YouVersion Logo
Search Icon

Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 13

13
1Эпӗ этемсен тӗрлӗ чӗлхипе калаҫсан та, ангелсем пек калаҫатӑп пулсан та, манра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ чанкӑртатакан пӑхӑр е янӑракан кимвал ҫеҫ. 2Эпӗ пророк хастарне илнӗ пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑха, пӗтӗм пӗлӗве пӗлсе ҫитрӗм пулсан та, тусене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫармалӑхах хытӑ ӗненетӗп пулсан та, хамра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ — нимӗн те мар. 3Эпӗ хамӑн мӗнпур пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳтӗме ҫунтарса яма парсан та, хамра юрату пулмасассӑн, ҫакӑнтан мана нимӗн усси те пулмӗ. 4Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть, 5пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть, 6тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать; 7пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет. 8Пророкла калаҫасси те пӗтӗ, тӗрлӗ чӗлхепе те калаҫма чарӑнӗҫ, пӗлӳ те пӑрахӑҫа тухӗ, юрату нихӑҫан та пӗтмӗ. 9Эпир кӑшт анчах пӗлетпӗр, пророкла та кӑшт анчах калаҫатпӑр; 10пур тӗлӗшпе те тулли пахалӑх килсе ҫитсессӗн, кӑштаххи чарӑнса ларӗ. 11Эпӗ ача чухне ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнласа илеттӗм; ҫитӗнсе ҫитсессӗн ача чухнехине пӑрахрӑм. 12Халӗ эпир уҫҫӑн курмастпӑр, тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек анчах тӗшмӗртетпӗр; ун чухне куҫа-куҫӑн курӑпӑр: халӗ эпӗ кӑшт анчах пӗлетӗп, ун чухне эпӗ пӗтӗмпе, Турӑ хама пӗлнӗ пек, пӗлӗп. 13Халӗ акӑ ҫаксем виҫҫӗшӗ тӑраҫҫӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юрату; юратӑвӗ ыттисенчен аслӑрах.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in