YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 10

10
1Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ. 5Ҫавах та вӗсем нумайӑшӗ Турра кӑмӑллӑ пулман, вӗсем ӗнтӗ пушхирте вилсе выртса юлнӑ. 6Пӗтӗмпе ҫакӑ пире асӑрхаттаракан паллӑсем — пире, вӗсем пек, кӑмӑл еккипе кайса усал енне ан сулӑнччӑр тесе асӑрхаттаракан паллӑсем — пулнӑ. 7Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, эсир ҫавсем пек ан пулӑр; вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ» тенӗ. 8Вӗсем пек аскӑн ӗҫ тӑвас мар пирӗн, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аскӑн ӗҫ тунӑ та, пӗр кун хушшинче ҫирӗм виҫӗ пин ҫын пӗтнӗ. 9Христоса вӗсем пек сӑнас мар пирӗн, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Христоса сӑнанӑ та ҫӗлен сӑхнипе вилсе пӗтнӗ. 10Вӗсем пек ан ӳпкелешӗр, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӳпкелешнӗ те вилсе выртнӑ; вӗсене пӗтермӗш вӗлернӗ. 11Вӗсемпе мӗн пулса иртни — пире малтанах асӑрхаттаракан паллӑсем; ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ. 12Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр. 13Эсир куракан асап этем тӳсмелӗх анчах; Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.
14Эй юратнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӗрӗхсене пӑхӑнса тӑрасран сыхланӑр. 15Эпӗ сире шухӑшласа илме пултаракан ҫынсем вырӑнне хурса калатӑп; эпӗ мӗн калани ҫинчен хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр-ха. 16Эпир пиллӗх ыйтса кӗлтунӑ хыҫҫӑн пиллӗх куркинчен ӗҫетпӗр, ҫакӑ Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и? Эпир хуҫа-хуҫа паракан ҫӑкӑра ҫини Христос ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и? 17Ҫӑкӑр пӗрре, эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн пурсӑмӑр та пӗр ҫӑкӑртан пай илетпӗр. 18Ӳтпе Израильрен ҫуралнисем ҫине пӑхӑр-ха: парнесене ҫиекенсем парне вырӑнӗ ҫинче тӑвакан ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и? 19Мӗн калатӑп ӗнтӗ эпӗ? Йӗрӗхӗн мӗнле те пулин пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и е тата чӳкленӗ ҫимӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и? 20Ун пек мар. Суя тӗнлисем парне кӳнӗ чухне ӑна Турра мар, шуйттансене кӳреҫҫӗ тетӗп; манӑн сире шуйттансемпе хутшӑнтарас килмест. 21Эсир Ҫӳлхуҫа куркине те, шуйттан куркине те ӗҫме пултараймастӑр; Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен те, шуйттан сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр. 22Эпир Ҫӳлхуҫана ҫиллентерӗпӗр-и? Эпир Унран хӑватлӑрах-и-мӗн?
23Мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте усӑллӑ мар; мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте ӑса вӗрентмест. 24Никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр. 25Пасарта мӗн сутнине пурне те пӗр тиркемесӗр, пӗр иккӗленмесӗр ҫийӗр: 26ҫӗр те, ӑна тулли тӑваканӗсем те — Ҫӳлхуҫанӑн. 27Сире пӗр-пӗр ӗненмен ҫын чӗнсессӗн, хӑвӑрӑн та каяс килсессӗн — унта умӑра мӗн лартнине пурне те пӗр тиркемесӗр, пӗр иккӗленмесӗр ҫийӗр. 28Кам та пулин сире: «ку — чӳкленӗ ҫимӗҫ» тесессӗн, ҫапла калаканшӑн, унӑн кӑмӑлӗшӗн ан ҫийӗр. 29Ҫакна хамӑн кӑмӑлӑм ҫинчен мар, ыттисен кӑмӑлӗ ҫинчен калатӑп: мӗншӗн-ха хам ирӗкӗме ытти ҫын кӑмӑлӗ айӑпламалла тӑвас? 30Эпӗ тав туса ҫиетӗп пулсан, ҫав тав туса ҫиекен япалашӑн мана мӗншӗн хурламалла? 31Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е тата мӗн те пулин тӑватӑр-и — пӗтӗмпех Турра мухтаса тӑвӑр. 32Иудейсене те, эллинсене те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнне те улталанмалла ан тӑвӑр; 33эпӗ те пурне те пур тӗлӗшрен те юрама тӑрӑшатӑп; хамшӑн ырӑлӑх шырамастӑп, нумайӑшне усӑ парасчӗ, нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе тӑрӑшатӑп.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in