Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 14
14
1Юратуллӑ пулӑр; чунтан-вартан Сывлӑш хастарне илесшӗн тӑрӑшӑр, уйрӑмах Турӑ сӑмахне пӗлтерме тӑрӑшӑр. 2Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калакан вӑл ҫынсене каламасть, Турра калать: ӑна никам та ӑнланаймасть, Сывлӑш пӗлтернипе вӑл пӗлме ҫукки ҫинчен калать. 3Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ ҫынсене ӑса кӗртет, ӳкӗт парать, лӑплантарать. 4Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калакан хӑйне ҫеҫ тӗреклӗлентерет; Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ пур ӗненекене те ӑса кӗртет. 5Эпӗ сире пурсӑра та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарасшӑн; ҫапах та эсир Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулсассӑн, авантарах пулӗччӗ: Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаканран пахарах, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, ӗненекенсем ӑса кӗччӗр тесе хӑй каланине ӑнлантара-ӑнлантара парсассӑн ҫеҫ, Турӑ сӑмахне пӗлтерекенпе пӗр шайра пулӗ. 6Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пырса эсир пӗлмен чӗлхепе калама пуҫласассӑн, Турӑ пӗлтернине те, хам мӗн пӗлсе тӑнине те, хамӑн пророк хастарӗпе пӗлнине те, вӗрентсе калас сӑмахӑма та ӑнланмалла каламасассӑн, эпӗ сире мӗн усӑ кӳрӗп? 7Чунсӑр япаласем, сасӑ кӑларакан сӑпрайсем те, — калӑпӑр, шӑхлич е кӗсле, — ҫавӑн пек: вӗсен сассине уйӑрса илме ҫук пулсассӑн, шӑхличӗпе е кӗслепе мӗн каланине ӑҫтан пӗлмелле? 8Трупапа уҫӑмсӑр кӑшкӑртсассӑн, кам вӑрҫа кӗме хатӗрленӗ? 9Ҫавӑн пекех эсир ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫатӑр пулсассӑн, ӑнланмалла мар сӑмахсем калатӑр пулсассӑн, сире епле ӑнланччӑр? Эсир апла ҫиле анчах калатӑр. 10Тӗнчере темӗн чухлӗ чӗлхе — нимӗн те пӗлтермен чӗлхе ҫук. 11Эпӗ хампа калаҫаканӑн чӗлхине пӗлместӗп пулсассӑн, эпӗ ҫав ҫыншӑн ют халӑх ҫынни пулатӑп, вӑл та маншӑн ют халӑх ҫынни пулать. 12Ҫапла ӗнтӗ эсир те, Сывлӑш хастарӗсене чунтан-вартан илесшӗн пулса, пуринчен ытла ӗненекенсене тӗреклӗлентерекен хастарсене тупма тӑрӑшӑр. 13Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫаканӗ ӑнлантарса вӗрентмешкӗн хастар ыйтса кӗлтутӑр: 14эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне манӑн чунӑм кӗлтӑвать, анчах ӑсӑм усӑ кӳмесӗр тӑрать. 15Мӗн тӑвас ӗнтӗ? Эпӗ чунӑмпа кӗлтусассӑн — ӑсӑмпа та кӗлтӑвам; чунӑмпа мухтаса юрласассӑн — ӑсӑмпа та мухтаса юрлам. 16Эсӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе Турра мухтама тытӑнсассӑн, пӗлмен ҫын эсӗ Турра тав тунӑ чухне «аминь» тесе епле калайӗ: вӑл эсӗ мӗн каланине ӑнланмасть. 17Эсӗ Турра лайӑх тав тӑватӑн, анчах ҫакӑ тепӗрне нимӗнле усӑ та кӳмест. 18Тавах Туррӑма: эпӗ сирӗнтен нумайрах чӗлхе пӗлетӗп; 19ҫапах та ӗненекенсен ушкӑнӗнче эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе темиҫе пин сӑмах каличчен вӗсене ӑнлантармашкӑн пилӗк сӑмах та пулин вӗсем пӗлекен чӗлхепе каласшӑн.
