YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 6

6
1Сирӗн хушшӑрта пӗрин тепӗринпе тавӑҫ тухсан, епле-ха вӑл ҫав ӗҫе сӑваплӑ ҫынсем патӗнче татса парас вырӑнне ҫылӑхлӑ ҫынсен патӗнче сут тутарма вӑтанмасть? 2Сӑваплӑ ҫынсем тӗнчене сут тӑвассине пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Эсир пӗтӗм тӗнчене сут тумалла пулсан, пӗчӗкҫӗ ӗҫсене татса пама тивӗҫлӗ мар-и вара? 3Эпир ангелсене те сут тӑвассине пӗлместӗр-и-мӗн? апла ӗнтӗ кулленхи пурӑнӑҫри ӗҫсене татса парасси нимӗн те мар. 4Эсир вара кулленхи пурӑнӑҫри тавӑҫсене татса памашкӑн ӗненекенсем хушшинче ниме юрӑхсӑр ҫынсене хӑвӑр тӳрӗрсем тӑватӑр. 5Сире намӑслантарасшӑнах калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан пӗр ӑслӑ ҫын та ҫук-и сирӗн? 6Тӑванпа тӑван сутлашать, ҫитменнине тата — ӗненмен ҫынсем умӗнче. 7Пӗр-пӗринпе тавлӑ тӑни те сирӗншӗн темӗн тӗрлӗ намӑс. Хур тунине чӑтсан авантарах пулмӗччӗ-и? хӑвӑра ҫаратнине тӳссен лайӑхрах пулмӗччӗ-и? 8Эсир хӑвӑр хур тӑватӑр, ҫарататӑр, ҫитменнине тата тӑванӑрсенченех тӑпӑлтарса илетӗр. 9Йӗркесӗр ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗрес ҫуккине пӗлместӗр-и эсир? Ан улталанӑр: аскӑнчӑксем те, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем те, ясар ҫынсем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те, 10вӑрӑсем те, сӑптӑрҫӑсем те, ӗҫке ернисем те, элекҫӗсем те, ҫаратакансем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. 11Эсир те хӑшӗсем ҫавсем пек пурӑнаттӑр, эсир ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе, Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе ҫӑвӑнтӑр, тасалтӑр, тӳрре тухрӑр.
12«Мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах пуртех усӑллӑ мар; «мана пурне те тума ирӗк панӑ», анчах мана нимӗн те ан пӑхӑнтартӑр. 13«Апат-ҫимӗҫ хырӑм валли, хырӑм апат-ҫимӗҫ валли» — анчах Турӑ ӑна та, кӑна та пӗтерӗ; ӳт аскӑнлӑх валли мар, Ҫӳлхуҫа валли, Ҫӳлхуҫа ӳтшӗн те тӑрӑшать. 14Турӑ Ҫӳлхуҫана вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе пире те чӗртсе тӑратӗ.
15Сирӗн ӳтӗрсем Христос пайӗсем иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫавӑнпа ӗнтӗ аскӑн арӑм пайӗсем тумашкӑн Христосран Ун пайӗсене туртса илӗп-и эпӗ? Пулас ҫук ку! 16Аскӑн арӑмпа хутшӑнакан унпа пӗр ӳт пулнине пӗлместӗр-и-мӗн? Ҫырура каланӑ: «иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» тенӗ. 17Ҫӳлхуҫапа пӗрлешекен Унпа пӗр сывлӑш пулать. 18Аскӑнлӑхран тарӑр; этем тӑвакан ытти ҫылӑх ӳте сиен тумасть; аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха кӗрет. 19Сирӗн ӳтӗр хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Таса Сывлӑш ҫурчӗ иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫав Сывлӑша эсир Турӑран илнӗ, эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар: 20сире пысӑк хак парса илнӗ. || Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир ӳтӗрпе те, чунӑрпа та Турра аслӑласа пурӑнӑр, вӗсем — Туррӑн.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in