YouVersion Logo
Search Icon

Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 2

2
1Эй ачамсем! эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп; кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур; 2Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне, пирӗн ҫылӑхсене ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне.
3Хамӑр Ӑна пӗлнине ҫакӑнтан курма пулать: Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнатпӑр пулсассӑн — эпир Ӑна пӗлетпӗр. 4Кам та кам: «эпӗ Ӑна пӗлетӗп» тет, хӑй Унӑн ӳкӗчӗсене уямасть, ҫавӑ — суеҫӗ, унра чӑнлӑх ҫук; 5кам Унӑн сӑмахне уяса пурӑнать, ҫавӑ чӑнах та Турра юратакан пулса ҫитнӗ: хамӑр Унпа пӗрлешнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр. 6Эпӗ Ун ӑшӗнче тӑратӑп теекен пурӑнасса та Ун пек пурӑнмалла.
7Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпӗ мӗн ҫырни сирӗншӗн ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, авалхи ӳкӗтех, ӑна сире малтанах панӑ. Авалхи ӳкӗт — эсир малтанах илтнӗ сӑмах вӑл. 8Тата эпӗ ҫырни ҫӗнӗ ӳкӗт те пулать: вӑл — чӑнлӑх, вӑл Унра та, сирӗнте те пур: сӗмлӗх иртсе пырать ӗнтӗ, чӑн ҫутӑ ҫутатать. 9Кам та кам: «эпӗ — ҫутӑра» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ халичченех сӗмлӗхре-ха. 10Тӑванне юратакан ҫутӑра тӑрать, унра ултав ҫук. 11Тӑванне курайман ҫын сӗмлӗхре тӑрать, сӗмлӗхре ҫӳрет, хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн унӑн куҫне сӗмлӗх хупласа илнӗ.
12Эй ачамсем, сирӗн ҫылӑхӑрсене Унӑн ячӗшӗн каҫарнӑ, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. 13Эй аттесем, эсир малтанах Пуррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. Эй ҫамрӑк ачасем, эсир Атте Турра пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп. 14Эй аттесем, эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм; эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир вӑй-хӑватлӑ, сирӗн ӑшӑрта Турӑ сӑмахӗ тӑрать, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм. 15Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть. 16Тӗнчере мӗн пурри пурте — ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуянлӑхпа мӑнаҫланни те — Атте Турӑран килмест, ҫак тӗнчеренех тухать. 17Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать.
18Эй ачамсем! юлашки вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Антихрист килмелле тенине эсир илтнӗ, акӑ халӗ темӗн чухлӗ антихрист ҫитрӗ, юлашки вӑхӑт ҫитнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр. 19Вӗсем пирӗн хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулнӑ пулсассӑн, пирӗнпе пӗрлех юлнӑ пулӗччӗҫ, вӗсем тухса кайрӗҫ те — вӗсем пӗри те пирӗн пулманни палӑрчӗ. 20Сире Святой Хӑй суйласа илнӗ: эсир пурне те пӗлетӗр. 21Эпӗ сире эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмарӑм, чӑнлӑха пӗлсе тӑнӑран тата кирек хӑш суя та чӑнлӑхран маррине пӗлнӗрен ҫыртӑм. 22Иисуса Христос мар теекенӗ ултавҫӑ пулмасан, тата кам ултавҫӑ пултӑр? Вӑл — антихрист, вӑл Ашшӗне те, Ывӑлне те йышӑнмасть. 23Ывӑлне йышӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Ашшӗ те ҫук; Ывӑлне ӗненекенӗн Ашшӗ те пур. 24Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир малтанах мӗн илтнӗ, ҫавна уяса тӑрӑр, малтанах мӗн илтнине уяса тӑрсассӑн, эсир Ывӑлӗнче те, Ашшӗнче те пулатӑр. 25Вӑл пире пама асӑнни ҫакӑ: Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама пулнӑ.
26Эпӗ сире ҫакна хӑвӑра аташтаракан ҫынсем пуррипе ҫыртӑм. 27Эсир Турӑ Ывӑлӗнчен илнӗ тивлет хӑвӑрӑнтах, ҫавӑнпа сирӗн камран та пулин вӗренме те кирлӗ мар; хӑвӑра суйласа илнӗ чухне панӑ тивлет сире хӑй пурне те вӗрентсе тӑрать, вӑл — чӑн, суясӑр; вӑл сире мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑн пек, Унпа пӗрле, пулӑр.
28Эй ачамсем, Унпа пӗрле пулӑр, Вӑл килсессӗн эпир хӑюллӑ пулар, Ун умӗнче намӑса юлмалла пулар мар. 29Эсир Вӑл тӳррине пӗлетӗр пулсассӑн, тӗрӗс тӑвакан кирек кам та Унран ҫуралнине пӗлсе тӑрӑр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in