1
Ӳлӗмхи 11:15
БИБЛИ
CHB
Ҫиччӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — ҫӳлте хытӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, вӗсем каларӗҫ: тӗнчери патшалӑх Ҫӳлхуҫамӑрӑн, Ун Христосӗн Патшалӑхӗ пулса тӑчӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулӗ! терӗҫ.
Compare
Explore Ӳлӗмхи 11:15
2
Ӳлӗмхи 11:18
Суя тӗнлӗ халӑхсем хаярланса кайрӗҫ те, Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене сут тума, Хӑвӑн пророк чурусене, сӑваплисене, Хӑвӑн ятна хисеплекенсене асли-кӗҫӗннипех пурне те тивӗҫлипе ырӑлӑх пама, ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ, терӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 11:18
3
Ӳлӗмхи 11:3
Эпӗ Хамӑн икӗ кӳнтелӗме ярӑп: вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те икҫӗр утмӑл кун хушши ӳлӗмхи ҫинчен каласа ҫӳрӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 11:3
4
Ӳлӗмхи 11:11
Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен вӗсен ӑшне Турӑран чӗрӗлӗх сывлӑшӗ кӗчӗ те, вӗсем иккӗшӗ те ура ҫине тӑчӗҫ, ӗнтӗ вӗсем ҫине пӑхса тӑракансем сехӗрленсех ӳкрӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 11:11
5
Ӳлӗмхи 11:6
Хӑйсем пророкла каласа ҫӳрес кунсенче ҫӗр ҫине ҫумӑр ан ҫутӑр тесен, вӗсен тӳпене хупса лартма ирӗк пур; вӗсем шыва хӑйсен ирӗкӗнче тытаҫҫӗ — хӑҫан мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ: шыва юн тума, ҫӗре тӗрлӗ чирпе пӗтерме пултараҫҫӗ.
Explore Ӳлӗмхи 11:6
6
Ӳлӗмхи 11:4-5
Вӗсем ӗнтӗ — ҫӗр Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑракан икӗ ҫу йывӑҫҫипе икӗ ҫурта. Кам та пулин вӗсене сиен тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те вӗсен тӑшманӗсене ҫунтарса ярӗ; кам та пулин вӗсене усал тӑвасшӑн пулсан, ҫавӑн пекех вилсе выртӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 11:4-5