Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 12
12
1Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире Сывлӑш хастарӗсем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. 2Хӑвӑр пӗлетӗр: суя тӗнпе пурӑннӑ чухне эсир чӗлхесӗр йӗрӗхсем патне хӑвӑра такам сӗтӗрсе кайнӑ пек ҫӳреттӗр. 3Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе калаҫакан никам та Иисуса ылханаймӗ; Таса Сывлӑш пулӑшмасан никам та Иисуса Ҫӳлхуҫа тесе те калаймӗ. 4Хастар — тӗрлӗрен, Сывлӑш — пӗрре анчах; 5ӗҫлесе тӑрасси те — тӗрлӗрен, Ҫӳлхуҫа вара — пӗрре анчах; 6ӗҫсем те — тӗрлӗрен, анчах пуринче те пурне те туса тӑракан Турӑ — пӗрре анчах. 7Усӑ кӳмешкӗн Сывлӑш кашнинех хӑйне уйрӑм хастар парать. 8Пӗрне Сывлӑш ӑслӑ сӑмах парать, ҫав Сывлӑшах тепӗрне ыттисем валли пӗлӳ парать; 9ҫав Сывлӑшах хӑшне ҫирӗп ӗнентермелле тӑвакан хастар парать; ҫав Сывлӑшах хӑшне чиртен сыватма хастар парать; 10хӑшне — хӑватсем тума, хӑшне — пророк пулма, хӑшне — сывлӑшсене чухласа илме, хӑшне — тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тата тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса пама хастар парать. 11Ҫакна пурне те пӗр Сывлӑшах тӑвать; кашнинех хӑйне кирлӗ пек уйӑрса парать. 12Ӳт-пӳ пӗрре, анчах пайӗ нумай; пӗр ӳт-пӗвӗн пайӗсем хӑйсем нумаййӑн пулсан та пӗр ӳт-пӳ пулаҫҫӗ: Христос та ҫавӑн пекех. 13Иудей-и, эллин-и, чура-и, ирӗкри-и — эпир пурсӑмӑр та пӗр ӳт-пӳ пулма пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗнӗ, пурсӑмӑр та хамӑр ӑша пӗр Сывлӑшах илнӗ. 14Ӳт-пӳре пӗр пай анчах мар, нумай. 15Ура: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ алӑ мар» тесен, вара вӑл ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн? 16Хӑлха та: «ӳт-пӳ пайӗ пулмашкӑн эпӗ куҫ мар» тесен, вӑл та вара ҫавӑнпа ӳт-пӳ пайӗ пулмасть-и-мӗн? 17Эхер те пӗтӗм ӳт-пӳ куҫ пулсан, илтмелли ӑҫта вара? Ӳт-пӳ пӗтӗмӗшпех илтмелли пулсан, шӑршӑ пӗлмелли ӑҫта? 18Анчах та Турӑ Хӑйӗн ирӗкӗпе пур пая та пӗр ӳт-пӗве вырӑнаҫтарнӑ. 19Пурте пӗр пай пулсан, ӳт-пӳ ӑҫтан пулӗччӗ вара? 20Капла пайӗ нумай, ӳт-пӳ пӗрре ҫеҫ. 21Куҫ алла: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест; пуҫ та урана: «эсӗ мана кирлӗ мар» тееймест. 22Апла ҫеҫ мар-ха, ӳт-пӗвӗн чи вӑйсӑртарах пек туйӑнакан пайӗсем ҫав тери кирлӗ; 23хамӑрӑн хисеплех мар пайсене эпир ытларах та хисеплетпӗр; 24хамӑрӑн илемсӗр пайсемшӗн ытларах тӑрӑшатпӑр; илемлисене апла туни кирлӗ мар. Ҫапла Турӑ, начартараххишӗн ытларах тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӳ пайӗсене танлаштарнӑ: 25унӑн пур пайне те пӗр-пӗриншӗн пӗр пек тӑрӑшмалла туса, ӳт-пӗве саланса каймалла мар тунӑ. 26Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗр пайӗ асапланать пулсассӑн, унпа пӗрле ытти пайӗсем те пурте асапланаҫҫӗ; пӗр пайне ырласассӑн, унпа пӗрле пур пайӗ те савӑнать. 27Эсир — Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑммӑн илсессӗн, кашнийӗ вара — унӑн пайӗ. 28Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне — апостол, хӑшне — пророк тата хӑшне вӗрентекен тунӑ; унтан тата хӑшне тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ, хӑшне — чирсенчен сыватма, хӑшне — пулӑшса тӑма, хӑшне — йӗрке кӳрсе тӑма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма хастар панӑ. 29Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вӗрентекен-и? Пурте тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ-и? 30Пуринӗн те чирсенчен сыватмалли хастар пур-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ-и? Пурте тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса параҫҫӗ-и? 31Чи лайӑх, чи кирлӗ хастарсемшӗн тӑрӑшӑр, эпӗ вара сире чӑн лайӑх ҫул кӑтартса парӑп.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 12: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.