YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 3

3
1Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗнпе Таса Сывлӑшлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫма пултараймарӑм, ӳтшӗн пурӑнакансемпе калаҫнӑ пек, Христоса ӗненес тӗлӗшрен пӗчӗкҫӗ ачасемпе танлашакансемпе калаҫнӑ пек калаҫрӑм. 2Эпӗ сире сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, хытӑ ҫимӗҫ памарӑм: эсир халсӑрччӗ, эсир халӗ те халсӑр, 3мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ те ӳтшӗн пурӑнатӑр. Эсир ӑмсанатӑр, пӗр-пӗринпе хирӗҫетӗр-тавлашатӑр пулсассӑн, ӳтшӗн пурӑнакансем, этем йӑлине туса тӑракансем пулмастӑр-и вара? 4Пӗри: «Эпӗ — Павелӑн», тепӗри: «Эпӗ — Аполлосӑн» тетӗр пулсассӑн, эсир ӳтшӗн пурӑнакансем мар-и вара? 5Павел кам? Аполлос кам? Хушнине тӑвакансем анчах вӗсем, эсир вӗсем урлӑ ӗнентӗр, ӗҫлессе те вӗсем Ҫӳлхуҫа хӑйсене панӑ хал таран анчах ӗҫлеҫҫӗ. 6Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ. 7Ҫавӑнпа лартаканӗ те, шӑвараканӗ те нимӗн те мар, пурте ӳстерекен Турӑран килет. 8Ҫав тӗлӗшрен лартаканӗ те, шӑвараканӗ те пӗрех, вӗсем ӗҫне кура тивӗҫлине илӗҫ. 9Эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем, эсир — Туррӑн хирӗ, Турӑ лартакан ҫурт.
10Турӑ панӑ тивлете кура, эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗсне хутӑм, тепӗри ун ҫине ҫурт хӑпартать; анчах хӑй мӗнле хӑпартнине кашнийӗ астусах тӑтӑр. 11Пӗрре хунӑ никӗссӗр пуҫне никам та урӑх никӗс хума пултараймасть, ҫав никӗс — Иисус Христос. 12Ҫав никӗс ҫине кам мӗнле ҫурт лартнине — ылтӑнран-и, кӗмӗлтен-и, хаклӑ йышши чулран-и, йывӑҫран-и, утӑран-и, улӑмран-и — 13кашнийӗн ӗҫӗ кӑтартса парӗ; сут кунӗнче вут-ҫулӑм ӑшӗнче пурте паллӑ пулӗ: кашнийӗн ӗҫӗ мӗнлине вут-ҫулӑм кӑтартса парӗ. 14Камӑн ӗҫӗ тӑрса юлӗ, ҫавӑ хӑйне тивӗҫлине илӗ; 15камӑн ӗҫӗ ҫунса кайӗ, ҫавӑн ӗҫлени харама кайӗ; хӑй ҫавах та вут-ҫулӑмран хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлса юлӗ.
16Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ иккенне, ӑшӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пурӑннине пӗлместӗр-им эсир? 17Кам та пулин Турӑ ҫуртне ҫӗмӗрсессӗн, Турӑ ӑна хӑйне пӗтерӗ: Турӑ ҫурчӗ сӑваплӑ; ҫав ҫурт эсир пулатӑр.
18Хӑйне хӑй никам та ан улталатӑр. Сирӗн хушшӑрта кам та пулин ҫак тӗнчере хӑйне ӑслӑ тесе шухӑшлать пулсассӑн, вӑл ӑслӑ пуласшӑн ӑссӑр пултӑр, 19мӗншӗн тесессӗн ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче — ӑссӑрлӑх. Ҫырура та: «Турӑ ӑслисене хӑйсенӗн чеелӗхӗпе тытать» тесе ҫырнӑ. 20Тата каланӑ: «ӑслисенӗн шухӑшӗ нимӗн те маррине Ҫӳлхуҫа пӗлет» тенӗ. 21Ҫавӑнпа ӗнтӗ этемпе никам та ан мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн пурте сирӗн: 22Павел-и, Аполлос-и, Кифа-и, тӗнче-и, пурӑнӑҫ-и, вилӗм-и, хальхи-и, малашнехи-и — пурте сирӗн; 23эсир вара — Христосӑн, Христос — Туррӑн.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in