑ, ҫынсем ӑна хирӗҫ туха-туха илсе хулисене уҫса кӗртнӗ: Александр ӑна ҫапла хисеплесе йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ унӑн хунӗ пулнӑ. 3Хӑй кӗнӗ кашни хуларах Птоломей хурала ҫар хӑварса пынӑ. 4Азот хули патне ҫывӑхарса ҫитсен, ӑна ҫунтарса янӑ Дагон ҫуртне, аркатса хӑварнӑ Азотпа таврари ытти хуласене кӑтартнӑ, вӑрҫӑра пӗтнӗ тата ҫунса кайнӑ ҫынсен виллисене вӑл пырас ҫул ҫине купала-купала хунӑ, 5Ионафан мӗн туса хӑварни ҫинчен патшана пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна хурласа калаҫнӑ; анчах патша нимӗн те шарламан. 6Ионафан ҫавӑн чухне патшана Иоппи хулине тухса чыслӑн кӗтсе илнӗ; вӗсем пӗр-пӗрне ыррӑн саламланӑ, ҫав хуларах ҫӗр каҫнӑ. 7Ионафан ӗнтӗ патшана Елевфера ятлӑ юханшыв хӗррине ҫитиччен ӑсатса янӑ, унтан Иерусалима таврӑннӑ. 8Птоломей патша вара тинӗс ҫыранӗнчи хуласене тинӗс хӗрринчи Селевки таранччен туртса илнӗ, Александра хирӗҫ усал шухӑш тытнӑ. 9Вӑл Димитрий патша патне акӑ ҫапла калама элчӗсем янӑ: «кил кунта, пӗр-пӗринпе килӗшсе пурӑнма сӑмах татӑпӑр, эпӗ сана Александр патӗнчи хӗрӗме качча парӑп, вара эсӗ аҫу патшалӑхӗнче патша пулса тӑрӑн. 10Эпӗ хӗрӗме Александра панӑшӑн ӳкӗнетӗп: вӑл мана вӗлересшӗн пулчӗ» тесе калама хушнӑ. 11Ҫапла элекленӗ вӑл Александр ҫинчен, мӗншӗн тесессӗн ун патшалӑхне хӑй илесшӗн пулнӑ. 12Вара хӗрне, унран туртса илсе, Димитрие качча панӑ, Александршӑн ют ҫын пулса тӑнӑ, ҫапла вӗсен тӑшманлӑхӗ палӑрнӑ. 13Птоломей ӗнтӗ Антиохие пырса кӗнӗ те икӗ патшалӑхӑн — Азипе Египетӑн — патши пулса тӑнӑ. 14Александр патша ҫав вӑхӑтра Киликире ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫӗрте пурӑнакансем унран уйӑрӑлнӑ пулнӑ. 15Птоломей мӗн туса хуни ҫинчен илтсессӗн, Александр ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ; вара Птоломей та ҫарпа тухнӑ та ӑна, ҫирӗп вӑйпа кӗтсе илсе, каялла хӑваласа янӑ. 16Александр, ҫавӑнта пытанас тесе, Арави ҫӗрне тарнӑ; Птоломей патша ҫӗкленсе кайнӑ вара. 17Завдиил, Арави ҫынни, Александр пуҫне касса татса ӑна Птоломее ярса панӑ. 18Ҫавӑн хыҫҫӑн Птоломей патша хӑй те виҫӗ кунранах вилнӗ, унӑн керемӗсенче юлнӑ ҫыннисене вара ҫав керемсенче пурӑнакансемех пӗтерсе тӑкнӑ. 19Ҫӗр утмӑл ҫиччӗмӗш ҫулта Димитрий ҫапла патша пулса тӑнӑ.
