YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 9

9
1Эпӗ апостол мар-им? Эпӗ ирӗклӗ мар-им? Эпӗ Иисус Христоса, Ҫӳлхуҫамӑра, курман-им? Эсир хӑвӑр та манӑн Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ ӗҫӗмех пулмастӑр-и вара? 2Эпӗ ыттисемшӗн апостол пулмасан та, сирӗншӗн — апостол; || манӑн апостоллӑхӑм сире Ҫӳлхуҫана ӗнентернинчен паллӑ. 3Хама айӑплакансенчен мана ҫакӑ хӳтӗлет. 4Е пирӗн ӗҫме-ҫиме ирӗк ҫук-и? 5Е пирӗн ытти апостолсем пек, Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӗсем пек, тата Кифа пек, ӗненекен арӑма хамӑрпа ҫӳретме ирӗк ҫук-и? 6Е пирӗн Варнавӑпа иксӗмӗрӗн ҫеҫ ӗҫлемесӗр пурӑнма юрамасть? 7Ҫар ҫынни ҫарта тӑнӑ чухне хӑшӗ хӑй вӑйӗпе пурӑнать? Иҫӗм пахчи лартса ӳстерекен унӑн ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтнӗ чухне кӗтӳри выльӑх сӗтне ҫименни кам пур? 8Ҫакна эпӗ ҫын шухӑшланӑ пек кӑна калатӑп-и? Саккун та ҫавнах каламасть-и вара? 9Моисей саккунӗнче ҫапла ҫырнӑ: «авӑн ашакан вӑкӑр ҫӑварне ан хупла» тенӗ. Турӑ вӑкӑрсемшӗн тӑрӑшать-и-мӗн? 10Чӑннипе ӑна пирӗншӗн каламан-и вара? Тӗрӗс, ӑна пирӗншӗн ҫырнӑ: сухалакан пулас тырра илессе ӗмӗтленсе сухалать, авӑн ҫапакан та ҫавнах ӗмӗтленсе авӑн ҫапать. 11Эпир сирӗн ӑшӑра чуна кирлине акрӑмӑр пулсассӑн, сирӗнтен ӳте кирлине вырса илни нумай-им вара вӑл? 12Ыттисем сирӗнтен ҫавна тивӗҫлипе илеҫҫӗ пулсассӑн, эпир тата ытларах тивӗҫлӗ мар-и? Ҫапах та эпир ҫав тивӗҫлӗхпе усӑ курмарӑмӑр: Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сармашкӑн нимӗн те ан кансӗрлетӗр тесе эпир пурне те тӳсетпӗр. 13Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем ҫавӑнтан панипе тӑранса пурӑннине, парне вырӑнӗ патӗнче ӗҫлесе тӑракансем парне вырӑнӗнчен пай илнине пӗлместӗр-им? 14Ҫавӑн пекех ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа та Евангели саракансене Ырӑ Хыпар пӗлтернипе тӑранса пурӑнма хушнӑ. 15Ҫавах эпӗ ун пеккипе нимӗн те усӑ курман. Ҫакна та эпӗ хамшӑн ҫавӑн пек тутарасшӑн ҫырмастӑп: ун пек тӑвиччен вилсе выртни аванрах маншӑн — манӑн ырӑ ятӑма никам та ан пӗтерейтӗр. 16Эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп пулсан, манӑн нимӗн мухтанмалли те ҫук: ку — манӑн тумалли ӗҫ; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана! 17Ҫав ӗҫе хам ирӗккӗн туса тӑрсассӑн, эпӗ тивӗҫлӗ пайта илӗттӗм; хистенипе туса тӑрсассӑн, ку вӑл хама шанса хушнӑ ӗҫе туни ҫеҫ пулать. 18Мана мӗншӗн пайта пулӗ? Эпӗ Евангелие вӗрентсе, нимӗн илмесӗрех, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар саратӑп, Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн илме тивӗҫлипе усӑ курмастӑп, ҫавӑншӑн мана пайта пулӗ. 19Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм. 22Тӗрексӗррисене ҫӑласшӑн вӗсемшӗн тӗрексӗр пек пултӑм. Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм. 23Ҫакна эпӗ Евангелишӗн тӑватӑп, манӑн та унӑн ырӑлӑхне курасчӗ тетӗп. 24Пӗлместӗр-и-мӗн, ӑмӑртса чупакан ҫӗрте пурте чупаҫҫӗ, парнине вара пӗри ҫеҫ илет; ӗмӗтленнине илес тесессӗн ҫавӑн пек чупӑр. 25Ӑмӑртма хатӗрленекенсем хӑйсене хӑйсем пур тӗлӗшпе те чаруллӑ тытаҫҫӗ: вӗсем пӗтекен парне илесшӗн, эпир пӗтми парне илесшӗн. 26Ҫавӑнпа эпӗ илесси-илмессине пӗлмесӗрех чупмастӑп, ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп; 27ыттисене вӗрентнипе ҫеҫ мар, хамӑн та юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in