YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 2

2
1Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пынӑ чухне Турӑ пӗлтернине сире питӗ ӑста калаҫса е хайласа каласа парас тесе пымарӑм; 2Иисус Христоссӑр пуҫне, пӑталанӑ Христоссӑр пуҫне, сирӗн патӑрта манӑн асӑмра урӑх нимӗн те ан пултӑр терӗм. 3Сирӗн патӑрта эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса, темӗн тӗрлӗ чӗтресе пурӑнтӑм. 4-5Сирӗн ӗненӗвӗр этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ хӑвачӗпе никӗслентӗр тесе, эпӗ хамӑн сӑмахӑма, хам вӗрентнине каланӑ чухне этем ӑслӑлӑхӗ ҫине таянмарӑм, манӑн сӑмахӑмра — Таса Сывлӑш хӑвачӗччӗ.
6Ӑслӑлӑха эпир ҫирӗп ӗненекенсене вӗрентетпӗр, анчах вӑл — ку тӗнче ӑслӑлӑхӗ мар; ҫак тӗнче пуҫлӑхӗсен — пӗтес ҫынсенӗн — ӑслӑлӑхӗ те мар; 7эпир Туррӑн палӑрми, пӗлсе ҫитерейми ӑслӑлӑхне вӗрентетпӗр — Турӑ ӑна пире мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗртен малтанах хатӗрлесе хунӑ; 8ҫав ӑслӑлӑха ку тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлмен, пӗлнӗ пулсассӑн мухтавлӑ Турра пӑталаман пулӗччӗҫ. 9Ҫакӑн ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: || «Турӑ Хӑйне юратакансем валли хатӗрлесе хунине куҫ та курман, хӑлха та илтмен, ҫакна этем чӗри те туйман» тенӗ. 10Турӑ пире ун ҫинчен Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ пӗлтерчӗ: Сывлӑш пурне те витӗр пӗлет, Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене те пӗлсе тӑрать. 11Этем ӑшӗнчине ҫав ҫын ӑшӗнче пурӑнакан чунсӑр пуҫне тата кам пӗлтӗр? Туррӑнне те ҫавӑн пекех Турӑ Сывлӑшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. 12Турӑ хамӑра панӑ ырӑлӑха пӗлмешкӗн эпир ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне илнӗ. 13Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир ҫакӑн ҫинчен этем ӑслӑлӑхӗ вӗрентнӗ сӑмахпа каламастпӑр, хамӑра Таса Сывлӑш вӗрентнӗ сӑмахпа калатпӑр, Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса панине пӗлтеретпӗр. 14Таса Сывлӑшсӑр ҫын Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине йышӑнмасть; Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине вӑл ӑссӑрлӑх вырӑнне хурать, ӑна ӑнласа илме те пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑн ҫинчен калама Таса Сывлӑшлӑ пулмалла. 15Таса Сывлӑшлӑ ҫын кирек мӗн ҫинчен те сӳтсе явма пултарать, ун ҫинчен вара никам та сӳтсе явма пултараймасть. 16«Ҫӳлхуҫана вӗрентмешкӗн Унӑн ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?» Пирӗнте Христос ӑсӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in