Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 8
8
1Йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫ ҫинчен калас пулсассӑн, эпир ҫакӑн ҫинчен пурсӑмӑр та пӗлетпӗр; анчах пӗлни мӑнаҫлантарать, юратни пӗрлештерет. 2Мӗн те пулин пӗлетӗп тесе шухӑшлакан кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест. 3Кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет. 4Ҫапла ӗнтӗ йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиесси-ҫимесси ҫинчен эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх тӗнчере нимӗн те мар, Пӗртен-пӗррисӗр пуҫне урӑх Турӑ ҫук. 5Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ «турӑ» тенӗскерсем пулсан та (чӑнах, «турӑ» тенӗскерсем те, «хуҫа» тенӗскерсем те нумай), 6пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр. 7Анчах ҫавна пурте пӗлмеҫҫӗ: хӑшӗсем халичченех унчченхи йӑлапа йӗрӗхсене хисеплесе, чӳк ҫимӗҫне «турра» кӳнӗ парне вырӑнне хурсах ҫиеҫҫӗ, вара хӑйсем ҫирӗп пулайманшӑн, ҫапла ирсӗрленнӗшӗн намӑсланса ӳкӗнеҫҫӗ. 8Апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне ҫывӑхартмасть: ҫисессӗн те пирӗн нимӗн те хушӑнмасть; ҫимесессӗн те эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр. 9Ҫавах та эсир сыхланӑр: хӑвӑр ҫакӑн пек ирӗклӗ пулни тӗрексӗррисене иккӗленмелле ан тутӑр. 10Эсӗ, пӗлекен ҫынах, йӗрӗхсен ҫуртӗнче сӗтел хушшинче ларнине пӗр-пӗр тӗрексӗр ҫын курсассӑн, унӑн кӑмӑлӗ те чӳк ҫимӗҫне ҫиес енне сулӑнмӗ-ши? 11Ҫапла санӑн пӗлӗвӳ тӗрексӗр тӑванна пӗтерӗ; уншӑн Христос вилнӗ. 12Эсир ҫапла тӑванӑрсен тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗрсе, вӗсенӗн тӗрексӗр кӑмӑлне пӑсса, Христоса хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗретӗр. 13Ҫавӑнпа ӗнтӗ, апат-ҫимӗҫ тӑвана ҫылӑх енне сулӑнтарать пулсан, тӑванӑма ҫылӑха кӗртес мар тесе эпӗ ӗмӗрне те аш ҫимӗп.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.