YouVersion Logo
Search Icon

Рим ҫыннисене 16

16
1Эпӗ сирӗн пата Кенхрейӑри ӗненекен ушкӑнра пулӑшса тӑракан Фива тӑванӑмӑра яратӑп; 2эсир ӑна сӑваплӑ ҫынсене епле хапӑл тума тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫашӑн ҫапла хапӑл тӑвӑр; хӑвӑр патӑрта пурӑннӑ чухне унӑн мӗн ҫитменнине тивӗҫтерӗр, пулӑшӑр ӑна, вӑл хӑй те нумайӑшне пулӑшрӗ, мана хама та пулӑшрӗ.
3Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр; 4вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ; вӗсен килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекенсене те салам калӑр. 5Манӑн юратнӑ Епенета салам калӑр; Ахаире Христоса чи малтан вӑл ӗненнӗ. 6Мариама салам калӑр, вӑл пирӗншӗн нумай тӑрӑшрӗ. 7Мана туртӑм тивекен, манпа пӗрле тӗрмере ларнӑ Андроникпа Юнийӑна салам калӑр, вӗсем апостолсем хушшинче мухтавлӑ, вӗсем Христоса манран малтанах ӗненнӗ. 8Эпӗ Ҫӳлхуҫана ӗненни урлӑ юратакан Амплие салам калӑр. 9Пирӗнпе пӗрле Христосшӑн ӗҫленӗ Урбана тата эпӗ юратакан Стахие салам калӑр. 10Христоса пӗтӗм чунтан парӑннӑ Апеллеса салам калӑр. Аристовул кил-йышӗнчи ӗненекенсене те салам калӑр. 11Манӑн хурӑнташӑма Иродиона салам калӑр. Наркисс кил-йышӗнчисене, Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшакансене, салам калӑр. 12Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшакан Трифенпа Трифоса салам калӑр. Юратнӑ Персидӑна салам калӑр, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн нумай тӑрӑшрӗ. 13Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Руфа салам калӑр, тата унӑн амӑшне те салам калӑр, маншӑн та вӑл аннем пулчӗ. 14Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие, вӗсемпе пӗрле пурӑнакан ытти тӑвансене те салам калӑр. 15Филолога, Юлийӑна, Нирее, унӑн йӑмӑкне, тата Олимпана, вӗсемпе пӗрле пурӑнакан ытти пур сӑваплӑ ҫынна та салам калӑр. 16Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлтан чуптуса ырӑ сунӑр. Сире Христоса ӗненекен пур ушкӑн та салам ярать.
17Эй тӑванӑмсем, тархасласа калатӑп сире: хӑвӑр мӗне вӗренсе ҫитнине урӑхла вӗрентсе сире уйӑракан, ултава кӗртекен ҫынсенчен сыхланӑр; вӗсенчен пӑрӑнӑр. 18Ун пек ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӑрӑшмаҫҫӗ, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; вӗсем йӑпӑлтатса, ӑста калаҫса айван ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑраҫҫӗ. 19Эсир чӑн тӗне пӑхӑнса пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп, ҫавах та эпӗ сире: ырӑ тума ӑслӑ пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр, тетӗп. 20Канӑҫлӑх Турри шуйттана ҫӗнтерсе сирӗн урӑр айне тӑвасси ҫывӑх ӗнтӗ. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле! Аминь.
21Сире манпа пӗрле тӑрӑшса ӗҫлекен Тимофей тата манӑн хурӑнташӑмсем Луций, Иасон, Сосипатр салам яраҫҫӗ. 22Ҫӳлхуҫа ячӗпе сире эпӗ те, ҫак ҫырӑва ҫыракан Тертий, салам яратӑп. 23Мана хӑй килӗнче усракан, ютран килнӗ пур ӗненекене те пӑхакан Гаий сире салам ярать. Хула хыснине упракан Ераст тата Кварт тӑванӑмӑр та сире салам яраҫҫӗ.
24Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in