YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5

5
1Сирӗн хушшӑрта аскӑн ӗҫ пуҫланнӑ тет; ку тӗрӗс хыпар: пӗри амаҫурипе пурӑнать тет, ун пек аскӑн ӗҫ туни суя тӗнлисем хушшинче те илтӗнмест. 2Эсир хуйхӑрса йӗрес вырӑнне тата мӑнкӑмӑлланса кайнӑ; ҫавнашкал ӗҫ тӑвакан ҫынна сирӗн хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа кӑларса ямаллаччӗ. 3Эпӗ ӳтӗмпе сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пулса, сирӗнпе пӗрлех тӑнӑ пек, ҫапла тума йышӑнтӑм: 4-5эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсассӑн, — сывлӑшӑмпа эпӗ те сирӗнпе пӗрле пулӑп, — ҫавӑн пек ӗҫ тунӑ ҫынна Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗпе сирӗн шуйттан аллине памалла: ӗнтӗ ӳчӗ ҫылӑха пула асаплантӑр, чунӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче ҫӑлӑнса юлтӑр. 6Сирӗн мухтанмалли нимӗн те ҫук. || Сахал кӑвас чустиех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янине пӗлместӗр-и-мӗн эсир? 7Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗнӗ чуста пулмашкӑн кивӗ кӑвас чустинчен хӑтӑлӑр, сирӗн йӳҫӗтмен чуста пулмалла, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Пасхӑна, Христоса, пирӗншӗн парнене кӳнӗ. 8Ҫавӑнпа ӗнтӗ уява кивӗ кӑвас чустипе, ҫылӑхпа ултав кӑвас чустийӗпе, тӑвас мар, тутлӑлла ҫӑкӑрпа — тасалӑхпа, чӑнлӑхпа — уяв тӑвас.
9Эпӗ сире аскӑн ҫынсемпе ан хутшӑнӑр тесе ҫырса янӑччӗ; 10ку сӑмах ҫак тӗнчери аскӑнчӑксемпе, сӑптӑрҫӑсемпе, вӑрӑсемпе, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пӗринпе те ан хутшӑнӑр тени пулмасть: апла сирӗн ку тӗнчерен тухсах каймалла пулӗччӗ. 11Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, — эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырса янӑччӗ. 12Тулашрисене мӗншӗн сут тӑвас манӑн? Сирӗн хӑвӑр хушшӑртисене сут тумалла мар-и-ха? 13Тулашӗнчисене Турӑ сут тӑвать. Ҫапла ӗнтӗ пӑсӑлнисене хӑвӑр хушшӑртан кӑларса пӑрахӑр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in