Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 15
15
1Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара астутаратӑп; эсир ӑна йышӑнтӑр, ӑна тытса та тӑратӑр; 2пурне те эпӗ хӑвӑра каласа панӑ пек тытса тӑратӑр пулсассӑн, эсир ахальтен анчах ӗненмен пулсассӑн ҫав Ырӑ Хыпар урлӑ ҫӑлӑнатӑр та. 3Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, 4Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, 5Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; 6унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; 7унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; 8пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ. 9Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук — эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм. 10Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм; Унӑн тивлечӗ манра сая каймарӗ, эпӗ вӗсенчен пуринчен те ытла ӗҫлерӗм: эпӗ мар ӗнтӗ, Турӑ тивлечӗ манпа пӗрлеччӗ. 11Ӗнтӗ эпӗ-и, вӗсем-и, эпир ҫапла вӗрентетпӗр, эсир те ҫапла ӗнентӗр.
12Христос ҫинчен Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентеҫҫӗ пулсассӑн, мӗнле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук, тееҫҫӗ? 13Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать; 14Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эпир вӗрентни те харама каять, эсир ӗненни те харам пулать. 15Тата эпир Турӑ ҫинчен суеҫтерекенсем те пулатпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир Турӑ ҫинчен: «Вӑл Христоса чӗртсе тӑратнӑ» тетпӗр, вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Вӑл Христоса чӗртсе тӑратман пулать; 16вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать. 17Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эсир ӗненни те харам пулать: эсир ҫав-ҫавах ҫылӑхӑрсенчен хӑтӑлман пулать; 18апла вара Христоса ӗненсе вилнисем те ӗмӗрлӗхе пӗтнӗ пулать. 19Эпир ҫак пурӑнӑҫра ҫеҫ Христоса шанса тӑратпӑр пулсассӑн — пур ҫынран та телейсӗр пулатпӑр. 20Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ. 21Вилӗм этем урлӑ ҫитнӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те Этем урлӑ килнӗ. 22Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 23пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 24Вара вӗҫӗ ҫитӗ; Вӑл ун чухне пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та пӗтерӗ те Патшалӑха Атте Турра парӗ. 25Хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те ури айне тӑвичченех Вӑл патшара тӑмалла. 26Юлашки тӑшман — вилӗм — пӗтӗ, 27мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те Христос ури айне тунӑ; паллӑ ӗнтӗ, пурне те Ӑна Пӑхӑнтараканнисӗр пуҫне пурте Ӑна пӑхӑннӑ. 28Пурне те Христоса пӑхӑнтарса пӗтерсессӗн, Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтараканнине пӑхӑнӗ; вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ. 29Эхер те ҫапла мар пулсассӑн, || мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ? Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, мӗншӗн-ха вилнисемшӗн тӗне кӗреҫҫӗ? 30Эпир те мӗншӗн пӗрмаях хӗн-хур куратпӑр? 31Эй тӑванӑмсем, эпӗ кашни кун вилес пекех. Эпӗ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче сирӗнпе мухтанатӑп, ҫавӑнпа ҫапла калатӑп. 32Этемле шухӑшласа калатӑп: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, эпӗ Эфесра тискер кайӑксемпе кӗрешнинчен мӗн усси мана? Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр! 33Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать. 34Кирлӗ пек тӑна кӗрӗр, ҫылӑх тума чарӑнӑр; ӗнтӗ сире намӑслантарса калатӑп: эсир хӑшӗ-пӗрисем Турра пӗлместӗр.
35Тен, кам та пулин калӗ: «вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? вӗсем мӗнле ӳтпе чӗрӗлсе килӗҫ?» тейӗ. 36Эй ӑссӑр! эсӗ акни ҫӗрмесессӗн шӑтас та ҫук. 37Акнӑ чухне эсӗ пӗтӗм ӳсентӑранне мар, ҫара пӗрчӗ ҫеҫ, — тулӑ пӗрчи-и е урӑх тырӑ пӗрчи-и, — акатӑн; 38пучахӗпе хӑмӑлне Турӑ ӑна Хӑй пӗлсе Хӑй парать, кашни пӗрче харкам хӑйӗнне парать. 39Пур ӳт те пӗр пек мар: этемӗн — хӑйӗн ӳчӗ, выльӑхӑн — хӑйӗн ӳчӗ, пуллӑн — хӑйӗн ӳчӗ, вӗҫен кайӑкӑн — хӑйӗн ӳчӗ. 40Тӳпере те япаласем пур, ҫӗр ҫинче те япаласем пур: тӳперисем — пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисем — тепӗр тӗрлӗ; 41хӗвел ҫути — пӗр тӗрлӗ, уйӑх ҫути — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен ҫути — тата урӑх тӗрлӗ; ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар. 42Вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне те ҫапла пулӗ: ҫӗре ҫӗрекенни кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать; 43хисепрен тухни ҫӗре кӗрет, мухтавлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать; халсӑрри ҫӗре кӗрет, хӑватлӑ пулса чӗрӗлсе тӑрать; 44ӳтшӗн пурӑнни ҫӗре кӗрет, Сывлӑшпа пурӑнас ӳт пулса чӗрӗлсе тӑрать. Сывлӑшсӑр ӳт те пур, Сывлӑшлӑ ӳт те пур. 45Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: «малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ» тенӗ, иккӗмӗш Адам вара чӗрӗ тӑвакан Сывлӑш пулнӑ. 46Сывлӑшпа пурӑнаканни малтан пулман, чунпа пурӑнаканни малтан пулнӑ, унтан вара Сывлӑшпа пурӑнаканни пулнӑ. 47Малтанхи этем ҫӗрти тӑпраран пулнӑ, иккӗмӗш этем — тӳперен килнӗ Ҫӳлхуҫа. 48Ҫӗрти тӑпраран пулнӑскерӗ мӗнле — ҫӗр ҫинчисем те ҫавӑн пек, тӳперен Килнӗскерӗ мӗнле — тӳперисем те ҫавӑн пек; 49эпир, тӑпраран пулнӑ ҫын сӑнарлӑ пулнӑ пек, Тӳпери сӑнарлӑ та пулӑпӑр.
50Эй тӑванӑмсем, тата ҫакна калам сире: ӳтпе юн Турӑ Патшалӑхне кӗме пултараймаҫҫӗ, вилесси вилӗмсӗрлӗхе кӗреймест. 51Сире тата вӑрттӑнлӑх пӗлтеретӗп: эпир пурте вилмӗпӗр, анчах пурте улшӑнӑпӑр: 52трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен, улшӑнса тӑрӑпӑр. Трупа кӑшкӑртса ярӗ те — вилнисем ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр; 53ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулса тӑмалла, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулса тӑмалла. 54Ҫак ҫӗрекен ӳт ҫӗрми пулсассӑн, ҫак вилӗмлӗ ӳт вилӗмсӗр пулсассӑн, Ҫырури сӑмах вырӑна килӗ. Унта: «вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтернӗ» тенӗ. 55«Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? эй тамӑк! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» 56Вилӗмӗн сӑнни — ҫылӑх; ҫылӑх вара саккунран вӑй илнӗ. 57Тавах Турра, Вӑл пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ҫылӑха ҫӗнтерме хӑват парать. 58Ҫапла ӗнтӗ, савнӑ тӑванӑмсем, тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр, хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 15: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.