20Ҫав вӑхӑтра Ионафан, Иерусалим керемне туртса илес тесе, иудейсене пухнӑ, керем умне хӳмене ҫӗмӗрекен темӗн чухлӗ сӑпрай туса лартнӑ. 21Анчах хӑйсен халӑхне курайман хӑш-пӗр ҫынсем, саккуна пӑрахнӑскерсем, патша патне кайнӑ та Ионафан кереме ҫавӑрса илни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 22Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Димитрий питӗ ҫилленнӗ, хӑвӑрт пуҫтарӑнса Птолемаида хулине тухса кайнӑ, унтан Ионафан патне ҫырса янӑ: кереме ан тив, манпа курнӑҫма мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах Птолемаидӑна тухса кил, кунта калаҫӑпӑр, тенӗ. 23Ионафан ҫакна итлесе пӗтерсессӗн, кереме ҫаплах хупӑрласа тӑма хушса, хӑй Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе священниксене суйласа илнӗ те, хӑрушӑ пулсан та, кайма шухӑш тытнӑ. 24Ылтӑн-кӗмӗл, тумтир тата ытти нумай парне илсе, вӑл патша патне Птолемаидӑна тухса кайнӑ, унта патша кӑмӑлне килнӗ. 25Израиль халӑхӗн ҫыннисемех хӑшӗ-хӑшӗ, Турӑран уйӑрӑлса кайнӑскерсем, ун ҫинчен элекленӗ пулин те, 26патша уншӑн хӑй умӗнхи патшасем мӗн тунинех тунӑ: ӑна хӑйӗн пур тусӗнчен те асла хунӑ, 27ӑна, унчченхи пекех, аслӑ священниках пулса пурӑнма хушнӑ, малтанхи хисеп паллисене те унрах хӑварнӑ, ӑна хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ. 28Ионафан патшаран Иудейӑпа Самари ҫӗрне тата виҫӗ ҫӗре хырҫӑран хӑтарма ыйтнӑ, ӑна виҫҫӗр талант укҫа пама пулнӑ. 29Патша килӗшнӗ, Ионафан патне ҫакӑн ҫинчен ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 30«Димитрий патша хӑйӗн Ионафан тӑванне тата Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 31Сире пӗлтермешкӗн ку ҫырӑва эпир хӑвӑр ҫинчен хамӑр хурӑнташӑмӑр Ласфен патне ҫырнӑ ҫыруран ҫырса илсе яратпӑр. 32Димитрий патша Ласфен аттене савӑнӑҫ сунать. 33Хамӑр тусӑмӑрсене, Иудея халӑхне, пирӗн умӑрта хӑйсен тивӗҫне тӗрӗс туса тӑраканскерсене, пирӗнпе ырӑ кӑмӑллӑ пурӑннӑшӑн эпир ырӑ тума шухӑшларӑмӑр. 34Ҫапла ӗнтӗ эпир Иудея халӑхӗн ҫӗрӗ халӗ мӗн чухлӗ, ҫавӑн чухлех пултӑр тетпӗр, Самарирен уйӑрса Иудея ҫумне хушнӑ виҫӗ ҫӗр те — Аферема, Лидда, Рамафем — вӗсенех пултӑр; вӗсенӗн Иерусалимри священникӗсен мӗн пурри пӗтӗмпех хӑйсенех пултӑр, вӗсемшӗн, ӗлӗкхи пек, ҫулсерен патшана тӳлесе тӑмалла ан пултӑр, тырӑ-пулӑран та, йывӑҫ ҫимӗҫӗнчен те, 35урӑх япаларан та вуннӑмӗш пайне илесси, ытти йышши хырҫӑ пухасси, тӑвар кӳллисемшӗн, хаклӑ парнесемшӗн тӳлев илесси ан пултӑр, халиччен эпир илсе тӑни пӗтӗмпе хӑйсенех пултӑр. 36Ҫак йӗркене паянтан пуҫласа ӗмӗрне те улӑштармӗҫ. 37Ҫапла ӗнтӗ ку ҫырӑва ҫырса илӗр те Ионафана парӑр, вӑл ӑна хӑйсен таса тӑвӗ ҫинче паллӑ ҫӗрте усратӑр» тенӗ.
