YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 4

4
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире пурте Христос хушнине тӑвакансем вырӑнне, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗсене упракансем вырӑнне хумалла. 2Ун пек ҫынсем кирек хӑшӗ те шанчӑклӑ пулмалла. 3Эсир ман ҫинчен мӗн калани е ытти ҫынсем мӗн калани маншӑн нимӗн те мар; эпӗ хам ҫинчен хам та нимӗн те каламастӑп. 4Эпӗ хам тӗлӗшпе нимӗнле айӑп та курмастӑп, ҫавах хама айӑпсӑр теместӗп; мана сут тӑваканни — Ҫӳлхуҫа. 5Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑхӑт ҫитмесӗр, Ҫӳлхуҫа килмесӗр нимӗнле сут та ан тӑвӑр; Вӑл сӗмлӗхре пытаннине ҫутта кӑларӗ, ӑшри шухӑшсене курӑнакан тӑвӗ, ун чухне вара Турӑран кирек кам та хӑй мухтавне илӗ.
6Эй тӑванӑмсем, ҫакна эпӗ сирӗн валли хампа Аполлоса тӗслӗхе илсе кӑтартрӑм, пирӗнтен вӗренччӗр, «ҫырнинчен ан иртчӗр», хӑйсене пӗр-пӗринчен мала ан хуччӑр. 7Сана кам мала хурать-ха? Турӑран илменни санӑн мӗн пур? Турӑран илнӗ пулсан, мӗншӗн Унран нимӗн илмен пек мухтанатӑн? 8Эсир ӗнтӗ мӑй таран тӑраннӑ, пуйса ҫитнӗ, пирӗнсӗрех патшана ларнӑ. Ах, эсир чӑнахах патша пек пулсанччӗ, вара сирӗнпе пӗрле эпир те патша пек пулӑттӑмӑр! 9Турӑ пире, апостолсене, вӗлермелле тунӑ ҫынсенӗн вырӑнне, чи хыҫалтине, панӑ пулӗ тетӗп, мӗншӗн тесессӗн пире ӗнтӗ тӗнче, ангелсем, этемсем курма пуҫтарӑннӑ. 10Эпир Христосшӑн ӑссӑр пек пултӑмӑр, эсир Христос урлӑ ӑсла тухрӑр; эпир вӑйсӑр, эсир тӗреклӗ; эсир мухтавлӑ, эпир хисепрен тухрӑмӑр. 11Паянхи кунчченех эпир ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман пурӑнатпӑр, хӗненине тӳсетпӗр, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳретпӗр; 12хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе, тар юхтарса тӑранса пурӑнатпӑр. Пире усал сӑмахпа хӑртаҫҫӗ — эпир пиллетпӗр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ — эпир тӳсетпӗр; 13пире хурлаҫҫӗ — эпир вӗсемшӗн Турра йӑлӑнатпӑр; эпир тӗнчешӗн халичченех ҫӳпӗ пек, пурте таптакан тусан пек.
14Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп: 15Христос ячӗпе вӗрентекен сирӗн темиҫе пин пулсан та, аҫӑрсем нумай мар; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе Христос Иисус урлӑ эпӗ сире ҫӗнӗрен ҫуратрӑм. 16Ҫавӑнпа ӗнтӗ тархаслатӑп сире: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пек, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр. 17Ҫавӑнпа эпӗ сирӗн пата Тимофее — хамӑн савнӑ ывӑлӑма, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскере — ятӑм, вӑл сире эпӗ епле Христос ҫулӗпе пынине, ӗненекен ушкӑнсенче пур ҫӗрте те епле вӗрентнине асӑра илтерӗ. 18Сирӗн хушшӑрта хӑшӗсем мӑнкӑмӑллансах кайнӑ, вӗсем эпӗ сирӗн пата пымастӑп тесе шутлаҫҫӗ; 19Ҫӳлхуҫа пӳрсен эпӗ кӗҫех сирӗн пата ҫитӗп те мӑнкӑмӑлланса кайнисенӗн сӑмахӗ мӗнлине мар, вӗсенӗн хӑвачӗ мӗнлине кӑтартса парӑп: 20Турӑ Патшалӑхӗ — сӑмахра мар, хӑватра. 21Эсир хӑшне кӑмӑллатӑр — сирӗн пата туяпа пырас-и е юратса йӑваш кӑмӑлпа пырас-и?

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in