Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 11
11
1Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр. 2Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире мухтатӑп: эпӗ мӗн тунине, мӗн вӗрентнине эсир пурне те астуса тӑратӑр, эпӗ мӗн хушса хӑварнине уяса пурӑнатӑр. 3Тата эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ. 4Кирек хӑш арҫын та кӗлтунӑ чухне е вӗрентсе каланӑ чухне пуҫне тӑхӑннӑ пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать; 5кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать: вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янӑпа пӗрех; 6хӗрарӑм пуҫне ҫыхса ҫӳресшӗн пулмасассӑн, эппин, ҫӳҫне те кастарса ятӑр; ҫӳҫне кастарни е хыртарни ӑна намӑслантарать пулсан, эппин, пуҫне ҫыхса ҫӳретӗр. 7Ҫапла ӗнтӗ арҫыннӑн пуҫне тӑхӑнмалла мар: вӑл — Туррӑн сӑнарӗ, Туррӑн мухтавӗ; арӑм — упӑшкийӗн мухтавӗ. 8Арҫынна арӑмран пултарман, арӑма арҫынтан пултарнӑ; 9арҫынна арӑмшӑн пултарман, арӑма арҫыншӑн пултарнӑ. 10Ҫавӑнпа ӗнтӗ ангелсемшӗн хӗрарӑм пуҫӗ ҫинче хӑй пӑхӑнса тӑнине кӑтартакан паллӑ пулмалла. 11Ҫапах та Ҫӳлхуҫа умӗнче упӑшки те арӑмӗсӗр нимӗн те мар, арӑмӗ те упӑшкисӗр нимӗн те мар: 12хӗрарӑм арҫынтан пулнӑ, ҫавӑн пекех арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать; пурне те Турӑ пултарнӑ. 13Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӗрарӑма ҫара пуҫӑн Турра кӗлтуни килӗшӳллӗ-и? 14Арҫынна ҫӳҫне хӗрарӑм пек ӳстерни намӑс иккенне сире ҫутҫанталӑк хӑех пӗлтерсе тӑмасть-и? 15Хӗрарӑма ҫӳҫне ӳстерни килӗшӳллӗ: ҫӳҫне ӑна пуҫ витти вырӑнне панӑ. 16Кам та пулин ҫавӑн ҫинчен тавлашас тесессӗн, унӑн ҫакна пӗлес пулать: пирӗн те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнӗнче те урӑхла йӑла ҫук.
17Тата ҫакна, хам ырламаннине, калам: эсир лайӑх тума мар, начар тума пуҫтарӑнатӑр. 18Чӑн малтан акӑ мӗн калас: эсир пӗрле пуҫтарӑнсан ушкӑнсене уйӑрӑлатӑр тет, эпӗ ҫакна кӑштах ӗненетӗп те, 19мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑш та пулмалла, унсӑрӑн сирӗн хушшӑрта шанчӑклисем палӑрмӗҫ. 20Эсир ҫавӑнта пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулсассӑн та, ҫакна Ҫӳлхуҫа апатне ҫиме пуҫтарӑннӑ теме ҫук, 21мӗншӗн тесессӗн харпӑр хӑй ҫимӗҫне ыттисенчен малтан ҫисе яма тӑрӑшатӑр, ҫавӑнпа хӑшӗсем выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ, хӑшӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ. 22Ӗҫсе ҫиес тесен сирӗн хӑвӑр килӗр ҫук-им? Е Турра ӗненекенсене вырӑна хумасӑр ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗн калас сире? уншӑн сире мухтас-и-мӗн? Мухтамӑп. 23Эпӗ Ҫӳлхуҫаран Хӑйӗнчен акӑ ҫакна пӗлтӗм, кайран ӑна сире те каласа патӑм: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйне тытса парас каҫхине ҫӑкӑр илсе 24тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа каланӑ: «ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, вӑл сирӗншӗн вакланать; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ. 25Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: «ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал; ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ. 26Эсир ҫав ҫӑкӑра ҫинӗ чухне, ҫав куркана ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе тӑратӑр. 27Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав ҫӑкӑра тивӗҫсӗр ҫиекен, Ҫӳлхуҫа куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен Ҫӳлхуҫа Ӳчӗпе Унӑн Юнӗ умӗнче айӑпа кӗрет. 28Ҫын хӑйне хӑй сӑнаса тасаттӑр та вара тин ҫав ҫӑкӑра ҫитӗр, ҫав куркана ӗҫтӗр. 29Ҫӳлхуҫа Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламан пирки тивӗҫсӗр ҫиекен, тивӗҫсӗр ӗҫекен хӑйне айӑпа кӗртме ӗҫсе ҫиет. 30Ҫавӑнпа эсир нумайӑшӗ халсӑр, нумайӑшӗ чирлӗ, вилекен те сахал мар. 31Эпир хамӑра хамӑр айӑпласа тӑрсассӑн айӑпа кӗмӗттӗмӗрччӗ; 32кайран тӗнчепе пӗрле айӑпа ан юлччӑр тесе Ҫӳлхуҫа пире айӑпласа хаса парать. 33Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӑванӑмсем, апат тума пуҫтарӑнсан пӗр-пӗрне кӗтсе илӗр. 34Выҫса ҫитни килӗнче ҫитӗр, сирӗн айӑпа кӗме пуҫтарӑнмалла ан пултӑр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.
Currently Selected:
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.