38Димитрий ӗнтӗ хӑйне пӗтӗм ҫӗр пуҫ тайнине, хӑйне нимӗн те хирӗҫ тӑманнине курнӑ та хӑйӗн мӗнпур ҫарне килӗсене янӑ, ют халӑхсен утравӗсем ҫинчен тара тытса килнӗ ют ҫӗршыв ҫарне анчах хӑварнӑ, ҫавӑншӑн ӑна хӑйӗн ашшӗсен ҫарӗсем пурте курайми пулнӑ. 39Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
41Ионафан ҫавӑн чухне Димитрий патша патне ҫынсем янӑ: унран Иерусалим керемӗпе ытти тӗреклӗлетнӗ вырӑнта хӑварнӑ ҫыннисене илсе тухма ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Израиле тапӑнсах тӑнӑ. 42Димитрий Ионафана акӑ мӗн калама хушса янӑ: майлӑ вӑхӑт ҫитсессӗнех, эпӗ саншӑн, санӑн халӑхушӑн ҫакна ҫеҫ мар тӑвӑп, сана хӑвна та, санӑн халӑхна та ҫав тери пысӑк чыс кӑтартӑп. 43Халӗ вара эсӗ, вӑрҫӑра пулӑшма мана ҫынсем ярса парсассӑн, питӗ тӗрӗс тунӑ пулӑттӑн, мӗншӗн тесессӗн хамӑн ҫар манран сивӗнчӗ, тенӗ. 44Ионафан ун патне Антиохие, хӑюллисене суйласа илсе, виҫӗ пин ҫын янӑ; ҫавсем ҫитсессӗн, патша вӗсем пынӑшӑн питӗ савӑннӑ. 45Хула халӑхӗ вара ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна яхӑн хула варрине пухӑннӑ та патшана вӗлерме канашланӑ. 46Патша кермене тарса кӗнӗ, хула ҫыннисем пур урама та йышӑнса кермене хупӑрласа иле пуҫланӑ. 47Вара патша иудейсене хӑйне пулӑшма чӗннӗ, лешӗсем пурте ҫийӗнчех ун патне пухӑннӑ, хула ҫыннисем ӗнтӗ чӑл-пар саланнӑ, вӗсене ҫав кун ҫӗр пине яхӑн вӗлерсе тухнӑ; 48хулине вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫав кун темӗн чухлӗ тупӑш пуҫтарса илнӗ, патшана ҫӑлса хӑварнӑ. 49Иудейсем, кӑмӑлӗ туртнӑ пек, хулана хӑйсен аллине илнине курсассӑн, хула ҫыннисем, хавшаса ӳксе, патшана йӑлӑна пуҫланӑ: 50«каҫарсам пире, иудейсем пире те, хулана та тапӑнма чарӑнччӑр» тенӗ. 51Вара кӑралӗсене пӑрахнӑ та килӗшӳ тунӑ. Иудейсем ҫапла патша умӗнче, ун патшалӑхӗнчи пӗтӗм ҫын умӗнче чапа тухнӑ, Иерусалима темӗн чухлӗ тупӑш илсе таврӑннӑ. 52Димитрий вара хӑй патшалӑхӗнче каллех патшана ҫирӗпленсе ларнӑ та, ун умӗнче ҫӗр канӑҫнӑ. 53Анчах вӑл Ионафана мӗн тума сӑмах панине пӗрне те пурӑнӑҫа килтермен, пӗтӗмпех суйнӑ, хӑйне ырӑ тунӑшӑн ырӑпа тавӑрмасӑр унран пӑрӑннӑ, ҫапла вӑл Ионафана питӗ кӳрентернӗ. 54Ҫавӑн хыҫҫӑн Трифон Арави ҫӗрӗнчен Антиоха илсе таврӑннӑ; Антиох питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха; вӑл ӗнтӗ патшана ларнӑ, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ. 