YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 7

7
1Эсир ман патӑма: «Хӗрарӑмпа хутшӑнманни арҫыншӑн лайӑхрах» тесе ҫырнӑ, ҫакӑн пирки акӑ мӗн калам. 2Ҫавах та аскӑн ӗҫ тӑвасран арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗ пултӑр, хӗрарӑмӑн хӑйӗн упӑшки пултӑр. 3Упӑшки арӑмӗ тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр, ҫавӑн пекех арӑмӗ те упӑшки тӗлӗшпе хӑйӗн тивӗҫне туса тӑтӑр. 4Арӑм хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, упӑшки хуҫа; упӑшки те хӑй ӳтне хӑй хуҫа мар, арӑмӗ хуҫа. 5Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр, пӑрӑнсан та, пӗр-пӗринпе килӗшсе е чунтан кӗлтӑвасшӑн, е типӗ тытасшӑн пӗр авкана анчах пӑрӑнӑр, унтан каллех пӗрле пулӑр; хӑвӑра чарайман пирки шуйттан сире ан улталайтӑр. 6Ҫакна эпӗ хушсах каламастӑп, ӑс парса анчах калатӑп. 7Манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет; анчах пурте Турӑран хӑйне кура хастар илнӗ: пӗри — пӗр тӗрлӗ, тепӗри — тепӗр тӗрлӗ.
8Мӑшӑрланманнисене, тӑлӑх арӑмсене ҫапла калатӑп: вӗсене ман пек пурӑнни аван. 9Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах. 10Мӑшӑрланнисене эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар, 11(уйӑрӑлас пулсассӑн качча каймасӑр пурӑнмалла е хӑйӗн упӑшкипе килӗштермелле;) упӑшкин те арӑмӗнчен уйӑрӑлмалла мар. 12Ыттисене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мар, эпӗ хам ҫапла калатӑп: || пӗр-пӗр тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, арӑмӗн унпа пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, вӑл арӑмне ан пӑрахтӑр. 13Арӑмӗ те, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан та, арӑмӗпе пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр. 14Ӗнтӗ ӗненмен упӑшка арӑмӗ ӗненни урлӑ тасалать, ӗненмен арӑм та упӑшки ӗненни урлӑ тасалать. Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла таса. 15Ӗненмен хӑрах уйӑрӑласшӑн пулсан — уйӑрӑлтӑр; ун пек чухне вара ар тӑван та, хӗрарӑм тӑван та ирӗклӗ; Ҫӳлхуҫа пире килӗштерсе пурӑнма хушать. 16Арӑм, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн — тен, упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Эсӗ те, упӑшки, ӑҫтан пӗлетӗн — тен, арӑмна ҫӑлса хӑварӑн? 17Анчах хӑвӑра Турӑ епле кӑтартса панӑ, Ҫӳлхуҫа чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех пурӑнӑр. Эпӗ пур ӗненекен ушкӑна та ҫапла пурӑнма хушатӑп. 18Ӳт кастарнӑ халлӗн чӗнсе илни ӳтне кастарнине ан пытартӑр; ӳтне кастарман халлӗн чӗнсе илни ӳтне ан кастартӑр. 19Ӳт кастарни те нимӗн те мар, кастарманни те нимӗн те мар, пурте Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑнинчен килет. 20Чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех тӑрӑр. 21Сана чура халлӗн чӗнсе илнӗ пулсассӑн, ан имен; анчах та ирӗке тухма пултаратӑн пулсассӑн, ҫакӑнпа усӑ кур. 22Ҫӳлхуҫа ячӗпе чӗнсе илнӗ чура Ҫӳлхуҫашӑн — ирӗклӗ ҫын; ҫавӑн пекех чӗнсе илнӗ ирӗклӗ ҫын — Христос чури. 23Сире пысӑк хак парса илнӗ, эсир ҫын чури ан пулӑр. 24Эй тӑванӑмсем, чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр кам пулнӑ, Турӑ умӗнче те пурте ҫаплипех тӑрӑр.
25Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫинчен Ҫӳлхуҫа мана нимӗн те хушман, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑ ҫынни пулмашкӑн Унран ырӑлӑх илнӗрен эпӗ сире ӑс анчах паратӑп. 26Ман шутпа, ҫак йывӑр пурӑнӑҫра этеме халь мӗнле пур, ҫавӑн пек юлни аванрах. 27Эсӗ арӑмлӑ ҫын-и? арӑмупа уйӑрӑласшӑн ан пул; арӑмсӑр юлнӑ-и? арӑм ан шыра. 28Авланнипе те ҫылӑха кӗмӗн; хӗр те качча кайнипе ҫылӑха кӗмӗ. Анчах ун пеккисем ӳт пирки хуйхӑ курмалла пулӗҫ; эпӗ сире хӗрхенетӗп.
29Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та арӑмлисенӗн арӑмсӑр пек пулас пулать; 30йӗрекенсенӗн йӗмен пек, савӑнакансенӗн савӑнман пек, туянакансенӗн япала туянман пек, 31ку тӗнче уссине куракансенӗн усӑ курман пек пулас пулать, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать. 32Манӑн сире тертленмесӗр пурӑнтарас килет. Авланман ҫын, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; 33авланнӑ ҫын, арӑма епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать. Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур: 34качча кайманни ӳчӗпе те, чунӗпе те таса пуласшӑн, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Турӑ ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; качча кайни, упӑшкине епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать. 35Ҫакна эпӗ сире мӑйкӑчласшӑн каламастӑп, усӑ кӑтартасшӑн калатӑп: сирӗн ыррӑн пурӑнса, Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп. 36Ҫулланнӑ хӗрӗ качча каймасӑр юлни кама та пулин аван мар пек туйӑнать пулсассӑн, вӑл хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр: ҫылӑха кӗмӗ; ун пек хӗрсем качча кайччӑр. 37Ҫапах та, никам хистемесӗр, хӑй ӗҫне хӑй пуҫ пулса, хӗрне качча памасӑр усрама шухӑш тытнӑ ҫын, ҫав шухӑша пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗп тытса тӑракан ҫын, лайӑх тӑвать. 38Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрне качча паракан лайӑх тӑвать, качча паманни тата лайӑхрах тӑвать. 39Саккун арӑма упӑшки пурӑннӑ чухне ҫеҫ чарса тӑрать; упӑшки вилсессӗн арӑмӑн кирек кама качча кайма та ирӗкӗ пур, анчах вӑл Ҫӳлхуҫана ӗненекене качча кайтӑр. 40Ҫапах та вӑл, эпӗ ӑс панӑ пек, качча каймасӑр юлсассӑн телейлӗрех пулӗ; эпӗ вара манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур тесе шухӑшлатӑп.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in