20Эй тӑванӑмсем! ача ӑслӑ ан пулӑр; усал тӑвас тӗлӗшрен эсир ача пек пулӑр, ӑс кирлӗ ҫӗрте ҫитӗннӗ ҫын пек пулӑр. 21Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «ҫакӑ халӑхпа урӑх чӗлхепе, ют чӗлхе-ҫӑварпа калаҫӑп, анчах Мана апла та итлемӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа» тенӗ. 22Ҫапла ӗнтӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫни — ӗненекенсемшӗн мар, ӗненменнисемшӗн; Турӑ сӑмахне вӗрентни — ӗненменнисемшӗн мар, ӗненекенсемшӗн. 23Пур ӗненекен те пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса кашнийӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫа пуҫласассӑн, ҫавӑнта сирӗн пата нимӗн пӗлменнисем е ӗненменнисем пырса кӗрсен, вӗсем мӗн калӗҫ? Кусем ухмахланаҫҫӗ темӗҫ-и? 24Пурте пророкла ӑнлантарса вӗрентнӗ чухне пӗр-пӗр ӗненмен ҫын е нимӗн пӗлмен ҫын пырса кӗрсессӗн, вӑл, вӗрентнине итлесе, ҫынна мӗншӗн айӑплани ҫинчен, мӗншӗн сут тӑвасси ҫинчен итлесе тӑрать. 25Вара чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем ҫиеле тухаҫҫӗ те, вӑл ӗнтӗ Турра ӳксе пуҫҫапса ӗненекенсене калӗ: «чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен» тейӗ.
26Апла мӗн тумалла-ха, тӑванӑмсем? Пӗрле пухӑнсассӑн пӗри Турра мухтаса юрлатӑр, тепӗри вӗренттӗр, хӑшӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫтӑр, хӑшӗ Турӑ пӗлтернине каласа патӑр, хӑшӗ ӑнлантарса патӑр, — пӗтӗмпе ҫакӑ ыттисене усӑ кӳтӗр. 27Ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫакансем пулсассӑн, иккӗн, чи нумаййи виҫҫӗн, черетпе калаччӑр, пӗри ӑнлантарса тӑтӑр. 28Ӗненекенсенӗн пухӑвӗнче Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулмасассӑн чӗнмесӗр тӑр, хӑвӑн ӑшӑнта хӑвна та, Турра анчах каласа тӑр. 29Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем те иккӗн е виҫҫӗн калаччӑр, ыттисем вӗсем каланине тишкерччӗр. 30Ларакансенчен пӗрне Турӑ мӗн те пулин пӗлтерсен, ҫав вӑхӑтра калаканӗ калама чарӑнтӑр: 31пурте вӗренччӗр, пурин чунӗ те лӑплантӑр тесе эсир пурсӑр та пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Турӑ сӑмахне пӗлтерме пултаратӑр. 32Турӑ сӑмахне пӗлтермелли хастар Турӑ сӑмахне пӗлтерекене пӑхӑнать; 33Турӑ — хирӗҫекенсенӗн Турри мар, килӗштерекенсенӗн Турри. Пур ӗненекен ушкӑнра та (Чиркӳре) сӑваплӑ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ. 34Хӗрарӑмсем ӗненекенсен пухӑвӗнче чӗнмесӗр тӑччӑр: вӗсене калаҫма мар, пӑхӑнса тӑма хушнӑ, саккун та ҫавнах калать. 35Вӗсем мӗн те пулин вӗренесшӗн пулсассӑн, ун ҫинчен килӗнче упӑшкинчен ыйтчӑр: хӗрарӑма чиркӳре калаҫни килӗшмест. 36Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-и-мӗн? Е вӑл пӗр сирӗн пата ҫеҫ ҫитнӗ-и?
37Хӑйне пророк вырӑнне хуракан ҫын та, хӑйӗнче Сывлӑш вӑйӗ пур тесе шутлакан та эпӗ сире мӗн ҫырни Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗ пулнине ӑнласа илмеллех. 38Ӑнласа илейменни ӑнланаймасӑрах юлтӑр. 39Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, ӑнлантарса вӗрентессишӗн тӑрӑшӑр, ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫма та ан чарӑр. 40Анчах пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ пулса пытӑр.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.