55Ун патне Димитрий салатса янӑ ҫарсем пухӑннӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, лешӗ тарма пикеннӗ, вара ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 56Трифон сӑлансемпе кайса Антиохи хулине ярса илнӗ. 57Ҫамрӑк Антиох ӗнтӗ Ионафан патне акӑ ҫапла ҫырса янӑ: «эпӗ сана аслӑ священника лартатӑп, тӑватӑ ҫӗр пуҫлӑхӗ тӑватӑп, эсӗ патша тусӗсен шутӗнче пулӑн» тенӗ. 58Ӑна ылтӑн савӑтсемпе ылтӑн кил-тӗрӗш ярса панӑ, ылтӑн савӑтран ӗҫме, хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнма тата ылтӑн тӑха ҫакса ҫӳреме ирӗк панӑ, 59унӑн Симон пиччӗшне Тир хулипе Египет чикки хушшинчи ҫӗрӗн ҫарпуҫӗ туса хунӑ. 60Кӗҫех Ионафан вӑрҫа тухнӑ, [Иордан] шывӗн леш енӗпе хуласем витӗр пынӑ, ӑна пулӑшма ун патне Сири ҫарӗ пухӑннӑ; вӑл Аскалон хули патне ҫитнӗ, хула ҫыннисем ӑна чыслӑн кӗтсе илнӗ. 61Унтан вӑл Газа хулине кайнӑ; анчах Газа ҫыннисем унран хупӑнса ларнӑ, вӑл вара, хулана ҫавӑрса илсе, хула таврашне пӗтӗмпе ҫаратса тухса ҫунтарса янӑ. 62Газа ҫыннисем Ионафанран йӑлӑнса ыйтнӑ та, вӑл вӗсемпе килӗшнӗ, анчах вӗсенӗн пуҫлӑхӗсен ывӑлӗсене саклата илсе Иерусалима янӑ, хӑй вара ҫав ҫӗр урлӑ Дамаск хулине ҫитичченех кайнӑ.
63Ионафан ҫавӑн чухне Галилейӑри Кадис хулине Димитрий ҫарпуҫӗсем йышлӑ ҫарпа ҫитни ҫинчен илтнӗ: вӗсем ӑна ҫӗршывран хӑваласа ярасшӑн иккен. 64Вара вӑл, ҫӗршывӗнче хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ. 65Симон хӑйӗн тапӑрне Вефсура хули патне вырӑнаҫтарнӑ, хулана нумай кун хушши хупӑрласа тӑнӑ, хулине питӗрсе лартнӑ. 66Хула ҫыннисем унран килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӑл ҫакна йышӑннӑ, анчах хӑйсене хӑваласа кӑларнӑ та хулине хӑйӗн аллине илнӗ, унта хурал тӑратнӑ. 67Ионафан вара хӑйӗн ҫарӗпе Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ та ирхине Насор тӳремлӗхне тухнӑ. 68Унта ӑна ют халӑхсен ҫарӗ хирӗҫ пулнӑ; вӗсем Ионафан ҫарӗ хыҫне тусем хушшине сисмен хушӑран тухса тапӑнма ҫар тӑратса хӑварнӑ, хӑйсем тепӗр енчен хирӗҫ пынӑ. 69Акӑ ӗнтӗ пытанса тӑнисем хӑйсен вырӑнӗнчен сиксе тухнӑ та ҫапӑҫу пуҫланӑ; Ионафан ҫарӗ тӳсеймесӗр пӑрахса тарнӑ, 70икӗ ҫарпуҫӗ Авессалом ывӑлӗ Маттафийӑпа Халфий ывӑлӗ Иудӑсӑр пуҫне урӑх никам та юлман. 71Ионафан ӗнтӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, пуҫӗ ҫине тусан сапса, Турра кӗлтунӑ. 72Унтан вӗсемпе ҫапӑҫма каялла таврӑннӑ, вӗсене ҫапса салатнӑ, лешӗсем тарнӑ. 73Ҫавна курсассӑн, ӑна пӑрахса тарнисем каялла таврӑннӑ, унпа пӗрле тӑшмансене Кадис патне, вӗсенӗн тапӑрӗ патне, ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, унта чарӑннӑ. 74Ҫав кунхине ют халӑх ҫыннисем виҫӗ пине яхӑн пӗтнӗ; Ионафан Иерусалима таврӑннӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.