Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 1
1
1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павел тата Сосфен тӑван — 2Туррӑн Иисус Христос урлӑ тасалнӑ, сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пур ҫӗрте те, кирек ӑҫта та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне асӑнакансене пурне те: 3сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
4Сире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн тивлетне панӑшӑн эпӗ Туррӑма сирӗншӗн яланах тав тӑватӑп; 5Иисус Христос урлӑ эсир пур ырӑлӑхран та пуйрӑр: хӑватлӑ калаҫакан, пурне те ӑнласа илекен пултӑр, — 6Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑша тӗреклӗ вырӑнаҫнӑ, 7ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килессе кӗтсе тӑракансенӗн, ҫитмен ырӑлӑх пӗртте ҫук; 8Вӑл сире вӗҫне ҫитичченех тӗрек парса тӑрӗ, вара эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче айӑпсӑр пулӑр. 9Сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, Ҫӳлхуҫамӑрпа, пӗрле пулма чӗнсе илнӗ Турӑ шанчӑклӑ.
10Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: сирӗн пурсӑрӑн та пӗр пек сӑмах пултӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗрле тӑрӑр. 11Эй тӑванӑмсем, эпӗ Хлоя килӗнчи ҫынсенчен эсир тавлӑ тӑнине пӗлтӗм. 12Сирӗн хушшӑрта: «эпӗ — Павелӑн», «эпӗ — Аполлосӑн», «эпӗ — Кифанӑн», «эпӗ — Христосӑн» тесе калаҫаҫҫӗ тет, эпӗ ҫавӑн ҫинчен калатӑп. 13Ара, Христос темиҫе пая уйӑрӑлнӑ-им? сирӗншӗн Павел пӑталаннӑ-им? е эсир Павел ячӗпе тӗне кӗтӗр-и? 14Тавах Турра: Криспа Гаийсӗр пуҫне эпӗ сире никама та тӗне кӗртмен: 15ман ҫинчен никам та: «вӑл пире хӑй ячӗпе тӗне кӗртрӗ» тесе калас ҫук. 16Эпӗ тата Стефан кил-йышне тӗне кӗртнӗччӗ; урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп. 17Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме ячӗ; Христос хӗресӗн хӑвачӗ ан ҫухалтӑр тесе, манӑн ҫакна хайласа кӑларнӑ сӑмахсемпе каламалла мар. 18Хӗрес ҫинчен вӗрентни — пӗтекеннисемшӗн ҫеҫ ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн вара, ҫӑлӑнаканнисемшӗн, — Турӑ хӑвачӗ вӑл. 19Ҫырура ҫапла каланӑ: «ӑслисенӗн ӑсне пӗтерӗп, ӑнлисене ӑнран ярӑп» тенӗ.
20Ӑҫта ӗнтӗ ӑслӑ ҫын? ӑҫта кӗнекеҫӗ? ӑҫта ку тӗнченӗн ыйтса тӗпчекен ҫынни? Турӑ тӗнче ӑслӑлӑхӗ ӑссӑрлӑх пулнине кӑтартса памарӗ-и-ха? 21Тӗнче Туррӑн ӑслӑлӑхне курса тӑрса та хӑй ӑсӗпе Турра пӗлеймен, ҫавӑнпа Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр курӑнакан вӗрентӳпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ. 22Иудейсем хӑватсем тума хушаҫҫӗ, эллинсем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ, 23эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл — такӑнтараканни, эллинсемшӗн — ӑссӑрлӑх; 24чӗнсе илнисемшӗн вара иудейсемшӗн те, эллинсемшӗн те Вӑл — Турӑ хӑвачӗ, Турӑ ӑслӑлӑхӗ. 25Туррӑн ӑссӑрлӑх евӗрли те этемӗннинчен ӑслӑ, вӑйсӑр евӗрли те этемӗннинчен хӑватлӑ.
26Эй тӑванӑмӑрсем, сире Турӑ чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнине аса илӗр-ха: (этем виҫипе виҫсессӗн) сирӗн хушшӑрта ӑслисем те, вӑйлисем те, чаплӑ ӑруран ҫуралнисем те нумай марччӗ. 27Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн тӗнчен ӑссӑрлӑхне суйласа илнӗ, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн Турӑ тӗнчен вӑйсӑрлӑхне суйласа илнӗ; 28чаплисене пӑрахӑҫа кӑлармашкӑн Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, хисепрен кӑларнисене, нимӗн вырӑнне те хуманнисене суйласа илнӗ — 29Турӑ умӗнче нимӗнле ҫын та ан мухтантӑр тенӗ. 30Ун урлӑ эсир те Христос Иисуспа пӗрлешнӗ, Вӑл пире Турӑран ӑс паракан, тӳрре кӑларакан, тасатакан, хӑтаракан пулчӗ. 31Ҫапла Ҫырура: «мухтанаканӗ Ҫӳлхуҫапа мухтантӑр» тесе ҫырнӑ пек пулнӑ.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.